Archive - 2015 - Хыпар

март 31st

31 Пуш, 2015

Паянах килсемĕр!

Çак усал хыпара мартăн 20-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кушăкран телефонпа /56-08-62/ «Хыпара» шăнкăравласа пĕлтеретĕп: «Молочный двор» общество çынни: «Сирĕн ялти килти хуçалăхсенчен пуçтаракан сĕтĕн сутлăх хакне мартăн 27-мĕшĕнчен 15 тенкĕ /кашни литршăн/ хăваратпăр», - терĕ. Вăл ООО пирĕн сĕт çăралăхне, унти çупа белок шайне, ытти кăтартăва тĕпе хурса мар, килти хуçалăхсене сахалрах тÿлессишĕн, хăй тупăш ытларах илессишĕн хака çулталăк пуçланнăранпах пĕчĕклетсе пырать.

31 Пуш, 2015

Çĕнĕ ĕмĕрти театр. Мĕнле пулмалла вăл?

Чăвашра театра çÿреме юратнине çак кăтартусем аван çирĕплетеççĕ: 2012 çулта патшалăх театрĕсене 360783 çын çитсе курнă пулсан, 2014 çулта - 375066 çын. Вĕсенче мероприятисем ирттересси те сисĕнмеллех ÿссе пырать: иртнĕ çул, 2012 çулпа танлаштарсан, 161 спектакль ытларах кăтартнă. Репертуар пирки çакна каламалла: çулленех сцена çине 20 ытла çĕнĕ спектакль тухать.

31 Пуш, 2015

Çĕнтерÿçĕсене чысларĕç

Юлашки вăхăтра çине-çинех спектакль пăхма тÿр килчĕ. Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» республика конкурсĕн жюри членĕ пулнă май унта тăратнă ĕçсемпе паллашрăм. Пĕр пытармасăр калатăп: хушма ĕç мана пĕрре те «йывăра» килмерĕ. Пачах урăхла, театр кунçулĕ, унăн пархатарлă ĕçĕ тата çывăхланчĕ, артистсем тăвакан асамлă тĕнче ытларах та ытларах тыткăнларĕ.

31 Пуш, 2015

Çуллен пушарпа кĕрешетпĕр

"Хыпар" ыйтăвĕсене "Сăрçи" заповедник /управлăх/ директорĕ Евгений Витальевич ОСМЕЛКИН хуравлать.

- Шкул тулашĕнчи ĕçсен "Эткер" центрĕнче ачасене чĕрчун тĕнчипе паллаштаракан музей пурччĕ. Вĕсене нумай çул усă пачĕ. ЧР Вĕренÿ министерстви иртнĕ çул ăна хупма йышăннине "Хыпар" пĕлтернĕччĕ. "Эткер" çуртĕнчех хăварма май килчĕ-и?

31 Пуш, 2015

Căваплă таймапуç

Николай Степанович Дедушкин 1995 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче, пĕтĕм халăх Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илес те пурнăçа çĕнĕ хавалпа, çĕнĕ тĕллевпе малалла ăнтарас тесе тăнă чух вилсе кайрĕ.

31 Пуш, 2015

Чăваш ялне Питĕрпе улăштарман

Хамăр хаçатра эпир вăрçă вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе Чăваш Ене килсе çитнĕ ачасен пĕр ушкăнĕ çинчен çырса кăтартнăччĕ. Ишекри ача çуртĕнче пурăннăскерсен хушшинче Анатолий Ефимов та пулни, ăна пĕр хĕрарăм усрава илни çинчен те аса илнĕччĕ статьяра. Анатолий Васильевичăн шăпи еплерех килсе тухни çинчен пĕлес шухăшпа çула тухрăм та вăл пурăнакан яла - Шупашкар районĕнчи Вăрăмту тăрăхне.

31 Пуш, 2015

«Эс - Ленинград, эп - Сталинград»

«Хаклă Зина! Паян, ик-виç яла нимĕçсенчен хăтарнă хыççăн, мана çителĕклĕ таранах канăç тупма тÿр килчĕ. Ак, пăхса ларатăп пĕр пĕчĕк пÿртрен урамалла. Ман умра аскăн çулăмпа хуралса кăмрăкланнă пысăк мар ял лаптăкĕ сарăлса выртать. Таврара никам та çук. Аташса юлнă чăх-чĕп таврашĕ те курăнмасть. Вĕсем тахçанах нимĕçсен ĕмĕтсĕр çăварне кĕрсе пĕтнĕ ĕнтĕ. Эпир ирĕке кăларнă ялта пĕр вăйпитти çынна та кураймарăмăр: пĕтĕмпех ватă-вĕтĕпе ачаллă мĕскĕн хĕрарăмсем кăна юлнă. Мунча пек тăвăр хÿтлĕхсемпе землянкăсенче вăхăтлăха майлаштарса тунă вучахсем умĕнче шăппăн кăна пăшăлтатса лараççĕ вĕсем.

31 Пуш, 2015

«Хура вилĕм» командирĕ

Мирон Ефимович Ефимов 1915 çулхи августăн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Самушкă ялĕнче çуралнă. 1936 çулта çара кайнă. Летчик тинĕс авиацийĕнче службăра тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Хура тинĕс флочĕн тытăмĕнче çапăçнă. Крыма тата Кавказа хÿтĕленĕ.

Pages