Александра ДЕВЕРИНСКАЯ: Тĕлĕкре халĕ те утатăп
Тĕнче рекордсменкин ячĕ паянхи кун та çÿл тÿпери çăлтăр пек ялкăшать. Çĕнтерĕвĕсем халĕ те пирĕн асра, çамрăк спортсменсене пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ. Чăваш халăхĕн сумлă та паллă çынни мартăн 19-мĕшĕнче çавра юбилейне уявларĕ. Çавна май ăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
КĔСКЕН
Александра Деверинская 1960 çулта Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. Вăл - çăмăл атлетика енĕпе спортăн тĕнче класлă мастерĕ, хăвăрт утассипе Раççей чемпионки тата рекордсменки, СССР чемпионки тата призерĕ /1982, 1986/, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи тата призерĕ /1981, 1985/, СССР, Европа тата тĕнче рекордсменки /1981-1982, 1986/, Пĕтĕм тĕнче Универсиадин чемпионки /1985/. Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шупашкарти экономика-технологи колледжĕнче преподавательте /1990-2001/, республикăри хăвăрт утакансен шкулĕн директорĕнче /2002-2007/ ĕçленĕ. 2007 çултанпа - Шупашкарти коопераци институчĕн физкультура кафедрин доценчĕ. Пĕтĕм тĕнче категориллĕ судья. Чăваш АССР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн физкультура отличникĕ.
- Александра Тимофеевна, калаçăва иртнĕ ĕмĕрĕн 1981 çулхи июль уйăхĕн 24-мĕшĕнчи пулăмран пуçлас килет. Çав кун эсир тĕнче рекордне çĕнетсе çĕршывăмăра тата республикăмăра чапа кăлартăр. Мĕнле кăмăлпа аса илетĕр çав вăхăта?
- Ку Ленинград /халĕ - Санкт-Петербург/ хулинче СССР чемпионатĕнче пулса иртрĕ. Ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнса тĕнче рекордне çĕнетрĕм. Ку, тĕрĕссипе, хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Стартра тăнă чух чи малтан çитесчĕ тесе ĕмĕтленнĕ, паллах. 5 километрлă дистанцие 22 минут та 50 çеккунтра вĕçлерĕм. Тĕнче рекорчĕ пулни çинчен финиша çитсен пĕлтерчĕç спорт комментаторĕсем. Ывăннăскер малтан ăнкарса та илеймерĕм. Темиçе уйăх маларах Кишиневра çĕршыв кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртура эпĕ тăваттăмĕш кăна пулнăччĕ, çавăнпа çĕнтересси çинчен шухăшламан. Хамăн тренер, Геннадий Семенов, хавхалантарса тăни те пулăшрĕ пулĕ. Вăл мĕн каланине тума хăнăхнă эпĕ, тренировкăра палăртнă дистанцие хăшĕ-пĕри вĕçнех те çитместчĕ, эпĕ вара кашни метрне шутлаттăмччĕ. Каярах тĕнче рекордне тепĕр икĕ хут çĕнетрĕм, Норвегири Берген хулинче Пĕтĕм тĕнчери турнирта тата Орел хулинче çĕршыв чемпионатĕнче.
- 1986 çулта эсир Европа рекордне те çĕнетнĕ. Ăмăртура виççĕмĕш вырăн йышăннă пулин те «Ку медаль маншăн чи хакли» тесе çыратăр.
- Çапла. Мускавра йĕркеленĕ Ыркăмăллăх вăййисем халĕ те асрах. «Лужники» стадионта 10 çухрăма утрăмăр ун чухне. Çанталăк чăтма çук шăрăх, пĕр çил те çук, стадионта хуранти пек вĕриччĕ. Пурте тайкалана-тайкалана утатчĕç, чылайăшĕ финиша çитичченех тÿне-тÿне кайрĕ. Эпĕ вара юлашки вăй юлмиччен талпăнтăм, финиша аран çитрĕм. Кайран мана больницăна илсе кайрĕç. Медаль илме те тухаймарăм. Японире иртнĕ Универсиада вăхăтĕнче те шăрăх пулчĕ, пурпĕр эпĕ çĕнтертĕм.
- Апла-тăк спортсменăн пурнăçĕ тутлă кулачах мар...
