Мускав çулĕ такăр мар
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин 2004 çулта "Раççейĕн çар мухтавĕн кунĕсем çинчен" саккуна алă пусса çав куна палăртмашкăн çирĕплетнĕ чухне XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче ют патшалăхсен куçĕнчен пăхса пурăнма килĕшмен вăйсем чăмăртанса Польшăпа Швеци оккупанчĕсене çĕршывран хăваласа кăларнă тапхăра тĕпе хывнă. Патшалăх никĕсне тĕп тума килнĕскерсене хуптĕрлеме тĕрлĕ халăх çыннисем хутшăннă. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн наукăн кĕçĕн сотрудникĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Дмитрий Викторович БАСМАНЦЕВ хуравлать.