Выльăх пăхни - ĕçе кайнипе танах

23 Утă, 2015

Патăрьел районĕнчи Сителте 186 кил, вĕсенчен 30-шĕ пушă. Пысăках мар ялта выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Икĕ кĕтÿ, Çÿлти тата Аялти кассен, çÿрет. Пĕринче - 65, тепринче 47 пуç ĕне. Реймовсем кĕтĕве харăсах 4 ĕне хăваласа кăлараççĕ. Кунсăр пуçне вĕсен вăкăрсемпе пăрусем пур, сысна, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ. Тĕрĕссипе, ку çемьере яланах картиш тулли пулнă вĕсем. Нумай выльăх усрани мĕн парать? Çак ыйтăва пĕлес тесе Реймовсен патне çитрĕмĕр. Вĕсен хапхи тутарсенни евĕр, чĕнтĕрлĕ, хитре. Килĕ-çурчĕ капмар та хăтлă. Выльăх йышлă пулин те кил картишĕ тап-таса. Куншăн Зоя аппа мухтава тивĕçлĕ. 79-ти кинемей кĕтÿ янă хыççăн ирсерен алла шăпăр тытать. Вăл та ывăлĕпе кинне пулăшмашкăн ир-ирех вăранать. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.