- Çапла. Турă сывлăх памасан спортсмен пулаймастăн. Мана чăтăмлă вăй-хал панăшăн атте-аннене тав тăватăп. Вĕсем хăйсем те тăрăшуллă та ĕçченччĕ. Ĕçлесе ÿсекен ача яланах çирĕп сывлăхлă пулать. «Ну, сывлăху çирĕп вара сан», - тĕлĕнетчĕ тренер.
СССР тава тивĕçлĕ тренерĕпе Г.Семеновпа. |
Çемйипе пĕрле. |
Хăйĕн вĕренекенĕсемпе. |
Ашшĕпе - Тимофей Петровичпа. |
СССР чемпионачĕ. 1982 çул. |
- Çывăх çыннăрсене аса илтĕр. Вĕсемпе паллаштарсамăр?
- Анне, Елена Егоровна /атте ăна Елькка тесе чĕнетчĕ/, ĕмĕрĕпех колхозра вăй хунă. Юлашки çулсенче хамăр патăмăрта Шупашкарта пурăнчĕ, пĕлтĕр 92 çула кайса вилчĕ. Ачи-пăчи нумаййине кура анне яланах икшер пай илетчĕ колхозра. Аслисем унта тăрмашатчĕç, мана кĕçĕнни тесе асаннене пăхма хăваратчĕç. Ура çине тăраймастчĕ вăл, 5 çул вырăнпа выртрĕ. Хăйне пăхнăшăн мана яланах пиллетчĕ. Атте, Тимофей Петрович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Ĕмĕрĕпе Аслă Арапуçри крахмал заводĕнче кочегарта ĕçленĕ, темиçе çул каяллах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Эпир ултă пĕртăван çитĕннĕ. Асли, Лида /вăл 1947 çулта çуралнă/, Крымри Феодосий хулинче пурăнать, садикре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Иртнĕ çул эпĕ Крыма кайса куртăм, унта пурте хăйсем Раççейпе пĕрлешнĕшĕн питĕ савăнаççĕ. Тепри, Вера, Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелте тĕпленнĕ, чылай çул ял администрацийĕнче ĕçлерĕ. Виççĕмĕш аппа, Маня, хамăр ялти участок больницинче медсестрара тăрăшать. Тетем, Миша, ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, нумай вăхăтранпа аякри çула çÿрет - дальнобойщик. Петя - тăван кил ăшшине упраканни.
- Вĕсем те спортпа туслă пулнă-и. Эсир вĕсенчен тĕслĕх илнĕ пулĕ ĕнтĕ?
- Çамрăк чухне хастарччĕ вĕсем. Тĕслĕхрен, Маня Канашри медучилищĕре вĕреннĕ тапхăрта йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсене ялан хутшăннă. Петя ял уявĕсемпе акатуйсенче йĕркелекен турнирсенче вăй виçетчĕ, йĕлтĕрпе чупма юрататчĕ. 6-мĕш класчен эпĕ нимле зарядка та туман, тренировка мĕнне те пĕлмен. Улттăмĕшĕнче вĕреннĕ чухне вара шкулта 6-8-мĕш классен хушшинче «Туслăх» ятлă ăмăрту ирттерчĕç. Тăватă енлĕ кĕрешÿре тупăшрăмăр. Эпĕ унта 1-мĕш вырăн йышăнса диплом çĕнсе илтĕм. Тепĕр ăмăртура иккĕмĕш кăна пултăм. Ку кăтарту ман кăмăла каймарĕ - çĕнтерес килнĕ пулĕ. Çавăн хыççăн юлташ хĕрачапа, Эльза Смирновăпа, пĕрле кашни ир 4 сехетре зарядкăна тухма пуçларăмăр. Ун чухне ялйыш ыйхăран вăранса çитейместчĕ-ха, эпир вара спорт тумĕпе ял хушшипе чупма вăтанаттăмăр. Пĕррехинче физкультура учителĕ Мевлет Зейнетдинов пире ăнсăртран курчĕ. Юнашар ялтан çÿретчĕ те. Каярах вăл çăмăл атлетика секцине йĕркелерĕ, эпир унта çÿреме пуçларăмăр. Яшсем валли ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине уçрĕ.
- Çав тапхăртанпа эсир чылай ăмăртура палăрнă, паллах.
