Ял сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнать
Тăван кĕтес кашниншĕнех хаклă. Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм вулавăшĕнче ĕçлекен Надежда Волкова хăй пурăнакан Анаткас Сурăм ял историйĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.
- Ваттисем каланă тăрăх, Анаткас Сурăм XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланса кайнă. Ял Сурăм вăрман хĕрринчи пысăк лупашкаллă вырăнта никĕсленме тытăннă. Анчах та ял çыннисене вăрă-хурахсем канăç паман, Чумак йăхĕ уйрăмах халăха пусмăрлама тăрăшнă, - каласа парать Надежда Волкова. - Çавăнпа та çынсем сăртлă вырăна куçнă.
Ял çыннисем çывăхра уй йĕркеленĕ, тырă туса илме пуçланă. Нумайăшĕн çĕр чавса тунă пÿртсем пулнă. Хальхи вăхăтри пек мăрьерен тĕтĕм тухман, вут хутса ярсан алăка уçма тивнĕ. Пÿрт тăррисене улăмпа витнĕ. Пурăна-киле чус-хăмапа е тимĕрпе улăштарнă. Малалла вулас...
Комментари хушас