«Несĕлсен ырă йăлине пăрахмарăм – аннене пĕччен хăвармарăм»

3 Чÿк, 2016

 

— Ферит Абдуллович, калăр-ха: Чăваш Енре тутар наци-культура автономийĕ хăçан йĕркеленнĕ?

— Общество организацийĕ 20 çул каяллах йĕркеленнĕ. Икĕ теçетке çул ертсе пыратăп ăна. Чăваш Республикинче 37 пин тутар пурăнать. Вĕсем пурте пирĕн организаци йышĕнче теме пулать. Автономи канашĕнче — 36 çын. Президиум йышĕнче — хастар та пуçаруллă ертÿçĕсем, предпринимательсем, учительсем, служащисем. Культура центрĕ Каçал тăрăхĕнчи Урмаелте вырнаçнă. Ку центр мĕн тума кирлĕ-ха? Чи малтан хамăр нацие пулăшма. Чăваш Республикинчи тутарсем начар пурăнмаççĕ. Чăвашсемпе, ирçесемпе, вырăссемпе тата Чăваш Енри ытти халăхпа килĕштеретпĕр. Историе аса илес тĕк, мишерсем Чăваш Ене Чулхула, Рязань облаçĕсенчен 16-17 ĕмĕрсенче патша службинче тăнă салтаксем пек куçса килнĕ. Пирĕн центр Чăваш Республикин ертÿлĕхĕпе халăхсен хутшăнăвĕсене йĕркелеме кирлĕ. Тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упрас тесе нумай мероприяти ирттеретпĕр. Клубсемпе, шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Пысăк уявсене те, çав шутра тĕнпе çыхăннисене те, центр пуçарăвĕпе йĕркелетпĕр. Сăмахран, Курбан-байрам, Рамазан. Мăсăльман юррисен «Арт-мадхия» фестивальне, ав, Чăваш Енре кăна ирттереççĕ. Сабантуя çулсеренех шавлăн та анлăн уявлатпăр. Фольклор праçникĕсем тăватпăр. Халăха туйсем ирттерме, ачана ят хунă йăласене йĕркелеме пулăшатпăр. 25 çул эпир тутар эстрада юррисен пĕтĕм тĕнчери «Урмай моны» /Урмаел кĕввисем/ фестивальне ирттертĕмĕр. Асăннă конкурс-фестиваль хăйĕн тĕллевĕсемпе тивĕçĕсене пурнăçларĕ те унпа хитрен кăна сывпуллашрăмăр. Паян чăваш тата тутар ялĕсенче эстрада юррисене пурте пĕлеççĕ, шăрантараççĕ. Ун вырăнне мĕн те пулин çĕнни шырама пикентĕмĕр. Чăвашсемпе тутарсен авалхи юрри-ташшине мĕншĕн аса илес мар? Вĕсене çамрăксене вĕрентсе хăвармалла-çке. Тĕрĕк тĕнчин йăла культурин «Урмай залида» фестивальне пуçартăмăр. Урмай — ял ячĕпе çыхăннă, залида — тутар ташшинчи иккĕн çаврăннă чухнехи хускану. Пурнăçра йăлтах çаврăнса пырать, авалхи, манăçни каялла çаврăнса çитет. Çĕнĕ çак фестивале пуçарнăранпа килес çул 5 çул пулать. Ăна эпир Урмаелпе Комсомольски салисенче те, Шупашкарпа Хусанта та ирттеретпĕр. Унта чăвашсем, тутарсем, пушкăртсем, якутсем, узбексемпе таджиксем, гагаузсем, азербайджансем, балкарсем, карачайсем, турккăсем хутшăнаççĕ. Çапла вара «Урмай залида» тĕрĕксен пысăк тĕнчипе çывăхлатать. Унта эпир ăсталăх сехечĕсем те ирттеретпĕр, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашатпăр. Манăçнă музыка инструменчĕсене каялла тавăратпăр.

— «Мишар» ансамбль пирки те пĕлес килет.

