Комментари хушас

6 Утă, 2020

Ачаллă çемьесене пулăшас ĕç малалла пырать

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе  канашлу ирттернĕ.

Ачаллă çемьесене социаллă пулăшу кӳмелли хушма мерăсем ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăвăн тĕп теми пулчĕç.
Президент указĕпе килĕшӳллĕн виçĕ çул тултарман ачасемшĕн — уйăхсерен 5-шер, 3-16 çулсенчи ачасемшĕн пĕр хут 10-шар пин тенкĕ тӳлессине çирĕплетнĕ. Çак укçана илме Пенси фончĕн сайчĕ урлă ыйтса çырмалла. Канашлура палăртнă тăрăх, утă уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне Пенси фончĕ виçĕ çулчченхи ачаллă 37,3 пин çемьене виçĕ уйăхшăн пĕтĕмпе 570 миллион тенкĕ тӳленĕ. 10 пин тенкĕпе танлашакан тӳлеве 195,1 пин ачашăн 133,5 пин çемьене панă — пĕтĕмпе 2 миллиард тенке яхăн. Заявленисем татах килнине кура вĕсене тишкерес ĕç малалла пырать.

Федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн 2025 çул тĕлне 19 МУПа çĕнĕлле йĕркелеме, муниципалитетсенчи 10 унитари предприятине пĕтерме палăртнă. Çакăн çинчен канашлура экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтерчĕ.

Асăннă предприятисенчен чылайăшĕ йывăрлăхра. Çавна май Олег Николаев вырăнти влаç ертӳçисене вĕсем муниципалитетсен предприятийĕсемшĕн яваплă пулни пирки асăрхаттарчĕ. Çав шутра — вĕсен ĕç укçипе çыхăннă парăмĕсемшĕн те. «Унитари предприятийĕсене патшалăхăн тата муниципалитетсен уйрăм тĕллевĕсене пурнăçлама туса хунă. Вĕсен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне тивĕçтермелле. МУП туса хунă та ун пирки манса кайнă — кунашкалли юрăхсăр…» — терĕ Олег Алексеевич. Япăх тĕслĕх вырăнне Сĕнтĕрвăрри районне асăнчĕ: икĕ МУП — пĕри панкрутлăх патне çитнĕ, тепринче те ĕç-пуç кăткăс. Вырăнти администрацин лару-тăрăва хăй еккипе ямалла мар.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчекĕсем