Анне пилĕ пушă сăмах мар
Çемье. Кашни çын пурнăçĕнче çак сăмахпа çыхăннă ăнлавсем пур: кил, атте, анне, хăтлăх, ăшăлăх, юрату... Мĕн чухлĕ шанчăк, ĕмĕт парнелет вăл этеме. Тепĕр тесен çемье чăмăртаннă самант хăех ырă туйăмпа, шухăш-тĕллевпе тулли. Çав сăлтавпах пархатарлă ĕçе пурнăçлакансем — мăшăрланнине çирĕплетекен акта çыракансем, ЗАГСра вăй хуракансем — хăйсем те тĕслĕх çемьери ырă-çутă çынсем пулмалла пек. Мĕн чухлĕ çĕнĕ мăшăра — çемье тĕвĕленĕ ятпа, телейлĕ ашшĕ-амăшне — пепке çутă кун курнă ятпа саламлама тивет вĕсен хăйсен пурнăçĕнче. Чăн та, çывăх тăванне çухатнăран хуйхă тÿсекен çын чунне лăплантарма та, уйрăлас патне çитнĕ граждансене çемье хаклăхĕ çинчен тепĕр хут аса илтерсе витерÿллĕн калаçма та тивет. Мĕнлерех ăста оратор, психолог, евчĕ пулмалла! Çăмăл професси-и вара çакă? Элĕк райадминистрацийĕн ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекен Мария Николаева çакăн пек ыйту тавра нихăçан та пуç ватман. Пĕрре хывнă сукмака кунран-кун такăрлатнă çеç — çапла пĕр ĕçре 42 çул иртни те сисĕнмен. Самай пысăк тапхăрта çĕр-çĕр çемье шăпи, теçетке-теçетке çын ăраскалĕ асра юлнă. Районти ял ятне асăн кăна — Мария Максимовна унта пурăнакан çемьесене килĕрен асăнса тухма пултарать. Ахальтен мар район администрацийĕнче ĕçлекенсем ун пирки шÿтлĕнрех «чĕрĕ энциклопеди» теççĕ. Куçа-куçăн калаçура эпĕ те çак сăмах тĕрĕслĕхне ĕнентĕм.
— Мария Максимовна, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе çыхăннă ĕç çăмăлах мар. Акă тин кăна çырăнман çемьере çуралнă ача амăшне «пĕрремĕш кайăк» килнĕ ятпа саламланă май пĕчĕкскерĕн ашшĕ те ачине саккунлă майпа йышăнассине шанса пил патăр.
— Асăрхарăр пулĕ: эпĕ документа тыттарса ырă суннă май çамрăк амăшĕн сăнĕ çуталчĕ. Пурте çынах вĕт эпир: паян — пурнăç капла, ыран — темĕнле? Ăшă сăмах каланипе чĕлхе татăлса ÿкмест, ăна илтекенĕн кăмăлĕ уçăлать, вăл таçта йăнăш тунă пулсан — тÿрленме тăрăшать, хавхаланать. Нумай çул пĕр çĕрте ĕçленĕ май кампа мĕнлерех çавăрттарса калаçмаллине пĕлсе çитетĕн ĕнтĕ. Çавăнпа çав тери кăткăс ĕç теместĕп хамăнне — хут нумай çырмалли кăна хушăран вĕчĕрхентерет.
— Сирĕн тытăм хăйнеевĕр — архива аса илтерет.
— Çичĕ тĕрлĕ информаципе документсем упранаççĕ пирĕн пайра. Хăй вăхăтĕнче Элĕк тăрăхне Вăрнар районĕпе пĕрлештернĕ, уйрăлнă хыççăн ЗАГС хучĕсене сенĕкпе тиесе килсе пăрахнă теççĕ. Ĕçлеме вырнаçсан малтанхи çулсенче çав документсене тирпейлесе кĕнекелессипе чылай аппаланма тиврĕ. Кунта халĕ упранакан тĕркесенчи хутсем — 1919 çулхисенчен пуçласа паянхи кунччен. Маларахрисене, 1896 çулта çырнисенчен тытăнса, районти таврапĕлÿ музейне панă.
— Авалхи хутсемпе усă куракансем пур-и?
