Archive - Авăн 2014 - Хыпар

сентября 26th

26 Авăн, 2014

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 38 /784/ №, 26. 09. 2014

"Хыпар" издательство çурчĕн" кăларăмĕсене почтăра çырăнмалли вăхăт çитрĕ. "Кил-çурт хушма хуçалăх" хаçатăн çур çуллăх хакĕ юпан 4-мĕшĕччен 167,88 тенкĕ çеç. Ку чи пĕчĕк хак. Индексĕ В4806.

• Паха слива, чие тĕмĕсене çĕнетме пулать.Ансат пĕр мел - тымартан.

26 Авăн, 2014

Сливaпа чиене - тымартан

Хăш-пĕр пахчара ватăлса йывăçланнă чиене е сливăна курма пулать. Вĕсем çимĕç параççĕ-ха, анчах сĕре ватăлнă, вулли çуркаланнă, турачĕсем илемсĕрленнĕ, çĕнĕ туратсем ÿсмеççĕ. Паллах, çак тĕме çĕнетсен çимĕç кÿреслĕх чылай ÿсет, пахча та илемленет. Пахчаçă çĕнетме те хатĕр вĕсене, анчах ăна мĕнле тумаллине пĕлмест.

26 Авăн, 2014

Пахча çимĕç шашлăкĕ

Кĕрхи хĕвеллĕ кунсемпе усă курса тус-юлташпа, çемьепе пĕрле çут çанталăк ытамне тухса кĕрер-и. Уçă сывлăшра, паллах, шашлăкран тутлăраххи, техĕмлĕреххи нимĕн те çук пулĕ.

Улма-çырла шашлăкĕ

2 килограмм сысна ашĕ, 10 киви, 3-4 лимон, 100 грама яхăн соя соусĕ кирлĕ.

сентября 25th

25 Авăн, 2014

"Сывлăх" /Здоровье/, № 38 /803/, 25. 09. 2014

о Печень будет благодарна.
о От артрита - соленое молоко.
о Холестерин выводят чеснок и сырое яйцо.
о Почки больные, отеки замучили.
о Вредные бактерии где только не оседают!
о Мужчинам помогут орешник и омела.

25 Авăн, 2014

"Сывлăх", 38 /803/ №, 25. 09. 2014

о Ват хăмпи тав тăвĕ.
о Артритран - тăварлă сĕт.
о Холестеринран ыхрапа çăмарта тасатаççĕ.
о Ÿт хытă кĕçĕтет.
о Вăй пĕтсен, ÿт-пÿ тăртансан.
о Сиенлĕ бактерисем таçта та пухăнаççĕ.
о Арçынсене шĕшкĕпе омела пулăшаççĕ.

25 Авăн, 2014

ВĂЙ ПĔТЕТ, ӲТ-ПӲ ТĂРТАНАТЬ

Гломерулонефрит - пӳрен инфекци-аллерги чирĕ. Вăл вăй пĕтнипе, пит, ӳт-пӳ, урасем тăртаннипе палăрать. Шăкра белок, юн тупаççĕ. Юн пусăмĕ ӳсет, чĕре сикет, куç япăхрах курма пуçлать. Çак чиртен сипленнĕ чухне халăх медицинин меслечĕсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

Юн курăнсан

*Шыçнă пӳрене çирĕплетме пĕр пуç сухана духовкăра пĕçерсе хуппине тастмалла та ирхине выç хырăмла çимелле. Курс - пĕр эрне.

25 Авăн, 2014

КАВĂН СĔТКЕНĔ - ВИТАМИН ÇĂЛ КУÇĔ

Кавăн сĕткенĕ В ушкăнри, С, Р, РР, Е, К, ытти витаминсемпе пуян. Унра кали, кальци, магни, пăхăр, кобальт, цинк, йод пур.

Сĕткен вар-хырăм, чĕре ĕçне лайăхлатать, ÿт тăртаннипе палăракан чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптартсан пулăшать, шыççа хирĕçле, температурăна чакаракан витĕмпе палăрса тăрать, çавăнпа ăна шăнса пăсăлсан, грипп чухне ĕçеççĕ. Çавăн пекех вăл организмра тимĕр çитменнипе анеми аталансан, иммунитет чаксан, вар хытсан, пĕверпе ват хăмпи чирлесен усăллă.

Мĕнле хатĕрлемелле-ха?

Pages