Атăл хĕррине - çĕнĕ картлашкапа

2 Юпа, 2018

„Амазони“ паркра уçăлса çÿрекенсем Атăл хĕррине анмашкăн йывăр пулнине республика ертÿлĕхне пĕрре мар пĕлтернĕ, анса çÿремешкĕн картлашка туса пама ыйтнă. Кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ тесен те юрать.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушнине Шупашкар хула ертÿлĕхĕ кĕске вăхăтрах пурнăçланă. Çыран хĕрне анса çÿремешкĕн меллĕ пултăр тесе айлăм вырăнта картлашка туса панă. Картлашка патне çитмешкĕн вĕт чул сарнă, ыттине бетон çулпа хăтлăлатнă.

Мускав çыранне пăхса тăракан «Инженерная защита» акционерсен обществин ертÿçи Олег Алексеев пĕлтернĕ тăрăх — обьекта авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнчех хута янă. Картлашка çÿллĕшĕ 6 метрпа танлашать, ун тăршшĕ — 30 метр. Çак вырăн хăтлăлатас тĕлĕшпе «Дорэкс» тата «Зеленстрой» предприятисен ĕçченĕсем чылай тăрăшнă.

Хула çыннисем ку çулпа Атăл хĕррине уçăлма анаççĕ, спортсменсемпе сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн те ку çула куллен такăрлаççĕ. Аякрах мар маунтинбайк центрĕ вырнаçнă май кунта велосипедистсем чылаййăн çÿреççĕ.

Любовь Радкова, 73 çулта:
Эпир аякрах мар пурăнатпăр. Мĕн çамрăкран мăшăрпа Атăл хĕррине юханшывпа киленме анатпăр. Унччен анса хăпарма питĕ йывăрччĕ, чăнкă тата кунта. Хăшĕ-пĕри, уйрăмах ватăсем, тăватă уран тапаçланатчĕç. Сукмака юсаса панă хыççăн темиçе хута анса хăпаратпăр. Парк та çултан çул хăтлăланать. Кунта килсен савăнатпăр эпир. Республика тата хула ертÿлĕхĕ халăхшăн ырă чылай ĕç тăвать.

Ольгăпа Андрей Ивановсем, çамрăк мăшăр:
Юратнă вырăн ку пирĕн. Унччен йĕпе-сапаллă çанталăкра çыран хĕррине анаймастăмăр — шикленеттĕмĕр. Халь анса çÿреме те меллĕ, атă-пушмак та вараланмасть. Ăмăрлă чухне те килсе каятпăр. Хĕллехи кунсенче те хаваспах килсе çÿрĕпĕр кунта.

Надежда Федореева, 66 çулта:
Ку сукмака хăтлăлатнă хыççăн Атăл хĕррине велосипедпа ярăнмашкăн анма пуçларăм. Тимĕр урхамахпа картлашкапа анаймастăн, çапах та аптрамăпăр-ха. Ватă çынна çÿлелле хăпарма йывăр пулин те сывлăхшăн усăллă. Сукмака туса панăшăн питĕ кăмăллă пултăм.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас