Татьяна патне Израильтен, Италирен килеççĕ...

Татьяна Кобзева Мускав хулинче çуралса ÿснĕ, унтах аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухса математика учителĕн дипломне илнĕ. Анчах пурнăç çулĕ Мускав хĕрачине Канаш районĕнчи Çĕнĕ Ачча ялне илсе çитернĕ. Ку ял каччипе пĕрлешсе çемье çавăрса пĕр хушă Шупашкарта пурăннă хыççăн çамрăксем Çĕнĕ Ачча ялне пурăнмаллах куçса килнĕ. Володя, ашшĕне кура, мĕн ачаран каскалама-ăсталама юратнă.

Ку ĕçе çитĕнсе çитсен те алран яман. Шупашкартан куçса килсен ялта столяр цехĕ уçнă. Ялти ăста патне тĕрлĕрен япала туса пама ял-йыш кăна мар, çывăх ялсенчен те халăх йышлăн çÿренĕ.

Таня вара, мĕн ачаранпах тĕрлĕ чĕрчуна юратса ÿснĕскер, йытă усрас кăмăлпа пурăннă. Килте пĕр-икĕ йытă усранипе çырлахса ларман вăл, Çĕнĕ Ачча ялĕнче питомник уçнă. Çĕршыври паллă заводчиксенчен, сăмахран, Хусанта пурăнакан Тимур Хабибулинран, «туркмен алабайĕ» ăратлă йытă çурисем туянса вĕсене хăйĕн питомникĕнче ĕрчетме тытăннă.

«Ятарлă пĕлÿ илмесĕр ĕç ăнĕ-ши? Малтанхи утăмсенчех путланса лармĕ-ши?» — çапла шухăша путса çамрăк хĕрарăм Мускавра Раççейри кинологсен федерацийĕ йĕркеленĕ курсра çулталăк вĕренсе диплом илет. Çав федерацирех хăй йĕркеленĕ питомнике регистрацилет. Халĕ Интернетра «Ачакасы» питомникăн сайт та, форум та пур.

Специальноç илнĕ хĕрарăм хăйĕн пĕтĕм пултарулăхне, вĕренсе илнĕ пĕлĕвне юратнă ĕçне парать. «Упăшка хăй ĕçĕпе интересленнĕ, — тет Татьяна Владимировна, — эпĕ — хамăннипе». Анчах çемьене икĕ çул каялла пысăк инкек килсе çапнă: чылай вăхăт хушши чирлесе выртнă хыççăн 52 çула çитнĕ Владимир Николаевич çĕре кĕнĕ. Çухатăва чăтма йывăр пулсан та, хĕрарăм çухалса кайман, аллине усман.

Халĕ Татьяна Кобзева питомникĕнче 70 алабай. Мĕнле йытă-ха вăл, туркмен алабайĕ? Урăхла çак йытта Вăтам Ази овчарки, туркмен алабайĕ-волкодав теççĕ. Пăру пек пысăк йытă Вăтам Азире сурăх кĕтĕвĕсене кашкăр тапăнасран, усал шухăшлă çынсенчен сыхлать. Нумаях пулмасть Татьяна Владимировна патне йытă туянас ыйтупа Чăваш Республикинчи ШĔМ сотрудникĕсем килсе кайнă. Сăмах май, право йĕркине хÿтĕлекенсемпе тачă çыхăну тытать йытăсем усракан.

— Татьяна Владимировна, эсир черчен те хÿхĕм хĕрарăм, мĕншĕн-ха мопс е пудель мар, кашкăр пек пысăк та усал йытăсене ĕрчететĕр? — ыйтрăм унран.

— Алабай ăратĕнче чĕрчун илемĕ те, хăвачĕ те чăмăртаннă — çавăнпа килĕшет те мана çак ăрат. Ăратлă йытă ĕрчетесси çăмăл ĕç мар. Малтан çамрăк çурасенчен чи пахисене суйласа илмелле. Вĕсем анчах малалла ĕрчетме «юрăхлă». Юлнисене эпĕ валеçсе паратăп.

Эпĕ Çĕнĕ Аччара пулнă кун Татьяна Владимировна икĕ алабай çурине Францие ăсатма хатĕрлетчĕ. Вĕсене илме Мускавран машинăпа килеççĕ, тĕп хуларан йытă çурисене Францие самолетпа илсе каяççĕ. Сăмах май каласан, Çĕнĕ Аччари питомникре ÿснĕ йытăсене туянма Израильтен, Италирен, Болгарирен килеççĕ.

Татьяна Кобзева «Зааненская» ăратлă качака та усрать. 14 таранах вĕсем унăн. Качака сĕчĕ йытă çурисемшĕн питĕ усăллă-мĕн. Сĕтне ăратлă çак выльăх кунне 7 литр таранах антарать. Ялти чылай ватă Татьяна Владимировнăран путек туянса качака ÿстерет. Кăçал пăранламалли путексене туянма та малтанах черете çырăнса хунă. Татьяна Владимировна каланă тăрăх, республикăри ытти районсенчен те килеççĕ.

Василий ЛАПИН

Василий ЛАПИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.