«Кризис тĕрĕслевĕнчен чыслăн тухăпăр...»
Чăваш Республикин финанс ведомствин ертÿçине Светлана Енилинăна ахальтен мар журналистсемшĕн «уçă министр» теççĕ. Светлана Александровна тăтăшах пичет тата электронлă кăларăмсен ĕçченĕсемпе тĕл пулать, республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарать, нимĕнле ыйтăва та хуравсăр хăвармасть. Министрăн хальхинче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцин теми - иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тата 2015 çулти кризис «хĕсĕрленĕ» тапхăрта пурнăçламалли мерăсем. Чылай çивĕч ыйту республикăн финанс политикипе çыхăннă.