Виçĕ Юнтапа
Хÿтлĕх

Иртнисĕр малашлăх çук тетпĕр. Кашни ялăн - хăйĕн сăн-сăпачĕ, кун-çулĕ. Вăрнар районĕнчи Кушар, Уйкас, Хурапыр Юнтапа ялĕсен историне илес тĕк, вĕсем пирки никамах та çырман, тĕпчемен, интересленмен. Илья Степанов тавра пĕлÿçĕ район хаçатĕнче материал пичетлесе кăларнисĕр пуçне паллах.

Ĕмĕрсен ахрăмĕ

Кушар Юнтапа ячĕ архив докуменчĕсенче XVI ĕмĕртен тĕл пулать. Вăл хальхи Элĕк районне кĕрекен Шуркасси Юнтапаран уйрăлса тухнă теççĕ. Çакă паллă: 1928 çулчченех ку ялсенче вилнисене Шуркасси Юнтапа çăвинче пытарнă. Ун хыççăн 3 ял хушшинче çĕнĕ çăва валли тĕне кĕмен чăваш масарĕнчен çур çухрăмра çĕр уйăрнă.

Уйкас /е Пасаркас/ тата Хурапыр Юнтапасене XVII ĕмĕрте Кушар Юнтапаран куçнă çынсем пуçарса янă иккен. 1859 çултан пуçласа XX ĕмĕрĕн çурри таранах Уйкас Юнтапара тунти кунсенче пасар пухăннă.

Çак ялсем тĕрлĕ вăхăтра Етĕрне уесĕнчи Асакасси вулăсне, Трак, Калинин, Красноармейски, Вăрнар районĕсене кĕнĕ.

Вĕсен çыннисем Тăван çĕр-шывăн пур пулăмне те хутшăннă. Тĕслĕхрен, 1670 çулта Степан Разин, 1774 çулта Емельян Пугачев ертсе пынă хресчен вăрçисенче хастар пулнă. Пугачев пăлхавне путарнă хыççăн ку тăрăхри халăха хăратас тесе çапăçусенче пуянсене хирĕç пулнă çынсенчен хăш-пĕрне çакса вĕлернĕ.

1842 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Мăньял çывăхĕнче 6 пин хресчен сенĕк, пуртă, патак, çава тата ытти хатĕр йăтса, 400 çынлă çара хирĕç тухнă. Пăшаллă казаксене мĕнех тăвайнă-ши вĕсем? Хресченсем П.Киселев ирттерекен реформăна хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен хĕсĕк анисене кастарса общество валли сухалама парасшăн пулман.

Пирĕн енчи халăха вара Тăван çĕр-шывăн 1812 çулхи вăрçин паттăрĕ, Кушар Юнтапа çынни Сидор Семенов ертсе кайнă. Тан мар çапăçура 14-шĕ йывăр аманнă, 3-шĕ вилнĕ, 400-ĕшне арестленĕ. Çакна хирĕç çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Муркаш районне кĕрекен Шурча тăрăхĕнче Етĕрне тата Козьмодемьянск уесĕсенчи 10 пин хресчен пăлхава тухнă. Ăна пăчлантарнă пулин те крепостла правăна пăрахăçлассине çывхартнă /ăна 1861 çулта пĕтернĕ/.

Сидор Семенов 1792 çулта Кушар Юнтапара çуралнă. 1812 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче 20 çулхи çамрăка патша çарне илнĕ, хĕсметре 26 çул тăнă. Киев гренадерĕсен полкĕн салтакĕ вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн «Çветтуй Анна» тата V степень «Вăрçăри çитĕнÿсемшĕн» паллăна, Парижа /1814 ç./ тата Варшавăна /1831 ç./ илнĕшĕн кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Шурча пăлхавне путарнă, чи хастаррисене тытса хупнă. Вĕсен шутĕнче Сидор Семенов та пулнă. Хусан кĕпĕрнаттăрĕ С.Шипов 1843 çулхи кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче çĕр-шывăн шалти ĕçсен министрне Сидор Симонов /Семенов/ пирки çапла пĕлтернĕ: «...Представляя на благоусмотрение Вашего высокопревосходительства, долгом поставляю присовокупить, что, принимая во внимание беспорочную службу рядового Симонова /Семенова/ я заключаю: лишить его знаков отличия за военное достоинство, серебряной медали и трех нашивок, наказать шпицрутенами через 500 человек один раз и как негодного по летам к крепостной работе отослать в Сибирь на поселение». Паттăрăн малашнехи шăпи паллă мар.

Хальхи вăхăтра çĕр-шыври пулăма тĕрлĕрен хаклаççĕ. Çапах та пирĕн ялсен историйĕпе çыхăннине, тĕрлĕ вăхăтри паттăрсене ас тумалла, хакламалла, çамрăк ăру валли упраса хăвармалла.

