Archive - 5 Авăн, 2014 - Хыпар
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 35 /781/ №, 05. 09. 2014
Чÿрече ăшша упратaр
Хунавпа та, тымарпа та
Çaмарта хуппине пaрахма ан васкaр
Нумайăшĕ тĕпелте çăмартана çĕмĕрнĕ чухне унăн хуппин усăлăхĕ пирки шухăшласах та каймасть пулĕ. Кирлине - çатмана, хуппине - çÿпĕ витрине. Анчах ас тăвăр, çăмарта хуппи çÿпĕ мар. Ăна тĕрлĕ çĕрте усă курма пулать. Вăл тĕрлĕ микроэлементпа пуян.
Пахчара тăпрана пулăхлатасси
Çăмарта хуппине пуçтарса пырăр, типĕтĕр, вĕтетĕр те çĕре чавас умĕн сапалăр. Пĕр тăваткал метра 100 çăмарта хуппи сапма юрать. Помидор, хăяр, çĕр улми пулмалли вырăнсемшĕн уйрăмах лайăх.
Пÿлĕмри чечексемшĕн те аван