- Ун хыççăн, чăн та, районти турнирсене те хутшăнма пуçларăм. Патăрьелте те темиçе хут çĕнтернине кура мана 1974 çулта Шупашкара шкул ачисен спартакиадине илсе кайрĕç. Çавăн чухне Чăваш Ен тĕп хулине пĕрремĕш хут килсе куртăм, питĕ савăннăччĕ. Малтанхи кун 400 метрлă дистанцире çĕнтертĕм, тепĕр кун 800 метр чупса мала тухрăм. Çавăнтанпа Чăваш Ен командин йышне илчĕç, сборсене çÿреме тытăнтăм.
- Сирĕн хушаматăр хăйнеевĕрлĕ...
- Пурте çапла калаççĕ, ĕлĕк те интересленетчĕç. Асатте каланă тăрăх - пирĕн хушамат «деверь» сăмахран пулса кайнă. Вăл упăшкан тетĕшĕ е шăллĕ тенине пĕлтерет. Ĕлĕкренпех пырать вăл, асатте те, ватă асатте те, ытти тăван та çак хушаматпах çÿренĕ. Вĕсен вилтăприйĕсем çине лартнă палăксем çинче те çаплах çырнă.
- Кăçал Совет Союзĕн паттăр халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитет. Сирĕн аçăр тата ытти тăванăр та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Çак уява мĕнле кăмăлпа кĕтсе илетĕр?
- Атте артиллерист пулнă. Ыран çапăçăва кĕмелле чухне ыттисем çывăрнă вăхăтра çĕркаç пуç çапса кĕлĕ тăваттăм тетчĕ атте. "Тăван килтех вилесчĕ, ял масарĕнчех выртасчĕ тесе калаттăм", - тетчĕ вăл. Турă пулăшрĕ пулĕ ăна тăван киле чĕрĕ-сывă таврăнма. Темиçе хут та аманнă пулнă. Çав сурансем ыратнипе асапланчĕ юлашки çулсенче. 78-та пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Аттен шăллĕ, Юман тете, вара вăрçăран таврăнайман, Сталинград патĕнче хыпарсăр çухалнă. Тăшмана çапса аркататпăр та часах киле пыратăп тесе çырнă фронтран амăшĕ патне. Çар училищинче вĕреннĕскер 22 çултах вилнĕ. Асанне ăна аса илсен ялан йĕретчĕ, вăл вилнине ĕненмесĕр пĕрмай кĕтетчĕ. Аттерен те сахал мар çыру килнĕ. Сăвăсем те çыратчĕ вăл.
- Сирĕн аслаçăр çемйине Çĕпĕре янă...
- Асаттесем чухăн пурăнман. 1929 çулта çемье çĕнĕ пысăк çурта пурăнма куçнă, тепĕр çул вĕсене "кулак" тесе Çĕпĕре ăсатаççĕ. Çав çурта вара ял канашĕ пырса кĕрет. Каярах ун вырăнне асатте, аттепе пĕрле, пÿрт хăпартса лартнă. Питĕ ăста çынччĕ вăл, кĕрепле тавраш тăватчĕ. Кашни япалине эрешлетчĕ, кĕрепле шăлĕсене те илемлететчĕ. Ача чухне эпир те вăл ăсталанă япаласене ялти пасара сутма унпа пĕрле тухаттăмăр. Çĕпĕрте те алă усса ларман асатте. Вăл вăхăтра çынсене тĕрлĕ чир-чĕр питĕ аптăратнă. Унта пурăннă чухне тиф ернипе 3 пĕчĕк ачи вилнĕ вĕсен. 13-ри аттене тĕпкĕчĕ чĕрĕ юлтăр тесе пуйăс çине лартса Чăваш Ене тартнă. Станцире ĕçлекенех билет тупса панă ун валли. Анчах та çул çинче ăна пуйăсран антарса хăварма пуçланă. Шĕлепкеллĕ-галстуклă арçынпа унăн арăмĕ /пысăк çынсемех пулнă, ахăртнех/ пулăшнипе çеç хăтăлса юлать, тăван тăрăха чиперех çитет. Ун чухне те ырă çын сахал мар пулнă. Ашшĕ-амăшĕ ачана Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялне кайма хушнă. Ку асаннен тăван тăрăхĕ пулнă. Çапла вара вăл унта виçĕ çул ĕçлесе пурăннă. Йывăр ĕçленине пула аллисем çурăла-çурăла пĕтнĕ. "Вĕсене чуптăва-чуптăва ачашлаттăм", - тетчĕ асанне кунта каялла таврăнсан. Питĕ йывăр тапхăр пулнă вĕсемшĕн çак вăхăт. Никама та шеллесе тăман самани. Кире станцийĕнче вĕсене тĕрĕсленĕ чух турăшсене çулăма пăраха-пăраха çунтарнă тет, асанне вара Николай Чудотворец турăшне хĕвне чиксе упраса хăварма пултарнă. Ăна вăл Çĕпĕре те илсе кайнă. Çав упрарĕ пулĕ пире тесе аса илетчĕ кайран.
