Комментари хушас

31 Пуш, 2015

Чăваш ялне Питĕрпе улăштарман

Хамăр хаçатра эпир вăрçă вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе Чăваш Ене килсе çитнĕ ачасен пĕр ушкăнĕ çинчен çырса кăтартнăччĕ. Ишекри ача çуртĕнче пурăннăскерсен хушшинче Анатолий Ефимов та пулни, ăна пĕр хĕрарăм усрава илни çинчен те аса илнĕччĕ статьяра. Анатолий Васильевичăн шăпи еплерех килсе тухни çинчен пĕлес шухăшпа çула тухрăм та вăл пурăнакан яла - Шупашкар районĕнчи Вăрăмту тăрăхне.

Чăваш амăшĕ - Фекла Ивановна Иванова. Анатолий Васильевич.

Толя-панулми

Çурхи хĕвел хăйĕн ăшшине шеллемесĕр сапаланă вăхăтра ял хутлăхне пырса кĕме кăмăллă: пĕр хушă «тĕлĕрнĕ» пурнăç чĕрĕлме тытăнать-çке! Ял çыннисем хăшĕ уçă сывлăшпа кăкăр тулли сывлама, кам юр шывĕ пухăнса ан тăтăр тесе çул уçма урама тухнă. Акă, хама кирлĕ çурт патне çывхарнă май кĕрнеклĕхне çухатман ватăрах пĕр арçын кĕреçепе кăштăртатнине асăрхарăм. Анатолий Васильевич мана кĕтсе илмех тухнă тейĕн.

- Пĕччен вăхăт иртмест пÿртре. Мăшăрăм, Лина /Мальвина Ильиничнăна çапла йăвашшăн чĕнме хăнăхнă иккен. - Авт./, больницăна выртрĕ те... Выльăх-чĕрлĕх тытмастпăр халĕ, чăхсем кăна. Кушакпа пуплетĕп вĕт питех сăмах хушмасăр аптăраса çитсен, - хуçи çапла калаçнă хушăра хăйне манса ан хăвартăр тенĕн картишĕнчи йытти те сассине пачĕ.

Эпĕ мĕн çăмăлпа çÿренине пĕлсен Анатолий Васильевич пĕр хушă чĕнмерĕ, унтан тин ерипен сăмахне пуçларĕ.

- 1943 çулта пысăк ушкăнпа килсе çитнĕ эпир. Ун чухне тăваттăри ача кăна пулнă эпĕ, çавăнпа пĕтĕмпех тĕплĕн астумастăп та. Пирĕнпе темиçе воспитатель пулнă - пурăна-киле вĕсем каласа пани кăна пуçра юлнă. Пĕри - Зинаида Федоровна Смирнова - Чăваш Енрех тĕпленнĕ, Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ялĕнче пурăнатчĕ. Тĕл пулнă самантсенче пĕрмаях мĕн те пулин каласа кăтартатчĕ вăл мана.

800 ачана Ладога кÿлли урлă тĕрлĕ хулана эвакуациленĕ. Çав шутран 350-шне - Атăл çинчи Шупашкара. Çĕр каçнă хыççăн тепĕр кун вара вĕсене Вăрнар районĕнчи Нурăс интернатне, Ишекри ача çуртне ăсатнă. Мĕн тери хăрушă та хаяр вăрçă тамăкĕнчен хăтăлса юлнине халĕ лайăх ăнланать Анатолий Васильевич. Пирĕн пÿртри калаçăва вăхăтлăх татать те вăл тепĕр пÿлĕмрен пысăк хулăн альбом йăтса тухать, сĕтел хушшине вырнаçса васкамасăр вăрçă çулĕсенчи, каярахри сăнÿкерчĕксене тирпейлĕн тытса пăхма тытăнать. Эпĕ ăна сăнаса ларнă май, акă, мĕнле чăнлăх çинчен шухăшлатăп: çак ĕмĕр асăнмалăх упранакан тĕркере - уйрăм çын пурнăçĕ кăна мар, çĕршыв историйĕ те, самана уйрăмлăхĕ те.

