Паянах килсемĕр!

31 Пуш, 2015

Çак усал хыпара мартăн 20-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кушăкран телефонпа /56-08-62/ «Хыпара» шăнкăравласа пĕлтеретĕп: «Молочный двор» общество çынни: «Сирĕн ялти килти хуçалăхсенчен пуçтаракан сĕтĕн сутлăх хакне мартăн 27-мĕшĕнчен 15 тенкĕ /кашни литршăн/ хăваратпăр», - терĕ. Вăл ООО пирĕн сĕт çăралăхне, унти çупа белок шайне, ытти кăтартăва тĕпе хурса мар, килти хуçалăхсене сахалрах тÿлессишĕн, хăй тупăш ытларах илессишĕн хака çулталăк пуçланнăранпах пĕчĕклетсе пырать.

Канаш районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцирен эпир сутакан сĕт пахалăхне çак кунсенчех тĕрĕслесе документпа çирĕплетме ыйтатпăр. Вăл продукци пухакана кăтартма, хамăр тĕрĕслĕхе хÿтĕлеме кирлĕ. Çавăн пекех ветстанцирен куллен сĕт паракан Светлана Павлова, Елизавета Никифорова, Валентина Митрофанова, Любовь Александрова ячĕпе ыйтатăп.

Иван ИВАНОВ,

ĕç ветеранĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.