- Сирĕн спортри кунçулăр патне каялла таврăнар-ха. Эсир 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрлекен тĕп шкулăн аслă тренерĕ Вячеслав Краснов, пулас министр, сире Шупашкара чĕнме Арапуçа килсе кайнă теççĕ.
- 1975 çулта республикăри кросс ăмăртăвне хутшăннăччĕ. Лакрей вăрманĕнче иртрĕ вăл. Ун чухне асфальт çулсем те, тротуарсем те пулман, çырма-çатраллă вырăнта чупрăмăр. Старта тухас умĕн ялхуçалăх институтĕнче вĕренекен хамăр ентеш Гена Фролов /вăл та чупассипе ăста спортсменччĕ, чылай çул республика чысне ăнăçлă хÿтĕлерĕ/ мана шиповка тупса пачĕ. Эпир, ял ачисем, ун чухне шиповка-мĕнне те пĕлмен. Çакскерне тăхăнса пăхрăм та тÿрех хывса пăрахрăм, ура тупанĕсем аялта, пÿрнесем çÿлелле кăнтарса тăраççĕ - кунпа мĕнле чупмалла. Пушмак пĕрре те меллĕ пек туйăнмарĕ, килĕшмерĕ вăл мана. Вара эпĕ трикона чĕркуççи таран тавăртăм та çара уранах вĕçтертĕм. Çапла çара уран чупсах хулари спорт шкулĕсенче, техникумсемпе училищĕсенче вĕренекен хĕрсенчен те иртсе кайрăм - пĕрремĕш вырăна тухрăм. Çавăн чухне асăрхарĕç пулĕ те тренерсем мана. Вĕсем 8-мĕш класс хыççăн тÿрех техникума вĕренме кĕме чĕнчĕç, анчах эпĕ килĕшмерĕм. 10-мĕш класра чухне вара Вячеслав Красновпа Николай Пуклаков мана пединститута вĕренме кĕмешкĕн чĕнме килчĕç. Анчах анне питĕ хирĕçчĕ, хĕрача ĕçĕ мар вăл тетчĕ. Атте вара ырлатчĕ, мана хавхалантаратчĕ. Вăлах ман çинчен çырнă хаçатсене пухса пыратчĕ. Халĕ те тирпейлĕн упранаççĕ вĕсем килте. Тĕрĕссипе, Вячеслав Максимович маншăн тăрăшман пулсан эпĕ спортсмен пулаймастăм та, тен.
- Ача чухне пĕчĕк хĕрача кам пулма ĕмĕтленнĕ-ха?
- Пуçламăш класра пире Людмила Николаевна Бойкова вĕрентетчĕ. Кÿршĕ ялтан качча килнĕччĕ вăл пирĕн яла. Çамрăкскерччĕ ун чухне, педучилищĕрен тин кăна вĕренсе тухнăччĕ. Ăна пурте юрататчĕç, пурин те унпа юнашар утас килетчĕ. Унран тĕслĕх илсех пулĕ чылайăшĕ пуçламăш класс учителĕ пулма ĕмĕтленетчĕ. Эпĕ те çав çулах суйласа илтĕм, пединститута кĕçĕн классен учителĕсене хатĕрлекен уйрăма вĕренме кĕтĕм. Каярах вара физкультура факультетне куçрăм. Шкулта хама вĕрентнĕ пур учителе те лайăх пĕлÿ парса тĕрĕс çул çине кăларнăшăн паянхи кун та тав тăватăп.
