Ял историйĕ

25 Пуш, 2015

Ял сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнать

Тăван кĕтес кашниншĕнех хаклă. Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм вулавăшĕнче ĕçлекен Надежда Волкова хăй пурăнакан Анаткас Сурăм ял историйĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.

- Ваттисем каланă тăрăх, Анаткас Сурăм XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланса кайнă. Ял Сурăм вăрман хĕрринчи пысăк лупашкаллă вырăнта никĕсленме тытăннă. Анчах та ял çыннисене вăрă-хурахсем канăç паман, Чумак йăхĕ уйрăмах халăха пусмăрлама тăрăшнă, - каласа парать Надежда Волкова. - Çавăнпа та çынсем сăртлă вырăна куçнă.

16 Çурла, 2014

Арапуçсем хăйсен хутлăхне юратаççĕ

Пурăннă тăк Семен Гурьев тавра пĕлÿçĕ, РСФСР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Иван Михайлов «История деревни Арабоси» кĕнеке пичетленсе тухнишĕн чунтанах савăннă пулĕччĕç.

5 Утă, 2014

Виçĕ Юнтапа

Иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр. Кашни ялăн - хăйĕн сăн-сăпачĕ, кун-çулĕ. Вăрнар районĕнчи Кушар, Уйкас, Хурапыр Юнтапа ялĕсен историне илес тĕк, вĕсем пирки никамах та çырман, тĕпчемен, интересленмен. Илья Степанов тавра пĕлÿçĕ район хаçатĕнче материал пичетлесе кăларнисĕр пуçне паллах.

Ĕмĕрсен ахрăмĕ