Комментари хушас

5 Авăн, 2014

Хунавпа та, тымарпа та

Пасарта хăмла çырлипе хура хăмла çырли гибридне сутаççĕ, çырли те тутлă. Ăна мĕнле ĕрчетмелле-ши.

Лариса ПРОКОПЬЕВА.
Патăрьел районĕ.

Хăмла çырлине хура хăмла çырлин гибридне тымартан, туратран тата хунавран ĕрчетме пулать.

Чылайăшĕ пĕрремĕш меслете кăмăллать. Çуркунне 5-7 мм хулăнăш тымарсене чавса кăлармалла та 10-15 см вăрăмăш касăксем тумалла. Унтан вĕсене çийĕнчех 15-20 тарăнăш йĕрсене вырттарса хурăр та тăпрапа хуплăр, шăварăр.

Тепĕр меслет. Пĕр çулти хытса кайман туратсене тымарлантарасси. Ăна валли 30-35 см туратсем илмелле. Утă уйăхĕн вĕçĕнче, çурла уйăхĕнче туратсене тăпрана 20-25 см тарăнăш чавса хумалла, шăвармалла. Çуркунне çĕр айĕнчи туратсенчен çĕнĕ хунавсем тухаççĕ. Хунав 10-15 см çÿллĕш ÿссен вĕсене яланхи вырăнне лартмалла. Ку меслетпе Кумберленд сорта ĕрчетме аван. Тайберри сорта хăмла çырли пекех, çулсерен тухакан хунавсенчен, ĕрчетме аван.

Ю.КОРНИЛОВ, агроном.

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.