Комментари хушас

27 Пуш, 2015

Деклараци кĕтет инспекци

2014 çулшăн уйрăм çынсем хăйсен тупăшĕ çинчен отчет тумалли вăхăт вĕçлениччен /вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать/ тата уйăх ытларах çеç юлчĕ. Деклараци кампанийĕ мĕнле пыни, унăн уйрăмлăхĕсем çинчен Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертÿçин заместителĕнчен Светлана АРИСТОВĂРАН ыйтса пĕлтĕмĕр.

Камсен деклараци тăратмалла-ха? Отчет тума тивĕç налук тÿлекенсен списокĕ самай вăрăм. Вĕсен шутĕнче - хваттер, ытти çурт-йĕр, транспорт хатĕрĕ арендăна парса, вĕсене е урăх пурлăха сутса тупăш илнĕ граждансем. Çавăн пекех - парне шучĕпе тĕрлĕ пурлăх илнисем /çывăх тăвансем парнеленисем шута кĕмеççĕ/, репетиторсем, тренерсем, кил-çуртри ĕçсене пурнăçлакансем, граждан право килĕшĕвĕсемпе тупăш илнĕскерсем... Тата, паллах, уйрăм предпринимательсем, нотариуссем, адвокатсем...

Асăннă категорисен çитес уйăх вĕçĕччен деклараци памалла. Çийĕнчен налукçăсем вĕсене отчет тăвассине юлашки кунсем юличченех тăсма кирлĕ марри пирки асăрхаттараççĕ. Налук инспекцийĕсем деклараци кампанийĕ пынă вăхăтра ĕç режимне улăштарнă-ха - ĕç кунне тăснă. Мартăн 27-28-мĕшĕсенче, апрелĕн 25-мĕшĕнче уçă алăксен кунĕсене йĕркелеççĕ - декларантсене йышăнмалли график пушшех меллĕ пулать. Апла пулин те - паянхи ĕçе ырана хăвармасан лайăхрах. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.