— Урмаелти культура центрĕ çумĕнчи «Мишар» ансамбле хăй вăхăтĕнче эпĕ пуçарнипе йĕркеленĕ. «Эсир пултарулăх ушкăнне епле майпа «Мишар» ят пама пултарнă?» — ун чухне çак ыйтăва ученăйсем пĕрре кăна мар хускатнăччĕ. Çав тапхăрта мишерсем пирки хăюллăнах калаçман, мишерсене иккĕмĕш сортлă тутарсем пек йышăннă. Паян вара ун пирки урăхларах шухăшлаççĕ. Хусан хули 1000 çул тултарнă чухне РФ Президенчĕ Владимир Путин саламлама килнĕччĕ. Владимир Владимирович салам сăмахне тутарла каланăччĕ. «Мĕнле калаçрăм эпĕ тутарла? Çынсем ăнланчĕç-ши?» — ыйтнăччĕ вăл Тутарстан Президентĕнчен. «Питĕ аван, тутар-мишерсем пекех вуларăр», — хуравларĕ ăна Минтимер Шаймиев. «Камсем вĕсем мишерсем?» — ыйтрĕ Владимир Владимирович. «Вĕсем — тутар халăхĕн хăйми», — пулчĕ хурав. Мишерсем хăйсен чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварнă. Паян ăна аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Çавăнпа эпир хамăр коллектива тĕрĕс ят панă. «Мишар» 30 çулта мишерсен чылай юрри-ташшине аса илсе куракан патне çитернĕ. Ăна ытти фольклор ушкăнĕнчен хăйнеевĕрлĕ пулнипе тÿрех уйăрса илме пулать. Авалхи юрăсене шăрантарнăран мишерсемпе этнографсем те кăсăкланаççĕ. Çамрăксем репертуар тĕпчеме ют çĕршывсенчен ятарласа килеççĕ. «Мишар» виçĕ ăру çыннине — ачасене, çамрăксене тата аслисене – пĕрлештерет. Кунта паян пурĕ 70 ытла çын çÿрет.

— Калăр-ха: Крым тутарĕсемпе çыхăну тытатăр-и?

— Крым тутарĕсем пирĕнтен чĕлхипе тата культурипе уйрăлса тăраççĕ. Çав вăхăтрах пире нумай пĕрпеклĕх çыхăнтарать. Пĕр тĕне ĕненетпĕр. Кăçал эпир Крымра икĕ хутчен пултăмăр. Пĕтĕм тĕнчери «Алтын Майдан Крым» /Крымри ылтăн тÿрем/ фестивале хутшăнтăмăр. Курорт поселокĕнче иртекен пысăк çак мероприятие Раççейри тĕрлĕ наци халăхĕ — 800 яхăн çын — пухăнать. Асăннă фестивальте эпĕ улттăмĕш çул жюри комиссийĕнче ĕçлетĕп. Пĕр çулхине жюри председателĕ пулма шаннăччĕ. Пĕлтĕр асăннă фестивале «Мишар» ансамбль кайнăччĕ, кăçал вара Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри «Биляр» фольклор ушкăнĕ, Комсомольски салинчи «Кубяночка» вокал ансамблĕ, Шупашкарти «Ялкын» тутар ансамблĕ хутшăннă. «Ăçта кăна пулман эпир, анчах çакăн пек хăватлă фестиваль хальччен курман», — тенĕччĕ унта хутшăннисем. Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара Симферопольти музыка театрĕнче тутар фольклор фестивалĕн гала-концерчĕ пулчĕ. Унта «Мишар» ансамбльпе /аслă ăрурисемпе/ кайрăмăр. Эпĕ — асăннă ушкăнăн продюсерĕ. Пире Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов 43 вырăнлă автобус парнеленĕ. Çавăнпа эпир Раççейри тĕрлĕ хулана çитсе хамăр пултарулăхпа савăнтарнă. Пĕлтĕр Кабарда-Балкарта, Чечняра пултăмăр. Пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашатпăр, çĕннине вĕренсе килетпĕр. Урмаелсем яланах çул çÿрессипе палăрнă. «Сирĕн халăх ăçта ĕçлет?» — ыйтать килен-каян яланах. Мишерсем ĕмĕр тăршшĕпех тĕрлĕ хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Кирек ăçта кайсан та ялах таврăнаççĕ. Ĕçлесе илнĕ укçине тăван яла аталантарма яраççĕ. «Аякка кайса унтах вырнаçасчĕ», — тесе шухăшламаççĕ вĕсем. Çамрăксем яла юлаççĕ — çакă пирĕн пуянлăх. Çакă пирĕн юнра. Пирĕн çамрăк мăшăрсем ялтах çурт лартса уйрăлса тухаççĕ. Чылай çемьере виçĕ ăру çынни килĕштерсе пурăнать. Манăн та хăй вăхăтĕнче ялтан кайма май пулнă. Хусана та ĕçлеме чĕннĕ. Анчах несĕлсен ырă йăлине пăрахмарăм, аннене пĕччен хăвараймарăм. Вăл пире пĕчченех ура çине тăратнă. Çитменнине, эпĕ çемьере пĕр ывăл кăна, ыттисем хĕрсем.

