Комментари хушас

25 Авăн, 2014

ШĂНСА ПĂСĂЛСАН СИВĔ ШЫВ АВАН

Шăнса пăсăлсан, температура хăпарсан чире çăмăллатма килти мелсем пулăшаççфĕ.

Ӳте сăтăрни

Пĕр виçепе вĕренĕ сивĕ шыва тата шурă эрехе хутăштармалла. Çак хутăшра пир пусмана йĕпетсе кĕлеткене сăтăрмалла. Унтан ăшă утиялпа чĕркенсе выртмалла. Кашни сехетре çĕнĕрен йĕпетсе сăтăрмалла. Сиплев - температура чакичченех.

2-шер апат кашăкĕ пĕтнĕкпе мелисса çулçисене хутăштармалла, тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, ăшăлла сăрăхтармалла. Çак шĕвекре марльăна йĕпетсе кĕлеткене сăтăрмалла. Унтан ăшă чĕркенсе выртмалла. Процедурăна кашни сехетре çĕнĕрен тумалла.

Çĕр улми компресĕ

Çĕр улмине шултра теркăпа хырмалла, 1 чей кашăкĕ апат уксусĕ ярса пăтратмалла. Хутăша пир салфеткăпа е марльăпа чĕркесе çамка çине хумалла. Компреса 15-20 минут тытмалла. Унтан çĕннипе улăштармалла.

Тăварлă хăярпа

Йӳçĕрех тăварлă хăяра çаврашкасем туса касмалла. Вĕсене ура тупанне, çамка, ĕнсе çине хумалла. Типнĕ май çĕнĕрен касса хумалла. Температура чакичченех тытмалла.

Чейпе çулçă шĕвекĕ

1 апат кашăкĕ типĕ хура чейе тата 1 апат кашăкĕ хăмла çырли çулçине хутăштармалла. Тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 10-15 минутран сăрăхтармалла. 2 апат кашăкĕ шурă эрех хушмалла. Кунне 2-3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Ун хыççăнах ăшă витĕнсе выртмалла.

Шута илме: хытă тарланă хыççăн шăнмалла мар, çи-пуçа часрах типпипе улăштармалла.

Суханпа пан улми

Теркăпа вăтам суханпа пан улмине хырмалла. Пулнă пăтта пĕр виçепе пылпа хутăштармалла. Кунне 3 хут апатчен 1-ер апат кашăкĕ çимелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.