- Кур-ха, хĕрĕм, еплерех тăратпăр. Эпĕ - чи варринчи, чăмăр питçăмартилли, - айне «пĕрремĕш кĕçĕн ушкăн» тесе çырнă фотона кăтартать кил хуçи. - Мана Ишекри интернатра воспитательсем «Толя-яблочко» тесе чĕннĕ-мĕн. Çаврака питлĕ, хĕрлĕ пит çăмартиллĕ шăпăрлана ытти Тольăсенчен уйăрма тупнă хушма ятăм хама та килĕшет, - саккăрмĕш теçеткене вакланă çын сăнне çутатсах ярать йăл кулă. - Фото нумай тунă эпĕ çамрăк чухне. Фотоапппарачĕ халĕ те пур, тĕрĕс-тĕкелех. Шел, чылай альбом - Ишлейри хваттерте, кăсăклă ÿкерчĕк йышлăччĕ. Ĕçлеме пăрахнăранпа ялта пурăнатăп та - унта сайра-хутра кăна пулатăп çав.

Блокада ачисем. Толя-панулми - иккĕмĕш ретре, шăп варринче.

Пĕччен юласран хăраса

Çапах та чуна çывăх пĕр сăнÿкерчĕке кунтах, хăй ÿснĕ килтех, упрать иккен Анатолий Васильевич.

- Акă, манăн анне. Фекла Ивановна. Çапла, «анне» тесех чĕннĕ эпĕ ăна мĕн усрава илнĕренпех. Авалах калатчĕç: çуратни мар, пăхса çитĕнтерни - чăн-чăн анне. Паллах, тăван атте-аннене айăплама сăлтав çук манăн: ют çĕре килсе лекмелле пулса тухнăшăн вĕсем айăплă мар вĕт, хăйсем те темĕн чухлĕ куляннă пуль. - Пăчăртанса тухма пуçланă куççульне шăлса илчĕ вăл. - Лайăх çын аллине лекнĕшĕн шăпана тав тăватăп. Анне 91 çула кайсан çĕре кĕчĕ. Çитĕниччен те, кайран та шăкăл-шăкăл пурăнтăмăр. Хытă ятланине астумастăп. Эпĕ хама ыттисенчен катăк туясран шикленни те пулнă пуль аннен - йывăр пулнине кăтартмасăр ĕçлетчĕ. Паллах, самани пуçран шăлман ĕнтĕ - ялти ытти ачапа танах тырă та вырнă, йĕтем çине хиртен лашапа Ункă шывĕ урлă кĕлтесем те турттарнă.

- Ленинград ачи - чăваш ялĕнче... Чылайăшне вăрçă вĕçленсен тăванĕсем шыраса тупса каялла илсе кайнă. Сирĕн пата килекен пулманшăн чун кÿтмен-и? Ялти пурнăç хуларинчен чылай нушаллăрах-çке, - ыйтмасăр чăтса тăраймастăп эпĕ.

- Пире ку яла 1947 çулта август уйăхĕнче илсе килчĕç. Аннене кÿршĕ хĕрарăмĕ ертсе кайнă Ишеке, хăй те пĕр хăрачана - Люсьăна - усрава илнĕ. Лашапа илме пынине аван астăватăп. Çапла, пĕрремĕш класа çак килтен кайрăм. Люся манран кăшт аслăрахчĕ. Вăрçă хыççăн ăна ашшĕ шыраса тупрĕ. Ленинграда илсе кайсан анне сехĕрленсе ÿкнĕ - мана та тăвансем килсе илсе каяççĕ пуль тенĕ. Çавăн чухне манăн пĕчĕк сăнÿкерчĕкпе çурални çинчен калакан хута çунтарса ярать мăнтарăн. Çакăн çинчен çулсем иртсен тин каласа кăтартнăччĕ вăл мана. Тунсăхланă-и тетĕн - эпĕ хамăн тăван çемьене йĕркеллĕ астумастăп. Мана урамра çапкаланса çÿренине асăрханă та ача çуртне илсе кайнă. Блокада хулинче выçлăхпа аптăраса вăйсăрланнă ачасене çапла çемьерен ирĕк илмесĕрех интерната вырнаçтарнă теççĕ. Рахит чирĕ пуçланас хăрушлăх та пулнă-мĕн манăн.