— Ферит Абдуллович, эсир Урмаел ял кунне уявлатăр-и?

— Пирĕн ун пек йăла çук. Вăйпа вара ăна пурнăçа кĕртейместĕн. Ун вырăнне эпир Сабантуя анлăн уявлатпăр. Ăна мишерсем çулталăкĕпех кĕтеççĕ. Вăл ял, урам, çемье, йăх праçникĕ те. Çав кун çынсем мечĕте каяççĕ, пĕр класра вĕреннисемпе тĕл пулаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, наци апачĕсемпе сăйланаççĕ. Ку ĕçре пире манăн сайт нумай пулăшать.

— Иккĕмĕш сыпăкри йăмăкăра чăваш йĕкĕтне качча пани пирки те пĕлес килет.

— 25 çул каялла Шăмăршăра пурăнакан Расиме Карапай Шăмăршă йĕкĕтне Валерăна качча тухнăччĕ. Мишер хĕрĕпе чăваш каччи пĕр-пĕрне кăмăлланăччĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ вĕсене пĕрлештересшĕн марччĕ. Юлашкинчен вĕсен кăмăлне çавăрнăччĕ ĕнтĕ. Хĕр килĕшме килсен хайхи тутар хĕрарăмĕсемпе чăваш инкисем ниепле те пĕр-пĕринпе калаçса каяймаççĕ. Ютшăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсен хушшинче пысăк хÿме тейĕн. «Кун пек ĕç тухмасть, Ферит, эсĕ клубра ĕçленĕ, атя пулăш», — терĕ аттен шăллĕ мана чĕнсе илсе. «Айтăр-ха, инкесем, черккĕрсене тултарăр», — терĕм. Вара «Тăпăртатса тăрать тур лаши» юрра юрласа ятăм. Ак хайхи, инкесем хускалса кайрĕç. «Ай-яй, Ферит чăвашла юрлать!» — тĕлĕнчĕç тутарсем. Çакна тăхлачăсем паянчченех аса илеççĕ. Мĕн тетĕр? Çирĕп çемье пулчĕ. Халĕ Расимепе Валера Мускавра пурăнаççĕ. Пĕр ывăл пăхса ÿстерчĕç. Радик тутарсене те, чăвашсене те хисеплет. Икĕ чĕлхине те аван пĕлет. Ашшĕпе амăшĕ хăйсен тĕнĕсенех пăхăнаççĕ, Радик вара хăш тĕне йышăнмаллине суйлать-ха. Эпĕ тĕрлĕ наци çынни пĕрлешнине сивлеместĕп, анчах тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем çемье çавăрнине хирĕç. Çемьере ача çуралсан ят хунă чухне хирĕçÿ сиксе тухма пултарать.

— Чăвашла ача чухнех вĕреннĕ-им эсир?

