...Ăсатмастпăр салтака сире
Çул çитсен кашни яшăн Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçламалла - çар ретне тăмалла. Сывлăх хавшак е службăна каяссине каяраха куçармалли урăх сăлтав пулсан кăна призывран хăтараççĕ. Акă каллех черетлĕ призыв тапхăрĕ çитĕ. Вăл апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать те июлĕн 15-мĕшĕнче вĕçленет. Инçет Çурçĕрте пурăнакансемпе вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсемшĕн кăна уйрăмлăх пур - вĕсемшĕн çурхи призыв майăн 1-мĕшĕнче пуçланать.