Căваплă таймапуç

31 Пуш, 2015

Николай Степанович Дедушкин 1995 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче, пĕтĕм халăх Çĕнĕ çула хаваслăн кĕтсе илес те пурнăçа çĕнĕ хавалпа, çĕнĕ тĕллевпе малалла ăнтарас тесе тăнă чух вилсе кайрĕ. Ирхи апат çинĕ хыççăн сĕтел хушшинчен тухма та ĕлкĕреймен - мăшăрĕпе, Ангелина Егоровнăпа, шăкăл-шăкăл калаçса ларнă хушăрах тапма чарăннă унăн чĕри.

Унччен ытла нумаях та пулмасть кăна-ха, март уйăхĕнче, унăн сакăрвунă çулне уявласаттăмăр Писательсен союзĕнче. Чылай пулчĕç ăшă сăмах калакансем, тав тăвакансем, йышăмăра савăнтарса малалла пурăнма ырлăхпа сывлăх сунакансем. Анчах вилĕмрен чĕртекен чечек патша пахчинче те çук теççĕ те - çав çулах татăлчĕ ятлă-сумлă çыннăмăр пурнăçĕ.

Вуникĕ çул майлă чыслăн та сумлăн ертсе, йĕркелесе пынă вăл Чăваш Писательсен союзĕн ĕçĕ-хĕлне. Правлени ларăвĕсенче союз пурнăçĕнчи тĕп ыйтусене тĕплĕн сÿтсе явни, çыравçă ĕçне тухăçлăрах тумалли майсене шырани, çамрăк талантсене ÿссе аталанма пулăшни, секцисен ĕçне вăйлатса пыни - акă, мĕнле туртăмсемпе уйрăлса тăратчĕ Николай Дедушкин правленийĕн ĕç стилĕ. Вĕресе те кĕрлесе кăна тăратчĕ союзăн пысăках мар çурчĕ. Шутлăр-ха эсир: поэзи секцийĕн çулталăкри пухăвĕ пĕррехинче икĕ куна пычĕ. Пурте тухса калаçаççĕ, тавлашса та илеççĕ, анчах кайран калаçу хывăхне сăвăра-сăвăра пĕр шухăш патне пырса тухаççĕ. Журналсен редколлегийĕсем, çамрăксен канашлăвĕсем çĕкленÿллĕ лару-тăрура иртетчĕç, пропаганда бюровĕ республикăра çитмен вырăн хăварман. Ытти çĕрте, калăпăр, Тутарстанра е Пушкăртстанра, Украинăра е Беларуçре мĕнле пысăк шайра кĕтсе илетчĕç чăваш çыравçисене. Ăçта кайса кĕчĕ халь çав хастарлăх, мĕне пула пушатса ятăмăр эпир тилхепене? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.