— Эпĕ ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн агронома вĕренме кайнăччĕ. Ушкăнра вырăс хĕрĕпе Нинăпа мансăр пуçне пурте чăвашчĕ. Вĕсем хăйсен хушшинче калаçатчĕç, эпир нимĕн те ăнланмастăмăр. «Кун пек епле пурăнмалла-ха?» — шухăшлаттăм ялан. Вара чăвашла вĕренес терĕм. Тепĕр икĕ уйăхранах чăвашла калаçма пуçларăм. Калаçу чĕлхине кашни кунах çĕнĕ сăмахсем кĕртсе пуянлатса пытăм. 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне чăваш юрри-ташшин ансамбльне йĕркелерĕм. Халĕ эпĕ чăвашла калаçма кăна мар, юрлама та, ташлама та пултаратăп.

— Агрономран ача-пăча искусствăсен шкулĕн директорне епле çитрĕр?

— Эпĕ техникума вĕренме кайнă чухне аттен пиччĕшĕ Минетулла Гибатдинов Урмаелте колхоз председателĕнче ĕçлетчĕ. Диплом илнĕ тĕле ун вырăнне урăххине лартрĕç. Вĕренсе пĕтерсен хамăн специальноçпа ĕçлеме вырăн пулмарĕ. Комсомольскинчи совхозра та йышăнмарĕç. Вара тăвансем мана ялти клуба вăхăтлăх вырнаçма сĕнчĕç. Аннепе калаçса килĕшсе Урмаелти культура çуртĕнче ĕçлеме пуçларăм. Вăл мана туртса кĕрсе кайрĕ. Унтанпа 36 çул хыçа юлчĕ. Астăватăп-ха: Урмаел клубĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Унтан шăпа мана район центрне илсе çитерчĕ. Район администрацийĕн культура пайĕн инспекторĕнче вăй хутăм. Ун чухне Комсомольски салине килмен тĕк — пурнăçра хамăн чăн вырăна тупаймастăм та пулĕ. Кĕçех искусствăсен шкулне лекрĕм. Унта паян чăвашсемпе тутарсем, вырăссем килĕштерсе ĕçлеççĕ.

— Республикăмăрта Халăхсен туслăхĕн çурчĕ кирли пирки юлашки вăхăтра нумай калаçаççĕ.

— Пирĕн туслăх «çурчĕ» пур, вăл — чăваш çĕрĕ. Анчах, шел те, чăн çурчĕ çук. Ку эпир начар пурăннине пĕлтермест-ха. Нумаях пулмасть ав Чăваш Республикинчи халăхсен ассоциацине туса хутăмăр. Вăл хут çинче кăна ан юлтăр тесен ятарлă база кирлех. Шупашкарти трактор тăвакансен культура керменĕ Халăхсен туслăхĕн çуртне йĕркелеме шăпах меллĕ. Туслăх çурчĕ пулсан эпир, тĕрлĕ халăх, Чăваш Енре пурăнма хăтлă пулнине сăмахпа кăна мар, ĕçпе те кăтартăттăмăр.

— Культурăсăр пуçне тата мĕнпе кăсăкланатăр?

— Енчен те çын ялта пурăнать тĕк – чун киленĕçĕсĕр май çук. Эпĕ строительте те, комбайнерта та ĕçленĕ. Килти ĕçсене йăлтах тăватăп. Тутар наци апатне хатĕрлетĕп. Плов янтăлама кăмăллатăп. Кирлех тĕк – япала та çăватăп. Эпир аттесĕр ÿснĕ — нимĕнле ĕçе те тиркемен. Хăй вăхăтĕнче пирĕн ялта йăла пурччĕ: арçынсен, арçын ачасен шыв ăсма кайма юрамастчĕ. Хĕрарăмсем кăна çÿренĕ. Манăн анне вара ялан ĕçреччĕ. Эпĕ шыв ăсма та кайнă, урай та çунă, апат та пĕçернĕ. Паянчченех нимĕнле ĕçе те тиркеместĕп.

— Ферит Абдуллович, пысăк тав интереслĕ калаçушăн! Сире Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕпе саламлатăп! Ĕçре тата та пысăкрах çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп!

Роза ВЛАСОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.