Ю.КОРНИЛОВ

25 Пуш, 2015

Ял сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнать

Тăван кĕтес кашниншĕнех хаклă. Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм вулавăшĕнче ĕçлекен Надежда Волкова хăй пурăнакан Анаткас Сурăм ял историйĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.

- Ваттисем каланă тăрăх, Анаткас Сурăм XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланса кайнă. Ял Сурăм вăрман хĕрринчи пысăк лупашкаллă вырăнта никĕсленме тытăннă. Анчах та ял çыннисене вăрă-хурахсем канăç паман, Чумак йăхĕ уйрăмах халăха пусмăрлама тăрăшнă, - каласа парать Надежда Волкова. - Çавăнпа та çынсем сăртлă вырăна куçнă.