- Эсир республикăри паллă стайер Николай Пуклаков патĕнче вĕреннĕ. Кайран Геннадий Семенов патĕнче хăвăрт утас енĕпе ăсталăха туптама пуçланă. Вăл мĕнпе илĕртрĕ сире?
- Чупассипе пысăк çитĕнÿсем тунипе Николай Иванович мана хăйĕн хÿттине илчĕ. Çав тапхăртах эпĕ 1500 метр чупса спорт мастерĕн кандидачĕн ятне илтĕм. 4-мĕш курсра чухне Геннадий Семенович мана хăйĕн патне чĕнме пуçларĕ. Кашни курмассерен, "Куç-ха ман пата", - тетчĕ. Çавăнпа Етĕрне çулĕ çинче тренировка ирттернĕ чухне ăна курсанах пытанаттăмччĕ. Пĕррехинче вăл мана ÿкĕте кĕртрĕ-кĕртрех, хамăн тренерпа калаçса пăхăр терĕм ăна ун чухне. Çак калаçу хыççăн вăхăт нумаях та иртмерĕ - Николай Иванович мана тренировка хыççăн тăхтама ыйтрĕ, «Калаçмалли пур», - терĕ. Çапла эпĕ Геннадий Семенович патне лекрĕм. Унта пурте мана лайăх йышăнчĕç. Пирĕн командăри хĕрсем пĕр-пĕринпе питĕ туслăччĕ. Оля Чугунова, Валя Антонова, Валя Петрова - опытлă спортсменсемччĕ, СССР спорт мастерĕсемччĕ. Командăра эпĕ хăвăрт утассипе чи çамрăккиччĕ, вĕсем мана вĕрентсе пычĕç. Иккĕмĕш тренер пекехчĕ вĕсем маншăн. Хĕрсене халĕ те ырăпа кăна аса илетĕп. Тренерсем те питĕ аван пулнă, нихăçан та сасă хăпартса курман. Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаттăмăр. Николай Пуклаков та ялан кăмăллăн калаçатчĕ, тĕплĕн ăнлантаратчĕ, вăрçни-хурлани нихăçан та пулман. Геннадий Семенович та, Николай Иванович та ачасене хăйсем патне илĕртме пĕлетчĕç.
- Эсир чупассипе те, утассипе те ăста пулнă. Хăшĕ йывăртарах?
- Николай Иванович пире, çамрăксене, питĕ шеллетчĕ, тренировкăра нихăçан та хытă хăваламан. Геннадий Семенович патне куçсан тин ăнлантăм тренировка мĕн иккенне. Стенаран тытса тухаттăм тренировкăран, ал-ура питĕ ырататчĕ. Çапах никама та нимĕн каламан, йывăр пулин те чăтаттăм. Каярах хăнăхрăм. «Эсĕ чупас енĕпе те пысăк çитĕнÿсем тума пултаратăн», - тетчĕ тренер. Чăн та, каярах, спорт карьерине вĕçлесен, республика кросĕнче çĕнтернĕччĕ.
- Çамрăк спортсменкăн кумир пулнах пулĕ.
- Пирĕн вăхăтра кумир тавраш пулман. Сумлă та чаплă спортсменсем сахал марччĕ, паллах - эпир вĕсем çинчен пĕлмен. Пĕррехинче республика кросне Канаш паркĕнче ирттерчĕç. Çамрăк спортсменсемпе тан пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ атлетсем те пурччĕ. Вĕсен йышĕнче Гиана Романова та пурччĕ. Спорт мастерĕ. Унăн тренерĕ Василий Семеновчĕ. Эх, пăхатпăр ун çине. Мĕнле хитре чупатчĕ вăл! Выляса илчĕ вăл çав кроса. Манăн та ун пек хăвăрт чупас килетчĕ. Гиана Романова манăн чунри вучаха хĕмлентерчĕ - çав тапхăртанпа спортсменка пулас ĕмĕтпе пурăнтăм.
- Пысăк çитĕнÿпе палăрас тесен нумай вăй хумалла...