- Хушаматăр малтан урăхла пулнă вĕт-ха. Фекла Ивановна хăйĕн хушамачĕпе çыртарнин те сăлтавĕсем пулнах ĕнтĕ.

- Качча кайман вăл. Пурăна-киле вăл-ку ыйту сиксе ан тухтăр тенĕ пулĕ. Кун пирки унран эпĕ нихăçан та тĕпчемен.

«Асрах уçăлакан кĕпер, Собчак...»

Çапах та этем йывăç-курăк мар: хăйĕн несĕлĕсене пĕлме кирек камăн та кăмăлĕ те, ирĕкĕ те пур.

Анатолий Кăшавăшри 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан укçа-тенкĕ йывăрлăхне пула малалла пĕлÿ илеймест. Тĕрлĕ çĕрте - колхозра, библиотекăра, комсомол организацийĕн вырăнти секретарĕнче тăрăшать. Каярахпа вара Ишлейри машинăсем тăвакан /каярах - пысăк вольтлă приборсем тăвакан/ завода кĕрĕшет. Ленинградри тăванĕсене тупма предприяти юрисчĕ пулăшать те Вăрăмту ялĕнче пурăнакан блокадника.

- Хам кун çути курнă хулана малтанхи хут кайсан хресна аннене шыраса тупрăм. Эпĕ Выборг районĕнче çуралса ÿсни, аттепе анне вилни çинчен каласа панăччĕ вăл. Куççуле шăла-шăлах калаçнăччĕ эпир. Анне выçăпа вилнĕ пулас. Аттене çар хатĕрĕсем тиенĕ пуйăспа фронта илсе кайни паллă. Çемьере ача эпĕ кăна пулнă. Хресна анне урамсенче выртакан çын виллисене çунапа пуçтарнине хăрушă тĕлĕк пек аса илетчĕ. Урăхран вăрçă çулĕсем çинчен нимех те каласа паман. Эпир пурăннă çурт коммуналлă пулнă. Кайса курнă чухне унта курсантсем пурăнатчĕç.

- Ленинград - тĕлĕнмелле илемлĕ хула. Таврăнас кăмăл унта тепĕр хут çаврăнса çитсен çуралмарĕ-и?

- Блокадниксен ачисене хваттер тÿлевсĕрех параççĕ. Хула ĕçтăвкомĕн председателĕ Герасимов мана та çак çăмăллăхпа усă курма сĕннĕччĕ. Ун чухне эпĕ çемьеленнĕ те ĕнтĕ, икĕ ача ашшĕ. Заводран Ишлей поселокĕнче пĕр пÿлĕмлĕ хваттер панăччĕ. Уншăн ялти тислĕкрен хăтăласса пĕлсе еплерех савăннă ун чухне! «Хваттер ахаль те пур манăн, кирлĕ мар», - терĕм. Хайхи Герасимов юлташ лайăхрах шухăшласа пăхма сĕнсе хăй тĕлĕннине пытармасть: «30 çул ĕçтăвкомра тăрăшатăп - Ленинградра тÿлевсĕр хваттер пирки кирлĕ мар текене пуçласа куратăп», - терĕ. Чăваш Ене таврăнсан ĕçтешсем питĕ ÿпкелерĕç. Çав-çавах пурнăçа кунта ирттернĕшĕн ÿкĕнместĕп. Нева çинчи хула чăнахах хитре ĕнтĕ. «Эрмитаж», уçăлакан кĕпер тата ытти те...- мăшăра илсе кайса кăтартнă вĕсене. Хам вара документсем пирки чупкаланă чухне пĕрре çапла Анатолий Собчакпа та тĕл пулнăччĕ.

- Малтан çырăнса е шăнкăравласа хумасăрах йышăнчĕ-и?

- Çапла. Лайăх çын пек туйăнчĕ вăл мана. Блокада витĕр тухнисене вăрçă ветеранĕсемпе тан çăмăллăхсемпе тивĕçтерме патшалăх программине хута яричченех пуçарнă вĕт Ленинград мэрĕ. Шел, вăхăтĕнче кирлĕ документсене йăлтах йĕркелештерсе çитереймерĕм - блокадник пенсине тивĕçеймерĕм. Черетлĕ хут инçе çула тухас умĕн хресна аннене пĕлтерсе хурасшăнччĕ те - вăл вилни çинчен каларĕç.

- Паян сире кун-çулăр пуçланнă хулапа мĕн çыхăнтарать?

- Хулари паллă вырăнсенче ÿкерĕннĕ фотосем - альбомĕ-альбомĕпе. Унсăр пуçне манăн хваттерте, акă, мĕнле сăнÿкерчĕк упранать - эпĕ, тăхăр уйăхри пепке, аннен чĕрçийĕнче. Эпĕ ăна пысăклатса пичетленĕ. Вăл - чăн-чăн реликви.

Вуншар çул «тĕлĕрнĕ» снаряд ванчăкĕ

Ленинградри вăрçă вучĕпе ун хушшинче çыхăну пуррине вара Анатолий Васильевича çитĕнсе çитсен сулахай ури аса илтернĕ.

- Чипер çÿренĕ яланах, тем хушăра мăкăль ÿсме пуçларĕ те вырăнти тухтăрсем урана операци тумалла тесе пĕлтерчĕç. Хирурга Чулхуларанах чĕнсе илчĕç. Хайхискер тимĕр катăкне туртса кăларать те тĕлĕнсе каять: снаряд ванчăкĕ манăн ÿт ăшне мĕнле кĕрсе ларма пултарнă? Эпир блокада хулинчен тарма тухсан пирĕн пуйăс çывăхĕнче тăшман снарячĕ çурăлнă. Çавăн чухне çынсем тарнă май сапаланса пĕтни çинчен воспитательсем каласа панине астăватăп. Акă, хăçан суранланнă ман ура, эпĕ вара тухтăрсем касса кăлариччен шĕшкĕ мăйăрĕ пысăкăш ванчăк çинчен пĕлмен те.

- Тăваттăра кăна пулнă - нуши-терчĕ пĕр çын пурнăçĕ тăршшĕлĕхех!

- Вăрçăран хăрушши çуках çав. Паспорт тума вăхăт çитсен мĕнлерех хĕн курман-ши тата. Анне хутсене çунтарса янăран эпĕ миçемĕш çулта, хăш уйăхра çуралнине те пĕлмен вĕт. Кÿкеç больницинче мана шăлсене ÿкерсе-тĕпчесе справка пачĕç. Унпа ЗАГС уйрăмне миçе хутчен кайрăм - манпа çыхланма та хăратчĕç. Пĕрре вара ватăрах хĕрарăм /шел, çулсем иртнĕçем хушаматне маннă/ хăй кĕçех тивĕçлĕ канăва каяссине пĕлтерчĕ, манăн хушаматпа акт çырса хăваратăп терĕ. Тавах ăна. Паспорт çинче эпĕ 1940 çулта, майăн 5-мĕшĕнче кун çути курнă тесе çырнă. Ленинградра çурални çинчен калакан хутăн дубликатне тутарсан хам 1939 çулта январĕн 21-мĕшĕнче çуралнине пĕлтĕм.

Шăпаран иртеймĕн... Вăл темле авсан-хуçсан та тĕрĕс çулран пăрăнса кайман, тÿрĕ кăмăлпа пурăнма хăват çитернĕ. Анатолий Ефимов-Иванов чунĕпе парăннă Ишлей заводĕнче 42 çул вăй хунă, юлашки çулсенче инструмент участокĕн пуçлăхĕ пулнă. Мальвина Ильиничнăпа çур ĕмĕр ытла ĕнтĕ пĕр сукмакпа утаççĕ вĕсем. Ачисем - Людмилăпа Сергей - хăйсен мăшăрĕсене тупса мăнуксем парнелени, çирĕп йăва çавăрни - чăн телей вĕсемшĕн.

- Тÿпе тăрă пулсан, ялйыш хисеплесен, тăван-пĕтен сывă пулсан мĕншĕн пурăнас мар? - калас сăмахне пĕтĕмлетсе йăл кулать Анатолий Васильевич.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.