— Халĕ хăйсем çуралнă тăрăхпа кăсăкланса кĕнеке çыракан чылай. Вĕсемшĕн ЗАГС архивĕнчи материалсем çав тери вырăнлă. Акă нумаях пулмасть Вăрманкас Юнтапа ялĕ çинчен Александр Ананьев таврапĕлÿ кĕнеки кăларчĕ. Ентешĕсем çав тери савăнчĕç — ялти кашни çемье çинченех çырнă-ха та. Юлашки çулсенче тата çынсем генеалогипе тарăннăн интересленме, чылай çемьере несĕл йывăççине ÿкерме тытăнчĕç. Çичĕ-сакăр сыпăк таран тĕпчесе пĕлекенсем пур.
— ЗАГС — çынсене çурални, вилни, мăшăрланни, уйрăлни, ашшĕ ятне çирĕплетни, ят улăштарни, ача усрава илни çинчен документ паракан официаллă орган. Актсенчен хăшне пĕтĕм кăмăлтан пурнăçланине тавçăрма кăткăсах мар: çемье чăмăртанни, ача çурални çинчен ĕнтĕ.
— Мăшăрлану — этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ пулăмсенчен пĕри. Туй туса пĕрлешекенсене эпир ятарлă залра çырăнтаратпăр. Мăшăрсем хăйсем тĕллĕн кăна «шăппăн» çырăнас теççĕ пулсан — администраци çурчĕн конференц-залĕнче. Çын кун-çулĕнчи пĕлтерĕшлĕ куна ытларахăшĕ асра юлмалла ирттересшĕн. Ĕлĕкрех туйсем çав тери интереслĕ иртетчĕç. Пирĕн, Элĕк енсен, тури чăваш йăли-йĕркипе иртнĕ вĕсем. Халĕ йăла-йĕркене уяса пĕрлешекен сахал. Апла пулин те чылай туйра халĕ те уяв кĕрекине кафере лариччен, хĕр илме каякан ушкăнри туй арăмĕсем йăла таврашне тăваççĕ. Вĕсем хамăр енчи чăваш тумне тăхăнаççĕ, туй юррине шăрантараççĕ. ЗАГСа та килеççĕ. Мĕн тĕрлĕ чаплă туй курса савăнман-ши?!
Ача çурални — çемье телейпе чăннипех тулнине палăртакан пулăм. Ача çуратмалли çурта кайса савăнăçлă лару-тăрура миçе ачан пĕрремĕш документне паман-ши?! Медперсонал, пепке ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем пухăнатчĕç. Шел, халĕ кун пек мероприятисем йĕркелеместпĕр тесен те тĕрĕсех: район центрĕнче ача çуратмалли çурт та çук, çамрăк ашшĕ-амăшĕ ача çуралнине «шăв-шавсăр» кăна çыртарасшăн. Сайра хутра ял тăрăхĕн администрацийĕнче пĕр-пĕр çемьене ачана ят хунипе саламлатпăр.
— Ачасем тенĕрен, эсир ĕçленĕ тапхăрта вĕсен çураласлăхĕ темĕн тĕрлĕ те улшăннă пулĕ. Хальхи вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ районта еплерех?
— Çакăнта ĕçлеме пуçланă çулсенче çулталăкне 1000 яхăн е ытларах та ача çуралнине регистрацилеттĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн арпашуллă 90-мĕш çулĕсенче йыш самаях чакрĕ. Нумай ача сахал çемьере çуралчĕ. Патшалăх демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе амăшĕн /çемье/ капиталне пама тытăнсан, чăн та, чылай кил-йыш иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш е пиллĕкмĕш пепкепе пуянланчĕ. Хăюллă утăма тăвакансен хушшинче чылай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем йышланчĕç: аслă ачи çитĕнсе пынă май ашшĕ-амăшĕ вăй-халне шанса тата тепĕр пепке çитĕнтерме шухăшлать. Чăн та, районти шăпăрлансене пурне те пирĕн ЗАГС уйрăмĕнче çырăнтарманнине кура /свидетельствăна ача ăçта çуралнă, çавăнта та илме юрать-çке/ кăтартусем хальхи вăхăтра та пысăк мар: çурални çинчен панă хут йышĕ çулталăкне 200-тен ытла та мар. Вилекен вара — нумай. Акă кăçалхи тăхăр уйăхра 116 пепке çуралнă, пĕлтĕрхи ку тапхăрпа танлаштарсан — тăватă ача сахалрах. 249 çын вилнĕ, пĕлтĕрхи тăхăр уйăхринчен — 35 çын ытларах.
