ВĂЙ ПĔТЕТ, ӲТ-ПӲ ТĂРТАНАТЬ
Гломерулонефрит - пӳрен инфекци-аллерги чирĕ. Вăл вăй пĕтнипе, пит, ӳт-пӳ, урасем тăртаннипе палăрать. Шăкра белок, юн тупаççĕ. Юн пусăмĕ ӳсет, чĕре сикет, куç япăхрах курма пуçлать. Çак чиртен сипленнĕ чухне халăх медицинин меслечĕсемпе те усă курма сĕнеççĕ.
Юн курăнсан
*Шыçнă пӳрене çирĕплетме пĕр пуç сухана духовкăра пĕçерсе хуппине тастмалла та ирхине выç хырăмла çимелле. Курс - пĕр эрне.
*1 апат кашăкĕ чăрăш тăррине /хвощ полевой/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Вăрах гломерулонефрит чухне кунне 5-6 хут апатчен 15 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Асăрханăр! Çивĕч гломерулонефритпа аптранă чухне ĕçмелле мар.
*Шăкра юн курăнсан çак хутăш аван. Пĕр виçепе шур тăрăллă хыт курăка /тысячелистник/ тата вĕлтрен çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
*Çуркунне шыв вырăнне хурăн сĕткенĕ ĕçни усăллă. Вăл шăкри белок виçине чакарать, организмран шлаксене кăларать. Ытти вăхăтра шывпа чей вырăнне хурăнăн тин сарăлма пуçланă çулçисен /вĕсене çуркунне пухса типĕтмелле/ шĕвекне ĕçмелле. 1 чей кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле.
*Хĕрлĕ утин /подмаренник/ препарачĕсем пӳре шыçнинчен витĕмлĕ сиплеççĕ. 3 апат кашăкĕ курăка термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, çур сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апатчен 1 сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10 кун.
*Аллергие хирĕçле витĕм кӳме курăксен çак пуххипе усă кураççĕ. 3-шер пай шăши кикенекĕпе /череда/ сар çип утине /зверобой/, 2-шер пай хупах, сив курăкĕн /цикорий/ тымарĕсене, сысна курăкĕпе /спорыш/ ылтăн хулла /золотарник, золотая розга/, 1-ер пай шур тăрăллă хыт курăкпа шурă хăва тымарне хутăштармалла. 6 апат кашăкĕ пухха термосри тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, çĕр каçа лартмалла, сăрăхтармалла. Çакăн пек ĕçмелле: ирхине выç хырăмла 1 стакан, унтан тата 2 хут апат хыççăн икĕ сехетрен 1-ер стакан. Курс - 10 кун.
Сĕтпе ӳсен-тăран апачĕ тĕп вырăнта пулмалла. Улма-çырла, тĕрлĕ пăтă, кишĕр, пан улми, апельсин, слива, абрикос, хура хурлăхан, сĕткен усăллă. Рационра какай, çăмарта, сыр, мăйăр, тăвар виçине чикĕлемелле. Консерв таврашĕ пачах çимелле мар.
Паллах, ӳсен-тăран пуххисемпе сипленме пуçличчен хăвăрăн тухтăрпа канашлани ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен кашнин организмĕ курăксене тĕрлĕрен йышăнать.