- Çапла. Сахал мар тар тăкрăм. Пÿлĕмри хĕрсем çывăратчĕç, эпĕ вара ирех тăрса тренировкăна тухаттăмччĕ. Манăн та вĕсем пек тăраниччен çывăрас килетчĕ, ăмсанса пăхаттăм вĕсене. Кашни кун общежити алăкне пĕрремĕш эпĕ уçаттăм. Ун чухне Валерий Ярды амăшĕ вахтерта ĕçлетчĕ. Вăл мана алăк уçса кăларса яратчĕ. Кашни ир çапла пуçланатчĕ, сивĕ-и, çумăр-и, çил-тăман-и... Ирхине те, каçхине те тренировкăна тухаттăмччĕ. Халĕ те ир вăранатăп, хĕрарăмăн ĕçĕ сахал мар вĕт. Ку вара маншăн тренировкăпа танлаштарсан - кану çеç. Хăшпĕр хĕрарăмран, "Ах, çак килти ĕçе туса ывăнтăм" тенине илтме пулать. Çемье валли апат пĕçерме тата кĕпе-тумтир çунипе ывăнма пулать-и вара. Чăваш спортсменкисем пурте лайăх арăм пулнине палăртмалла. Тĕслĕхрен, Олимп чемпионкисемпе призерĕсем Валентина Егорова, Елена Николаева тата Олимпиада Иванова апат-çимĕç хатĕрлессипе питĕ ăста.
- 1982 çулта эсир мăшăрăрпа çемье çавăрнă. Унпа ăçта паллашрăр?
- Мăшăрăм, Николай Яковлевич Григорьев, чылай çул республикăн клиника больницинче врач-травматологра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Унăн йăмăкĕ Лия та спортсменкăччĕ, вăл та пирĕн командăраччĕ. Эпир унпа туслăччĕ. Николай ун патне ялан хăнана çÿретчĕ. Çавăн чухне вăл мана куç хыврĕ пулĕ. Кайран пĕрлешрĕмĕр. Вăл манран 8 çул аслă, Красноармейски тăрăхĕнчен. Эпир унпа икĕ ывăл çуратса ÿстертĕмĕр. Асли, Андрей, Шупашкарти ортопедипе травматологи центрĕнче вăй хурать. Саша та ашшĕ çулĕпе кайрĕ, Муркаш районĕн тĕп больницинче врач-травматологра ĕçлет. Мăнукăм Тимофей çитĕнет.
- Хăй вăхăтĕнче сирĕншĕн çемье спортран пĕлтерĕшлĕрех пулнă...
- Ачасене пăхса ÿстерес тесех эпĕ спортран ир кайрăм. Пĕчĕкскерсене шеллерĕм, эпĕ кунĕн-çĕрĕн тренировкăра е ăмăртура. Вĕсене кам пăхать. Кÿршĕсем патне хăвараттăм е хампа пĕрле илсе çÿреттĕм. Анне те, хуняма та нумай пулăшнă. Пĕтĕм чуна патăм ачасене, лайăх çын пулса ÿсчĕр тесе тăрăшрăм. Вĕсемпе футболла та выляттăмччĕ, пулла та çÿреттĕмĕр. Хам та атте-анне ятне яман, сирĕншĕн те питĕме хĕретмелле ан пултăр тесе вĕрентеттĕм ывăлăмсене. Амăшĕ юратса ÿстерни чи пĕлтерĕшли. Хĕрарăмшăн карьера пĕрремĕш вырăнта пулмалла мар. Чи пахи вăл - ача. Анчах паянхи амăшĕсем çакна шута илмеççĕ. «Чи лайăх воспитатель - амăшĕ», - тенĕ вырăссен паллă педагогĕ Антон Макаренко. Питĕ тĕрĕс сăмахсем!
- Спорт карьерине ир вĕçленĕшĕн ÿкĕнмерĕр-и?
- Чăн та, каярах çак утăма тунăшăн ÿкĕнтĕм. Виçĕ çул тĕлĕкре утрăм. Темле йывăр пулсан та каяс килместчĕ. Спортран уйрăлма пĕрре те çăмăл мар. Çĕршыври чи пултаруллă спортсменсен ретĕнче тăнă-çке-ха ун чухне. Пĕрремĕш номер пулнă вĕт-ха. Татах та пысăк çитĕнÿсем тăвас килетчĕ, вăй-хăват тапса тăратчĕ.