— Çынсем нумаййăн вилнин сăлтавĕ мĕнре-ши?
— Ку ыйтăвăн хуравĕ çĕршывăн тĕрлĕ тăрăхĕшĕн пĕрех пулĕ: ялсенче ĕçке ерекен йышлă. Вилекенсен йышĕнче вăй питти, яланхи ĕçре вăй хуракан çын — сахалрах. Çамрăксем — йышлă. Вĕсем е аякка кайсан тĕрлĕ сăлтавпа шар курса вилеççĕ, хăшĕ-пĕрин пурнăçĕ çул-йĕр çинчи синкер вăхăтĕнче татăлать. 55-60 çулсенчи арçынсен вилĕм сăлтавĕсенчен чи анлă сарăлни — спирт хутăшĕ ĕçсе наркăмăшланни, кардиомиопати чирĕнчен хăтăлайманни. Этил спирчĕн йÿçекне хăшпĕр ялти уйрăм çын лавккисенче сутаççĕ — пайтаçăсемшĕн çын сывлăхĕ пĕлтерĕшлех мар-ши?
— Хальхи вăхăтра ялсенче çамрăк, вăй питти хĕрарăмсем те хаяррипе туслашни çинчен илтетĕн.
— Çапла, сахал мар ун пекки. Ялта ĕç çук пирки упăшкисем аякри хуласене ĕçлеме каяççĕ. Килти хуçалăх хĕрарăм хулпуççийĕ çине тиенет. Пысăк ĕçе кил хуçи арăмĕсем ушкăнпа пурнăçлаççĕ: малтан — пĕринне, кайран — тепринне. Вĕçленĕ хыççăн «шăм-шака çемçетмелĕх» кĕрекене пухăнаççĕ. Майĕпен çакă йăлана кĕрсе каять. Сыпсан вара арçын та, хĕрарăм та йĕркерен тухать. Ясарлăх туйăмĕ вăйланать, хăшĕ-пĕри юттипе вырăн ăшăтма та именмест. Мĕн патне çитерет çакă? Паллах, çемьери тăнăçлăх çухаласси патне.
— Эппин, уйрăлакансен сăлтавĕсене тишкерсен те чи нумай процент — мăшăрсенчен пĕри /е иккĕшĕ те/ ĕçкĕпе иртĕхни-и е айккинелле чупни-и?
— Тĕрĕсех. Чылай чухне вара çак сăлтавсем иккĕшĕ те пулаççĕ. Килĕштерсе пĕрлешнĕ çемье тăрук уйрăлмастех паллах. Анчах, çакна та палăртам, халĕ çамрăксем пĕчĕк йăнăшшăн та каçарасшăн мар, аслăрах ăрурисемпе пĕр чĕлхе тупаймасан мирлешме хăйсем пĕрремĕш утăм тумаççĕ. Çирĕп, хăюллă ăру пулса çитĕнни аван-ха, анчах хăшпĕр чухне итлеме пĕлни — лайăхрах.
— Уйрăлакан нумаййи, чăнах та, çивĕч ыйту. Çапах пĕлес килет: хальхи вăхăтра çак шухăша сирсе çулĕсене юпленме паман мăшăрсем пур-и?
— Уйрăлма шухăш тытнисем, шел те, пирĕн пата суд йышăнăвĕ хыççăн кăна килеççĕ. Акă кăçалхи тăхăр уйăхра уйрăлнă 27 çемьерен 24-шĕ суд йышăнăвĕпе хут уйăрттарнă. Совет самани вăхăтĕнче райĕçтăвком çумĕнче мирлештерекен комисси пурччĕ. Унти çынсем тĕплĕ калаçса çемьене упраса хăварма ÿкĕте кĕртнĕ тĕслĕхсем пулнă.
