„Амазони“ паркра уçăлса çÿрекенсем Атăл хĕррине анмашкăн йывăр пулнине республика ертÿлĕхне пĕрре мар пĕлтернĕ, анса çÿремешкĕн картлашка туса пама ыйтнă. Кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ тесен те юрать.
Ял хастарĕсем Тăвай районĕнчи Элпуç ял тăрăхĕнчи Нÿшкассинчи Горький тата Юхан шыв урамĕсен хушшинчи çырма урлă хывнă кивĕ каçмана сÿтсе çĕнĕрен тунă. Ку ĕçре Г.Гурьев фермер, ял тăрăхĕн депутачĕсем Л.Семеновпа А.Гурьев, Г.Георгиев, В.Федоров, А.Яковлев, В.Антонов, А.Якимов, Э.Федоров тăрăшнă. Çуркунне Çĕнçырма ялĕн Пушкин, Чапаев тата Çĕнĕ урамĕсенче пурăнакансене çыхăнтаракан кĕпере юсанă. Çырма урлă техникăпа каçса çÿреççĕ.
2010 çулхи пушарсем федерацин уйрăмах хÿтĕлекен "Сăрçи" заповедникĕн 700 ытла га вăрманне кĕллентерчĕç. Унăн пысăкрах пайĕнче 80-90 çулти хырсемччĕ. Вут-çулăм тип-типĕ курăкпа хăрăк-марăка çатăртаттарса-шатăртаттарса чăтлăха кĕрсе сарăлчĕ те - çурта пек йывăç вуллисем çунса хăрăмланчĕç. Аманнисенчен чылайăшĕ каярахпа хăрчĕ. Унтанпа çунчăклăхра вăрăпа тымартан ăвăс, çăка, хурăн шăтса çитĕнчĕ. Ытларахăшĕ халĕ этемрен çÿллĕрех ĕнтĕ. Хăтлăха вăраххăн вун-вун тĕрлĕ ÿсентăранпа чĕрчун тĕнчи таврăнать. Çапах та вут-кăвар алхасичченхине вăя кĕме нумай çул кирлĕ.