«Кризис тĕрĕслевĕнчен чыслăн тухăпăр...»

27 Пуш, 2015

Чăваш Республикин финанс ведомствин ертÿçине Светлана Енилинăна ахальтен мар журналистсемшĕн «уçă министр» теççĕ. Светлана Александровна тăтăшах пичет тата электронлă кăларăмсен ĕçченĕсемпе тĕл пулать, республикăн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарать, нимĕнле ыйтăва та хуравсăр хăвармасть. Министрăн хальхинче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцин теми - иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕ тата 2015 çулти кризис «хĕсĕрленĕ» тапхăрта пурнăçламалли мерăсем. Чылай çивĕч ыйту республикăн финанс политикипе çыхăннă. Кĕскен каласан - республикăн кăçалхи тата планпа пăхнă икĕ çулти бюджечĕн 2015 çулхи тупăш пайĕн калăпăшне депутатсем 33,4 млрд тенкĕпе çирĕплетнĕччĕ. Унсăр пуçне ăна «пуянлатма» федераци бюджетĕнчен тавăрса памалла мар траншăн хисепĕ 10,5 млрд тенкĕпе танлашмалла. Сăмах май каласан, федераци хыснинчен бюджетсен хушшинчи тавăрса памалла мар хушма трансферт шучĕпе Чăваш Ене 2,5 млрд тенкĕ куçарма йышăнни паллă.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.