Комментари хушас

24 Авăн, 2015

Ĕне сĕчĕ - чĕлхи çинче

Ĕне туянас тетĕп. Ĕне сĕтлине мĕнле паллăсемпе пĕлме пулать, мĕнле ăратлине туянсан лайăхрах-ши?

Людмила ПРОКОПЬЕВА.

Муркаш районĕ.

Ялхуçалăхне пĕлмен çыншăн ĕне - сĕт паракан выльăх çеç. Ĕне ăрачĕ-мĕнĕ питех кăсăклантармасть тейĕпĕр. Ял çыннишĕн ĕне - чи кирлĕ чĕрчун. Унăн пахалăхĕ - тĕп ыйтусенчен пĕри.

Ĕне ăрачĕ йышлă. Сĕтлĕх, какайлăх, сĕтлĕх-какайлăх тĕлĕшпе ĕрчетекеннисем пур. Ку статьяра сĕтлĕх ĕне ăрачĕсем пирки сăмах пуçарăпăр.

Нумай çул ĕне тытакан çын сĕтлĕ ĕнен паллисене ăнкаратех ĕнтĕ. Пирĕн тăрăхра усракан ĕнесем шăпах сĕтлĕх ăратлисем темелле. Паллах, таса ăратлисене туянас пулсассăн ятарлă фермăсемпе çыхăнмалла. Унта сĕт ăрачĕллĕ выльăх туянма май пур. Сĕтлĕ тени те кашниншĕн тĕрлĕрен. Пĕриншĕн кунне 16 литр сĕт паракан ĕне лайăх пулсан, теприне кунне 25 литр сĕт суни те тивĕçтермест.

Сĕтлĕ ăратлă ĕнесен пĕтĕмĕшле палли: вăрăм кĕлеткеллĕ, самăр мар, урисем вăрăм, кĕлеткен хыçалти пайĕ сарлака, çилли пысăк, хырăмĕ пичке евĕрлĕ, аяк пĕрчисем палăрса тăраççĕ, пуçĕ тăрăхла, пысăках мар, мăйракисем çинçе, хÿри вăрăм, хырăм айĕнче çилĕ патне пыракан юн тымарĕсем хăмпăланса тăраççĕ, тирне алăпа пĕрсен лайăх пуçтарăнать.

Сĕтлĕ ĕнен çилли пысăк - ванна е тирĕк евĕрлĕ, унти юн тымарĕсем лайăх аталаннă. Сунă хыççăн çилĕ пушанса самаях пĕчĕкленет, çемçелет, кайри пайĕ хутламланать. Сĕтсĕр ĕнен çилли сунă хыççăн питех пĕчĕкленмест.

Туяннă чухне ĕне миçе çултине те пĕлмелле. Ватă ĕнен сĕт антараслăхĕ чакать. Ĕне миçе çултине мăйракари ункăсем кăтартаççĕ. Çав ункăсем çумне 2-3 çул хушмалла.

Туяннă хыççăнах ĕне сĕт унчченхи чухлех параймасть. Ăна çĕнĕ вырăна, хуçана, апата хăнăхма пĕр-икĕ эрне çителĕклĕ. Енчен икĕ эрнерен те сире шантарнă ĕне сĕт сахал парать-тăк выльăха каялла тавăрса пама пулать. Туяннă чухне хутпа çырса ятарлă килĕшÿ тумалла /сăмах вĕççĕн çеç мар/. Çыхăну мелĕ лайăх аталаннă халĕ, çавăнпа сутуçăпа малашне çыхăнасси чăрмавлă пулмĕ.

«Ĕне сĕчĕ - чĕлхе çинче» текен каларăш ахальтен çуралман. Сĕт лайăх илес тесен ĕнене тĕрĕс пăхмаллине те манмалла мар. Вăхăтра апатлантармалла, çителĕклĕ шыв ĕçтермелле, нÿрĕк апатпа типĕ апат виçи шайлашуллă пулмалла. Сăвăмăн 70: хуçа аллинчен килет. Тепĕр 30: - ĕне сĕтлĕ йăхран пулнинчен.

