Кашни самант хаклă
3 Ноября, 2016 | Хыпар | Сывлăх | Сывлăх

Тĕнчере çуллен инсульта пула 6 миллион çын инкеке лекет, пирĕн çĕршывра — 0,5 миллион, урăхла каласан кашни 1,5 минутра Раççейре пурăнакансенчен пĕри унăн серепине çакланать. Чирленисен 10 проценчĕ кăна яланхи пурнăç йĕркине таврăнать, 80 проценчĕ, шел те, тĕрлĕ ушкăн инваличĕ пулса юлать.

Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли куна халалласа юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли брифинг иртрĕ. Ыйтусене асăннă ведомствăн халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелекен пай пуçлăхĕ Евгения Гурьянова тата министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕ Вера Иванова невролог хуравларĕç. Сăмах май, Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли куна çулленех юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче палăртаççĕ, унăн тĕллевĕ — чирпе пуçаруллă кĕрешесси.

Чăваш Ен — Раççейре инсультпа чирлекенсене пулăшупа тивĕçтермелли программăна чи малтан вăй илтернĕ регионсенчен пĕри. Пациентсене сиплемешкĕн юн тымарĕсен центрĕсен ĕçне «1х5» схемăпа йĕркеленĕ: регионти центртан тата территорисенчи центрсен никĕсĕ çинче йĕркеленĕ пуçламăш пилĕк уйрăмран тăракан тытăм пуç миминчи юн çаврăнăшĕ сасартăк пăсăлнă пациентсен 98 процентне госпитализацилеме пултарать. Центрсем пĕр-пĕринпе онлайн мелĕпе çыхăннă май пуçламăш уйрăмсенчи специалистсем Юн тымарĕсен центрĕн врачĕсенчен талăкĕпех консультаци илееççĕ. Программа ĕçленĕ тапхăрта асăннă учрежденисенче 35 пине яхăн пациента сипленĕ.

Инсульт çапса антарнă çынна пулăшупа тивĕçтермелли пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри — реабилитаци. Ăна вăхăтра пани пациентăн малашнехи пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатать, сусăр юлассине сирет тата ăна сыввисен йышне тавăрас шанчăка ÿстерет. Республикăра реабилитацин виçĕ тапхăрлă модельне ĕçе кĕртнĕ: кашнинчех реабилитацин мультидисциплинарлă бригадисене /вĕсен йышĕнче — невролог, логопед, сиплев физкультурин специалисчĕ, йĕппе сиплекен рефлексотерапевт, психолог, массажист/ йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăр юн тымарĕсен уйрăмĕнче пуçланать, ун хыççăн пациента /иккĕмĕш тапхăр/ «Хулари 1-мĕш клиника больници» БУ йышăнать, виççĕмĕш тапхăрта Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш больница никĕсĕ çинче йĕркеленĕ амбулатори реабилитацийĕн центрĕнче тата хăйсем пурăнакан вырăнти поликлиникăсенче сиплеççĕ.

«Инсульт тÿссе ирттернĕ пациентсене çирĕм çул каялла хускалмасăр выртма сĕннĕ пулсан, паян тухтăрсем вĕсене канăç памаççĕ, — пĕлтерчĕ Вера Владимировна. — Ура çине маларах тăратаççĕ, ÿт шăтса юхассинчен асăрхаттараççĕ. Хальхи вăхăтра чирлисене реабилитацилемешкĕн тăванĕсене пуçаруллă хутшăнтараççĕ, васкавлă пулăшу уйрăмĕнчех специалистсем вĕсене килте пулăшмашкăн вĕрентеççĕ». Тĕп невролог палăртнă тăрăх — инсульт пулнă çын патне «03» службăна вăхăтра чĕнсе илменни йывăрлăха кĕртсе ÿкерет.

Пуç миминчи юн çаврăнăшĕ сасартăк пăсăлнипе чирлекенсене пулăшу памалли программăна республикăра ăнăçлă пурнăçланă май инсульта пула вилекенсен йышне 33,4 процент чакарнă тата инкеке лекнĕ хыççăн хăйсене пăхса пурăнма пултаракансен хисепне 70 процента çитернĕ.

Инсульт хăй тĕллĕн пулакан чир мар, вăл — шала кайнă тепĕр амак юлашки. Çавна май пирĕнтен кашнинех асăрхануллă пулмаллине асра тытмалла. Чир сăлтавĕсен шутĕнче: инсульт тÿссе ирттернисен 90 проценчĕн тĕл пулакан артери гипертонийĕ, чĕре таппи пăсăлни, сахăр диабечĕ, самăрлăх, гиподинамика, эрехпе иртĕхни, пирус туртни, çамрăк хĕрарăмсен — контрацепци препарачĕсемпе усă курни. Хамăртан килмен сăлтавсем те пур: арлăх, ÿсĕм тата ăруран ăрăва куçаслăх.

Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли куна халалласа республикăри медицина учрежденийĕсенче профилактика мероприятийĕсем иртрĕç. Кăмăл тăвакансем скрининг-диагностикăра тÿлевсĕр пулчĕç, ăна профилактикăлама тата диагностикăлама вĕрентекен информаци материалĕсене тивĕçрĕç, видеороликсем пăхрĕç тата лекцисем итлерĕç.

Вера Иванова невролог ертсе пынипе хула çыннисем Пĕтĕм тĕнчери инсультпа кĕрешмелли кун Шупашкар заливĕ хĕрринче тухтăрпа уçăлса çÿрерĕç.

Кĕске справка:

Инсультăн малтанхи палăрăмĕсем: пуç сасартăк çаврăнса каять е хальчченхинчен хытăрах ыратма тытăнать, çын курми пулать е астăвăмне çухатать, чĕлхе çыхăнать /пач калаçмасан та пултарать/, кĕлеткен пĕр енчи алă-ура пĕлми пулать. Çакăн пеккине асăрхасанах васкавлă медпулăшăва чĕнсе илмелле: пуç мимине çăлса хăвармашкăн тата вилĕме сирмешкĕн е йывăр сусăрланассинчен хăтармашкăн вăхăтăн кашни саманчĕ хаклă, тухтăрсем ахальтен мар ăна «ылтăн сехет» теççĕ. Çав тапхăрта ăна ятарлă пулăшу пани — тромболизпа тивĕçтерни е нейрохирурги операцийĕ туни — уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.