Пушар хыççăн çăткăнсем хуçаланчĕç
2010 çулхи пушарсем федерацин уйрăмах хÿтĕлекен "Сăрçи" заповедникĕн 700 ытла га вăрманне кĕллентерчĕç. Унăн пысăкрах пайĕнче 80-90 çулти хырсемччĕ. Вут-çулăм тип-типĕ курăкпа хăрăк-марăка çатăртаттарса-шатăртаттарса чăтлăха кĕрсе сарăлчĕ те - çурта пек йывăç вуллисем çунса хăрăмланчĕç. Аманнисенчен чылайăшĕ каярахпа хăрчĕ. Унтанпа çунчăклăхра вăрăпа тымартан ăвăс, çăка, хурăн шăтса çитĕнчĕ. Ытларахăшĕ халĕ этемрен çÿллĕрех ĕнтĕ. Хăтлăха вăраххăн вун-вун тĕрлĕ ÿсентăранпа чĕрчун тĕнчи таврăнать. Çапах та вут-кăвар алхасичченхине вăя кĕме нумай çул кирлĕ.
Шар курнă лаптăкра хурт-кăпшанкă еплерех хăвăртлăхпа ĕрченине тĕпчетĕп. Маларах йышлă пулнă чылай тĕсе 2011 çулта пачах асăрхамарăм. Анчах çăткăн нăрăсем /жук-жужелица/ нумайланчĕç. Вĕсемшĕн шăл çемми апат пайтахчĕ! Курăк начар шăтрĕ, ура айĕнче хăрăк-турат çукпа пĕрехчĕ. Çăткăн нăрăсем черчен хурт-кăпшанкăпа апатланчĕç. Пĕр сăвăса /клещ/ та курмарăм. Пушар çитмен лаптăкра вара вăл пайтахчĕ.
2010-2013 çулсенче çунчăксене йывăçа кăшлакан-шăтаракан тĕрлĕ йышши шĕкĕсемпе вĕсен личинкисем тапăнчĕç. Вĕсен тапхăрĕ те иртрĕ. Юлашки çулсенче çĕрĕк йывăçа личинка хуракан шĕкĕсем хуçаланаççĕ. Вĕсем кунта хырсем сăсăлланса саланичченех ĕрчеççĕ.
Нăрăн темиçе тĕсĕн, вăл шутра пушартан хăраманнин /златка пожарищ/, йышĕ заповедник çуннă чухне хушăнчĕ. Вут-кăвара пăчлантарсан вĕтĕ хурт-кăпшанкăна пĕтерекен çăткăн нăрăсен темиçе тĕсĕ /жужелица/ хунарĕ. Вĕсем 1970 çулсенче Атăл леш енчи вăрман çуннă хыççăн та ĕрченĕ.
2010-2013 çулсенче çулăм пĕтернĕ хырсем çинче улатаккасем пайтахчĕ. Вĕсем валли апат çителĕклĕччĕ. Иртнĕ çул сахалрах курăнчĕç. Ытти кайăк та нумайччĕ. Апат сахаллансан çунатлисем урăх вырăна апат шырама куçаççĕ. Вун-вун тĕрлĕ хурт-кăпшанкă кăçал та йăх тăсĕ. Çапах та 8-10 çул иртсен вĕсен хисепĕпе тĕсĕ пушарчченхи шайрах пулĕ.
Леонид ЕГОРОВ,
биологи наукисен кандидачĕ