«Хура вилĕм» командирĕ
Мирон Ефимович Ефимов 1915 çулхи августăн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Самушкă ялĕнче çуралнă. 1936 çулта çара кайнă. Летчик тинĕс авиацийĕнче службăра тăнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Хура тинĕс флочĕн тытăмĕнче çапăçнă. Крыма тата Кавказа хÿтĕленĕ. 234 хутчен çар тивĕçĕсене пурнăçласа тÿпене çĕкленнĕ.
Çапăçури паттăрлăхшăн Мирон Ефимов аслă лейтенанта 1942 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă, Ленин орденĕпе тата «Хĕрлĕ Çăлтăр» медальпе чысланă.
1947 çулта ВМФ ВВС Офицерсен аслă курсне пĕтернĕ. 1947-1954 çулсенче истребительсен авиаполкĕн штабĕн пуçлăхĕнче службăра тăнă. 1961 çулхи июльте М.Ефимов подполковник саппаса кайнă.
Оборона предприятийĕсенчен пĕринче /1962-1965/, Геохими тата аналитика химийĕн институчĕн /1965-1969/, Интроскопи ăслăлăх-тĕпчев институчĕн /1969-1970/ тата Пĕтĕм Союзри пĕтĕмĕшле техникăн стандартизацийĕн ăслăлăх-тĕпчев институчĕн граждан оборонин штабĕсен пуçлăхĕнче ĕçленĕ.
Мускавра пурăннă. 2013 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче вилнĕ. Ховански масарĕнче пытарнă.
Ирхине тинĕс патне сукмакпа антăмăр. Тинĕсре медузăсем ишсе çÿреççĕ, хушăран вăрăм та ансăр хÿрине вылянтарса скат иртет, шыв курăкĕсем енчен енне сулкаланаççĕ. Вĕсемпе пĕрле çыран батарейисен артиллерисчĕсем - моряксем - ишсе çÿреççĕ. Ирхине пысăках мар тăхтав пулчĕ, командирсем темиçе çынна вунă-вунпилĕк минутлăха шыва кĕме янă. Моряксем, шăнăрлă тата хĕвелпе пиçĕхнĕскерсем, тинĕсе сикеççĕ те пĕрне пĕри хăваласа ишеççĕ. Ку каччăсем флотра тăватă-пилĕк çул службăра тăраççĕ. Тăхăннă май вĕсем пире паян каçхине Ефимовăн штурм самолечĕсем тăшманăн икĕ йывăр батарейин вут-хĕмне пусарни çинчен каласа кăтартрĕç.
- Нимĕçсем сывлама та памарĕç, - терĕ артиллеристсенчен пĕри, - Ефимовăн ачисем пулман-тăк халĕ çакăнта ишсе те çÿреймĕттĕмĕр... Паян вĕсене гварди ялавне параççĕ... тивĕçлĕ... чарусăр йĕкĕтсем... Малалла вулас...