Килти хуçалăх

18 Кăрлач, 2017

Татьяна патне Израильтен, Италирен килеççĕ...

Татьяна Кобзева Мускав хулинче çуралса ÿснĕ, унтах аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухса математика учителĕн дипломне илнĕ. Анчах пурнăç çулĕ Мускав хĕрачине Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялне илсе çитернĕ. Ку ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăрса пĕр хушă Шупашкарта пурăннă хыççăн çамрăксем Çĕнĕ Ачча ялне пурăнмаллах куçса килнĕ. Володя, ашшĕне кура, мĕн ачаран каскалама-ăсталама юратнă.

24 Авăн, 2015

Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче

Ĕне туянас тетĕп. Ĕне сĕтлине мĕнле паллăсемпе пĕлме пулать, мĕнле ăратлине туянсан лайăхрах-ши?

Людмила ПРОКОПЬЕВА.

Муркаш районĕ.

Ялхуçалăхне пĕлмен çыншăн ĕне - сĕт паракан выльăх çеç. Ĕне ăрачĕ-мĕнĕ питех кăсăклантармасть тейĕпĕр. Ял çыннишĕн ĕне - чи кирлĕ чĕрчун. Унăн пахалăхĕ - тĕп ыйтусенчен пĕри.

Ĕне ăрачĕ йышлă. Сĕтлĕх, какайлăх, сĕтлĕх-какайлăх тĕлĕшпе ĕрчетекеннисем пур. Ку статьяра сĕтлĕх ĕне ăрачĕсем пирки сăмах пуçарăпăр.

27 Çурла, 2015

Нÿхреп хатĕрлетпĕр

Пăхса ÿстернĕ çĕрулмипе тымар çимĕçсене упрама часах нÿхрепе хумалла. Вĕсем хĕлле лайăх упранччăр тесен ăна лайăх хатĕрлемелле. Кашни çул пуçтарса илнĕ çĕнĕ продукцине хурас умĕн салатса пухмалли пÿлмесене тата çÿлĕксене, вырăнтан вырăна куçармалли щитсене нÿхрепрен илсе тухса, хĕвел çинче типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла. Унтан вĕсене кальци е каустика содипе çуса тасатмалла. Тимĕр çÿлĕксене тата йывăç çÿлĕксене çирĕплетнĕ тимĕр хатĕрсене тутăхасран çуллă сăрăпа витмелле. Нÿхрепе тăпраран, çÿп-çапран тата çĕрекен çимĕçрен тасатмалла, лайăх типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла.

23 Утă, 2015

Выльăх пăхни - ĕçе кайнипе танах

Патăрьел районĕнчи Сителте 186 кил, вĕсенчен 30-шĕ пушă. Пысăках мар ялта выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Икĕ кĕтÿ, Çÿлти тата Аялти кассен, çÿрет. Пĕринче - 65, тепринче 47 пуç ĕне. Реймовсем кĕтĕве харăсах 4 ĕне хăваласа кăлараççĕ.

22 Утă, 2015

Елчĕк енре паха сĕтшĕн хушса тÿлеççĕ. Тинех!

Сулахайран: ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, Сергей Фролов ертсе пыракан ветврач, вырăнти ветуйрăм заведующийĕ Раиса Ефимова тата чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Николаева паха сĕт сутнăшăн укçа ытларах илме пуçланă Надежда Головинана саламлаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июлĕн 1-мĕшĕнчен килти хуçалăхсене вĕсем сутакан сĕт пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме хушрĕ. Елчĕк районĕпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци тĕллеве мĕнле пурнăçлаççĕ?

Продукци пуçтаракан организаци Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Головинсен килти хуçалăхне сĕтĕн çу хисепĕ 3,4% ытларах пулнине тĕпе хурса кашни литршăн 1 тенкĕ ытларах тÿлеме тытăннă. Çакна мăшăрĕпе Борис Петровичпа 7 ĕне усракан Надежда Михайловна Головина çирĕплетрĕ.

Pages