 

Вĕсене асра тытатпăр

Репресси çулĕсем темиçе тапхăрпа иртнĕ - 1920 çултан тытăнса 1980 çулчченех. Чи хăрушши 1937-1938 çулсенче пулнă. Ун чухне çирĕпрех хуçалăхсене пысăк налук тÿлеттернĕ. Хушăва пурнăçламан тесе кашнине тенĕ пек 2 çуллăха тĕрмене е 5 çуллăха каторгăна янă. Нумайăшĕ унтан таврăнайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче вĕсен таса ятне тавăрнă тата 2 томлă кĕнекене кĕртнĕ.

Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине Кушар Юнтапа тăрăхĕнчен 193 çын кайнă, 129-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Кушар Юнтапари 77 çынран - 51-шĕ, Уйкас Юнтапари 64 çынран - 47-шĕ, Хурапыр Юнтапари 52 çынран - 31-шĕ таврăнайман.

Кушар Юнтапа ялĕнче халĕ Вениамин Прокопьев ветеран кăна юлнă. Валентин Лаврентьев нумаях пулмасть пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Уйкас Юнтапара - Василий Исаков, Хурапыр Юнтапара - Михаил Калошев кăна.

Паттăрла вилнисене те, сурансене пула уйрăлса кайнисене те, халĕ пурăнакан ветерансене те нихăçан та манмастпăр, асра тытатпăр.

Хальхи вăхăтра çак ялсем Ярмушка ял тăрăхне кĕреççĕ.

Шкулсем çинчен калас тăк Кушар Юнтапа çынни Иван Павлов, патша çарĕнчен таврăннăскер, ял халăхĕ хут пĕлменнипе, тĕттĕм пулнипе пăшăрханнăскер, 1893 çултах хăйĕн килĕнче ачасене вĕрентме тытăннă. Каярах вăл чиркÿпе прихут шкулĕ пулса тăнă. Кушар Юнтапари пуçламăш шкул Совет влаçĕн çулĕсенче уçăлнă. Ун чухне ачасене ытларах пуянрах çынсен çурчĕсенче Михаил Илларионов пĕлÿ панă. Каярах вăл Етĕрне уес ĕçтăвком председателĕнче, Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн председателĕнче ĕçленĕ, Мускавра В.Ленинпа темиçе хут та тĕл пулнă. 1931 çулта кунта вăтам шкул уçăлнă, ăна малтан Николай Значков, каярахпа Лука Захаров ертсе пынă.

 

Хисеплĕ çынсем

Çак тăрăхран хисепе тивĕçлĕ çын чылай тухнă: Александр Мажоров - пĕрремĕш комсомолец* Денис Леонтьев - малтанхи тракторист* Николай Исаков - паллă тимĕрçĕ* Кузьма Варламов - чаплă пахчаçă* Иван Перепелкин - Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ* Зинон Шестаков - вăрçă ветеранĕ, çăм атă ăсти* Иван Шестаков - Атăл леш енчи торф предприятийĕн директорĕ пулнă, Василий Шестаков - ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, ăсчах* Геннадий Иванов - районти /ун чухне - Калинин районĕ/ уполномоченнăй.

Трифоновсен йăхĕнче те маттур çынсем сахал мар: Валентин Трифонов бригадир, Уйкас Юнтапари вăтам шкула ертсе пынă, Михаил Николаев ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн ертÿçи, Петр Трифонов, Николай Леонтьев, Юрий Баранов - Раççей тава тивĕçлĕ донорĕсем.

Тăван ял çинчен материал пухнă чухне унăн шăпи, хуйхи-суйхи, çитĕнĕвĕ куç умне тухса тăчĕç. Ентешсем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăннă, ĕмĕтленнĕ.

Хальхи вăхăтра Кушар Юнтапа ял тăрăхĕнчи 343 хуçалăхра 709 çын пурăнать.

Юлашкинчен тĕлĕнмелле тепĕр çын - кÿршĕре пурăннă Ярмань мучи, Герман Шишкин - çинчен пĕлтерес килет. Маншăн вăл - ырă кăмăллă та пултаруллă ентешсенчен пĕри. Çакна каярахпа кăна туйса илтĕм. Ярмань мучи икĕ вăрçăра пулнă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче тыткăна лекнĕ. Унта темиçе халăх çынни хушшинче пулса тутар, нимĕç, венгр чĕлхисене вĕреннĕ. Вырăсла малтанах пупленĕ ĕнтĕ. Эпĕ те ун хыççăн çав чĕлхесемпе кăсăкланаттăм. Ас тăватăп: чи малтанах вĕсемпе шут хисепне вĕрентрĕ. Сăмахсем халĕ те асăмрах, ĕçре те вĕсемпе усă куратăп. Атте каланă тăрăх /Ярмань мучи унран самаях аслă пулнă/ - çамрăк чухне вĕсем каçсерен выртмана çÿренĕ. Хăш-пĕри лаша чуптарса ăмăртнă, Ярмань вара утсемпе тан пынă е хыçалтан чупса çитсе вĕсене утланнă.

Пултаруллă çынсем пирĕн таврара пулнă, пур, малашне те пулĕç. Эпир вĕсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр.

Апла тăк ял пурăнать, унăн хастар çыннисем малашлăха талпăнаççĕ.

 

Вăрнар районĕ,

Людмила КИРГИЗОВА-ШЕСТАКОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.