- Хăвăр пурнăçăрта эсир вун-вун çĕршывра пулнă. Хăшĕ ытларах асра юлчĕ?
- Пĕрремĕш хут Испание кайса курнăччĕ. Японире те килĕшнĕчччĕ, унти çулсем тĕлĕнтернĕччĕ мана ун чухне. Финляндире кашни «кĕтесре» - кÿлĕччĕ, вăрманта та уçăлса çÿреме аванччĕ. Хамăр çĕршыври чылай хулара та пулнă. Çапах та Шурă Шупашкарăмăртан илемлĕреххи те çывăхраххи çук. Пирĕн патра та курса çÿремелли, çынна кăтартмалли вырăн нумай. 2003 çулта Европа кубокне килнĕ хăнасем валли экскурси те йĕркеленĕччĕ.
- Эсир пĕр вăхăт республикăри хăвăрт утакансен шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ.
- Ун чухне эпĕ спорта тепĕр хут таврăнтăм тесен те юрать. Пулă шывра хăйне мĕнле туять, эпĕ те спортра хама çапла туятăп. Спортсменсемпе ĕçлеме пуçларăм, ăмăртусем ирттереттĕмĕр. Шкулăн тĕп ĕçĕ вăл - спортсменсене хатĕрлесси, вĕсен кăтартăвĕсем. Чи пысăк çитĕнÿ вăл - пирĕн атлетсен тĕнче кубокĕнче çĕнсе илнĕ 8 медалĕ. Манăн тепĕр тивĕçĕм вăл - районсенче хăвăрт утакансен шкулĕн филиалĕсене уçни. Унта ĕçленĕ чухне Шупашкарта Европа кубокĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва тĕплĕн хатĕрлентĕмĕр эпир. Çав тапхăрта эпĕ трасса çинчех çывăрнă тесен те йăнăш пулмасть. Эпĕ ун чухне трассăшăн явапличчĕ. Директор ĕçĕ йывăр пулсассăн та çак ĕçе юратса тунă, кашни çитĕнÿшĕн чунтан савăннă. 2005 çулта, акă, Пĕтĕм Раççейри «Женщина - директор года» конкурсра «Сила характера» номинацире çĕнтернĕччĕ. Манăн чуна çывăх ĕçчĕ вăл. Шел те, унтан кайма тиврĕ.
- 2008 çулта Шупашкарта иртнĕ тĕнче кубокĕнчен те айккинче юлман эсир.
- Ун чухне те эпĕ судья пулса ĕçлерĕм. Ăмăрту питĕ ăнăçлă иртрĕ, пурте кăмăллă. Шупашкарти трассăсем яланах лайăх пулнă, çавăнпа ют çĕршыв спортсменĕсем кашнинче ыррине кăна калаççĕ. Пирĕн патăмăрта çыннисем те тарават, пурне те ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Ăмăрту вăхăтĕнче чăвашсем хамăр ентешсене кăна мар, ют çĕршыв спортсменĕсене те хавхалантарса тăраççĕ.
- Паянхи тата сирĕн вăхăтри спорт, еплерех вăл?
- Спортра нихăçан та çăмăл мар. Спортсменăн яланах çитĕнÿ çинчен, тăван çĕршыв, тăван республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕлесси çинчен шухăшламалла. Кашни саманари спортсмен çак тĕллеве пурнăçлама тăрăшнă. Спортра ялан пĕр пек мар, паян пĕрремĕш пултăн-тăк, ыран пиллĕкмĕш картлашка çине анса ларма пултаратăн. Паян выляса яратăн, ыран çĕнтеретĕн. Спорт енĕсемпе те çавах, паян пĕри вăй илет, ыран - тепри. Хальхи вăхăтра та спорта аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăваççĕ. Пăхăр-ха, çулталăкне хуласемпе районсенчех миçе ăмăрту иртет, физкультурăпа спорт керменĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленсе ларчĕç. Çамрăксене спортпа туслаштарас тата сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕлĕшпе вĕренÿ заведенийĕсемпе организацисем те пысăк ĕç тăваççĕ. Ку енĕпе Шупашкарти коопераци институчĕн ректорне Валерий Андреева тата Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхне Николай Глухова уйрăмах палăртас килет.
Комментари хушас