Йышăну кунне пĕтĕмлетнĕ

6 Раштав, 2014

Йышăну кунне пĕтĕмлетнĕ

«Пирĕн тĕллев - çынсен çивĕч ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси, - терĕ Н.Николаев. - Ĕçĕн тĕп йĕрки çавнашкал: кашни çырăва тĕплĕн пăхса тухмалла, кашни çынпа калаçмалла».

Республикăри 283 вырăнта 781 çынпа, вăл шутра парти председателĕн общество йышăнăвĕн пÿлĕмĕнче 58-шĕпе тĕл пулнă. Вĕсен ыйтăвĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхпа, социаллă пулăшу кÿрессипе, пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă.

Асăннă пÿлĕмре республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене РФ Федераци Канашĕн членĕ Г.Г.Николаева, Патшалăх Думин депутачĕ Р.К.Тихонов, Патшалăх Канашĕн председателĕ Ю.А.Попов, Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Н.В.Малов, Шупашкар депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ, партин тĕп хулари уйрăмĕн секретарĕ Л.И.Черкесов хуравланă.

Пÿлĕмсен ĕçне Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче, Канашпа Çĕмĕрле хулисенче лайăх йĕркеленĕ. Çынсен 247 ыйтăвне /31,6%/ татса панă. Ыттине тишкереççĕ, пăхса тухса хурав парĕç.

Владимир Кушнеров урине çывăх вăхăтра операци тăвас ыйтупа Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Николаев патне пынă. Ăна операци пĕрремĕш хут кăçалхи июль уйăхĕнче тунă. Килес çулхи августра тепĕр урине операци тутарма черете тăратнă. Сывлăхĕ начарланнăран хăйне федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче çак уйăхрах йышăнма ыйтнă. Ăна 2015 çулхи январьте операци тутармаллисен списокне кĕртнĕ.

Нумай хутлă çуртра пурăнакансен комитечĕн председателĕ Людмила Сергеева хула пуçлăхĕпе Л.И.Черкесовпа тĕл пулсан Шупашкарти Ашмарин урамĕнче ача-пăча лапамĕ йĕркелес ыйтăва çĕкленĕ. Ăна та çийĕнчех татса панă. Асăннă урамран картишне кĕрсен ачасем валли ятарласа лаптăк уйăрса хăтлăлатассине муниципалитетăн «Шупашкарăн пурăнмалли çурт-йĕрĕпе коммуналлă хуçалăхне тата пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине аталантарасси» программин «Хăтлăх» çумпрограммине кĕртессине пĕлтернĕ.

 

Александра БОЧКАРЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.