«Хĕрлĕ Хĕрес»: пулăшас та сиплес!
Пĕтĕм Раççейри "Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне кулленех çын йышлă çÿрет. Сахал тупăшлисем, нумай ачаллисем, инкеке е йывăр лару-тăрăва лекнисем пулăшу шыраса килеççĕ. Теприсем - çак ушкăна мĕнле те пулин тĕрев пама тăрăшакансем, çавна май апат-çимĕç, çипуç, гигиена хатĕрĕсем, кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем тата ыттине сĕнеççĕ.
Чăвашсен тараватлăхĕнчен тĕлĕннĕ
"Хĕрлĕ Хĕрес" çемьесемпе уйрăм çынсене пулăшнипе пĕрлех граждансен пĕр-пĕр категорине, синкере пула нушаланакансене хавхалантарас тĕллевпе тĕрлĕ акци йĕркелет, программăсем шухăшласа кăларать. Тĕслĕхрен, 2013 çулхи январь уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче 18 хваттерлĕ çуртра йăлари газ сирпĕннине пула вуншар çемье пурăнмалли кĕтессĕр юлсан вĕсене малтанхи кунсенче апат-çимĕçпе, çипуçпа, куллен кирлĕ ытти япалапа тивĕçтернĕ. 2014 çулта вара Украинăран тарса килекенсене хÿтлĕх парас, çĕнĕ çĕрте çĕнĕ пурнăçа хăвăртрах хăнăхма пулăшас тĕллевпе питĕ пысăк ĕç пурнăçланă. Малалла вулас...
Комментари хушас