Комментари хушас

27 Çурла, 2015

Нÿхреп хатĕрлетпĕр

Пăхса ÿстернĕ çĕрулмипе тымар çимĕçсене упрама часах нÿхрепе хумалла. Вĕсем хĕлле лайăх упранччăр тесен ăна лайăх хатĕрлемелле. Кашни çул пуçтарса илнĕ çĕнĕ продукцине хурас умĕн салатса пухмалли пÿлмесене тата çÿлĕксене, вырăнтан вырăна куçармалли щитсене нÿхрепрен илсе тухса, хĕвел çинче типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла. Унтан вĕсене кальци е каустика содипе çуса тасатмалла. Тимĕр çÿлĕксене тата йывăç çÿлĕксене çирĕплетнĕ тимĕр хатĕрсене тутăхасран çуллă сăрăпа витмелле. Нÿхрепе тăпраран, çÿп-çапран тата çĕрекен çимĕçрен тасатмалла, лайăх типĕтмелле, кирлĕ пулсан юсамалла.

Уçăлтармалли пăрăхсене, алăксемпе люксене тĕрĕслемелле, юсамалла. Уçăлтармалли пăрăхсене юсас ĕçе кая хăвармалла мар. Вĕсене вăхăтра тумасан упрама хунă продукци шăнма пултарать.

Кăшлакан чĕрчунсем çÿрекен шăтăксене питĕрмелле, вĕсен йăвисене кирпĕч ванчăкĕпе хупламалла, сывлăш кĕртмелли пăрăх çине тимĕр сетка вырнаçтармалла.

Çĕнĕ е кивĕ нÿхрепе продукцие упрама хуриччен пĕр уйăх маларах стенасене, маччана тата уçăлтармалли пăрăхсене дезинфекцилеççĕ.

Дезинфекцин тĕп тĕллевĕ - ятарлă хатĕрсемпе çĕрулмине тата тымар çимĕçсене чир-чĕртен сыхласси, çавăн пекех йывăç япаласене сиен тăвакансене пĕтересси.

Дезинфекцие шывра ирĕлтернĕ тĕрлĕ ирĕлчĕксемпе тăваççĕ. Тĕслĕхрен, 1-2 процентлă ешĕл сенкер /медный купорос/ 10 л шыва* 100-200 г ешĕл сенкер е 1 процентлă формалин ирĕлчĕкĕ /10 л шыва 100 г формалин/ е тин сÿнтернĕ извеç ирĕлчĕкĕ /1 витре шыва 2-2,5 кг извеç/.

Чылай чухне дезинфекци тумалли ирĕлчĕке извеç тата ешĕл сенкер хутăшĕнчен хатĕрлеççĕ. Ешĕл сенкере малтан вĕри шывра ирĕлтереççĕ. Унтан ăна извеç чустипе хутăштараççĕ, кирлĕ пулсан шыв хушса шĕветеççĕ. 0,3-0,4 л ирĕлчĕкпе 1 тăваткал метр лаптăка сирпĕтме пулать. Ку ĕçре сирпĕтмелли хатĕрсемпе усă курмалла.

Нÿхрепе шĕвекпе сирпĕтнĕ хыççăн алăка, люка, уçăлтармалли пăрăхсене хупса хураççĕ те икĕ талăк уçмаççĕ. Ун хыççăн нÿхрепе лайăх уçăлтармалла.

Дезинфекци тунă чухне хăрушсăрлăх техникин правилисене пăхăнмалла.

Нÿхрепре кăшлакан чĕрчунсем ĕрчесе кайнă пулсан вĕсене пĕтерме наркăмăшсем хураççĕ е кÿкĕртпе сĕрĕмлентереççĕ. 1 кубометрта 30-50 г кÿкĕрт /сера/ çунтармалла. Сĕрĕмлентернĕ чухне пушар тухассинчен сыхланмалли тата санитари правилисене пăхăнмалла, мĕншĕн тесен шĕвĕ кÿкĕрт çулăмпа çунать, унран наркăмăшлă газ тухать. Çавăнпа нÿхрепе противогазпа çеç кĕмелле.

Нÿхрепе продукцие упрама хуриччен вырăнтан вырăна куçармалли щитсене, салатса пухмалли пÿлмесене тата çÿлĕксене илсе кĕмелле, хăйсен вырăнĕсене вырнаçтармалла, йăванса тÿнесрен лайăх çирĕплетмелле.

Василий ИВАНОВ,

инженер-строитель.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.