Пирĕн çĕршывра голштински, ярославски, холмогорски, хĕрлĕ, ула - шурă-хура /черно-пестрая/ сĕтлĕ ăратсем пур.

Холмогорски ăратлă ĕне Раççейри ятарласа кăларнă сĕтлĕ ăратсенчен чи малтанхи. Çак ĕнесем сивве чăтăмлă, питех чирлемеççĕ. Лайăх пăхсассăн çулталăкне 5000 литр сĕт пама пултараççĕ. Вăл ула: шурă çинче пысăк хура лаптăксем.

Голштински ăрата Çурçĕр Америкăра кăларнă. Ку ĕнесем пысăк, пăрăвĕсем хăвăрт ÿсеççĕ. Сĕт çуллăхĕ - 3,8-3,9:. Çак ăрат çулталăкне 7000 литр сĕт пама пултарать. Ула. Шурă çинче хура лаптăксем.

Хура-ула ăрат. Ку çамрăк ăрат. Ăна голланди ăратне хамăр тăрăхри ăратсемпе хутăштарса кăларнă. Хура кĕлеткеллĕ, шурă лаптăксем пур. Пирĕн тăрăхра лайăх сĕт парать: çулталăкне 5000 литр.

Хĕрлĕ красная степная. 70-80-мĕш çулсенче пирĕн тăрăхра шăпах хĕрлĕ ĕнесем нумайччĕ. Колхоз фермисенче те хĕрлĕ ĕне ытларахчĕ. Каярах шăпах хура-ула ĕнесем хĕрлисене хĕссе кăларчĕç. Хĕрлĕ ĕнесен сĕт антараслăхĕ 4500 литр. Вĕсем йăлтах хĕрлĕ е хĕрлĕ-шурă лаптăклă. Пысăках мар. Пирĕн тăрăхра лайăх туяççĕ, чир-чĕре парăнмаççĕ.

Ярославски ăрат. Кĕлеткин ытларах пайĕ - хура. Шурă лаптăксемлĕ. Шурă-хĕрлĕ тĕслисем те пур. Ярославски ăрат пирĕн тăрăхшăн питĕ ăнăçлă темелле. Вăл пысăках мар. Çулталăкне 6000 литр сĕт парать.

Сăвăма пысăклатмалли мелсем. Пăруланă хыççăн пăрушне амăшĕнчен тÿрех уйăрмалла мар. Пĕр эрне пĕрлех тăратмалла. Кунне 3 хутчен сумалла, сунă хыççăн пăру амăш чĕччине ĕмсе сĕт антарассине вăйлатать. Эрне иртсен амăшĕнчен пăрăва уйăрмалла, анчах та вĕсене пĕр-пĕрне курмалла тăратмалла. Ĕнене суса илнĕ хыççăн пăрăва амăш патне ярса ĕмĕртмелле. Пĕр уйăх ытла çак йĕркепе пурăнтармалла. Меслет сĕт пахалăхне ÿстерме те пулăшать.

Килти пăрушкаран сĕтлĕх ĕне çитĕнтерес тесессĕн те пăрăва вăрах вăхăт амăшĕ сĕчĕпе усрамалла. Пăрушкана çав вăхăтрах тĕрлĕ апата хăнăхтармалла. Апат паха пулмалла. Пăру сывă тата йĕркеллĕ ÿссен унăн çилли те лайăх аталанать. Сĕт валли çитĕнтерекен пăрăва çулталăк çурăсăр чуптармалла мар. Сĕт çулĕ аталанма вăхăт кирлĕ. Çамрăк ĕнен сĕтлĕхĕ виççĕмĕш пăру хыççăн çеç йăлтах уçăлса çитет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.