Уйрăласси патне çитме парас мар тесе çамрăкрах çемьесемпе калаçу ирттеретпĕр. Чылай чухне ку ĕç çемье юбилярĕсене саламланă чухне пулса иртет. Асăннă тĕллевпе районти ял уявĕсене тăтăшах тухса çÿретпĕр, вырăнти тĕслĕх мăшăрсене чыслатпăр. Ырă сăмах, асăнмалăх парне çынсен кăмăлне çĕклетех. Акă 2016 çула районти чи аслă çемьесенчен пĕрне саламланипе пуçланăччĕ. Кăрлачăн малтанхи кунĕсенче Йăлкăш ялĕнче пурăнакан Алексей Трофимовичпа /нумаях пулмасть 100 çул тултарчĕ/ Зоя Лукинична Трофимовсене пĕрлешнĕренпе 70 çул çитнĕ ятпа чыслăн саламларăмăр. Шел, пĕр уйăх каялла кил хуçи мăшăрне ял-йыш юлашки çула ăсатрĕ. Пилĕк ачана тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем тунă вĕсем. Çавăн пек тĕслĕхсем çине таянса çамрăксене çемье хаклăхĕсене упрама чĕнсе калатпăр.
— Çулсем иртнĕ май сисĕмлĕх тени çирĕпленнĕ-тĕр: пĕрлешме килнисем çемьене çăмăлттай шухăшпа çавăрнине е çирĕп йышăнăва чунпа йышăнса тунине туятăр-и?
— Чылай чухне çакна чун сисет паллах. Хăшĕ-пĕри пепке кĕç-вĕç çуралас пирки мăшăрланаççĕ. Е тата ăнсăртран тĕл пулса вырăн çинче çывăхланма васкани ырă пулăмах мар. Ун пеккисем пĕрлешсен те часах уйрăлаççĕ. Шар кураканни — айăпсăр ача. Паллах, кирек кам та лайăх мăшăр çинчен ĕмĕтленет. Пурте телейлĕ пуласшăн. Анчах уншăн чи малтан хамăрăн тăрăшмалла-çке, çакна вара пурте пуçа илесшĕнех мар.
— Эсир мăшăрăрпа 40 çул каялла пĕрлешнĕ. Виçĕ ачана кун çути парнелесе ура çине тăратнă. 6 мăнукăршăн — юратнă кукамай. Пархатарлă çемье тĕслĕхĕ — хăвăрăнах.
— Çапла, вăхăт иртнине сисмерĕмĕр те — мăшăрпа Николай Григорьевичпа виçĕ хĕр çитĕнтерсе качча патăмăр. Тухăçра пурăнакан наци çыннисене качча каякан хĕрсене пĕрмай ятлаттăм — кĕçĕн хĕрĕм Наташа азербайджана качча кайрĕ. Айдын аслă ăру çыннисене çав тери хисеплет, мăшăрне, хăйсен икĕ хĕр пĕрчине чунтан юратать — кун пек кĕрĕве мĕншĕн хурлас? Мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлмест-ши — канмалли кунсенче яла килсен тутлă апатпа сăйлать пире. Вăл усă куракан ешĕл çимĕçе хамăрăн пахчара темиçе çул каялла акса çитĕнтерме тытăнтăмăр.
— Çемье обществăна йĕркере тытма пулăшнине никам та хирĕçлемĕ. Çапах та мĕн вăл сирĕншĕн — çемье?
— Анне мăшăрĕнчен ир тăлăха юлнă, эпĕ тăваттăмĕш класра чухне атте çĕре кĕчĕ. Тăватă ачине ура çине тăратма епле йывăр пулнине çитĕнсен тин ăнланнă эпир, ачисем. Çăкăра тăраниччен çисе курайман. Шкул хыççăн аппа йĕрĕпе Волгоград хулине тухса кайрăм. Ĕçлеме вырнаçрăм, икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Качча кайрăм. Икĕ уйăхран мăшăрăм Атăла путса вилчĕ. Хуняма çав тери лайăх хĕрарăмччĕ. Хăйсем патĕнчен тем пек ярасшăн пулмасан та чирпе нушаланакан аннене хĕрхенсе тăван яла таврăнтăм. Пурнăçа пĕччен ирттермелле мар тесе çывăх çыннăм пĕрмай калатчĕ. «Хĕрĕм, сăмса юхтаракан çын кăна пулсан та — мăшăр вăл мăшăрах. Кирек ăçта та хĕрарăм çинчен «çавăн арăмĕ» теççĕ», — ырă сунатчĕ вăл. Анне пилĕ пушă сăмах пулмарĕ — шăпа лайăх арçынпах, пурнăç çыннипех тĕл пултарчĕ.
Ирина ПУШКИНА калаçнă
Комментари хушас