КАВĂН СĔТКЕНĔ - ВИТАМИН ÇĂЛ КУÇĔ
Кавăн сĕткенĕ В ушкăнри, С, Р, РР, Е, К, ытти витаминсемпе пуян. Унра кали, кальци, магни, пăхăр, кобальт, цинк, йод пур.
Сĕткен вар-хырăм, чĕре ĕçне лайăхлатать, ÿт тăртаннипе палăракан чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптартсан пулăшать, шыççа хирĕçле, температурăна чакаракан витĕмпе палăрса тăрать, çавăнпа ăна шăнса пăсăлсан, грипп чухне ĕçеççĕ. Çавăн пекех вăл организмра тимĕр çитменнипе анеми аталансан, иммунитет чаксан, вар хытсан, пĕверпе ват хăмпи чирлесен усăллă.
Мĕнле хатĕрлемелле-ха?
Çунă, хуппине тасатнă, вăррине, çемçе ăшне кăларнă кавăна теркăпа хырмалла, темиçе сий марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Тутине лайăхлатма кавăн сĕткенне лимон е апельсин сĕткенĕ хушма юрать. Çавăн пекех ăна пĕр виçепе кишĕр тата пан улми сĕткенĕпе хутăштараççĕ. Кавăн-кишĕр сĕткенĕ куç çивĕчлĕхне, юна лайăхлатать. Кавăн-пан улми сĕткенне гиповитаминоз, юн çителĕксĕрлĕхĕ, апат анман, пыршăлăх вăйсăр ĕçленĕ чухне ĕçме сĕнеççĕ.
Шута илме: кавăн сĕткенне ĕçес умĕн кăна хатĕрлемелле, мĕншĕн тесен консервламасан вăл сиплĕхне хăвăрт çухатать.
Ăна çапла консервлаççĕ.
Тин юхтарнă сĕткене вĕреме кĕрсенех çулăма пĕчĕклетмелле, 4-5 минутран илмелле. Унтан стерилизациленĕ банкăсене ямалла, таса хупăлчасемпе витсе хумалла. Вĕрекен шыв мунчинче 7-10 минут тытнă хыççăн хупăлчасене çăтă хупмалла. Сивĕре упрамалла.
Мĕнле тата хăçан усă кураççĕ?
Пÿрепе пĕвер чирĕсенчен. Кунне пĕрре апатчен 30 минут маларах çур стакан сĕткен ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.
Гипертони тата вар хытни. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах чĕрĕкшер стакан сĕткен ĕçмелле.
Простатит, аденомăн пуçламăш тапхăрĕ. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан кавăн сĕткенĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх. Профилактика тĕллевĕпе виçĕ уйăхра пĕрре çĕнĕ курс ирттермелле.
Ÿте пĕçертсе ярсан, пÿрлешкерен. Пир пусмана кавăн сĕткенĕнче йĕпетсе сиенленнĕ ÿт çине кунне 2-3 хут 5-10 минута хумалла.
Асăрханăр! Кавăн сĕткенĕ организмĕ йышăнман, хырăмлăх сĕткенĕ пĕчĕк чухнехи гастрит, хырăмлăх язви, юн кĕвелеслĕх пысăк пулни, тромбофлебит, сахăр диабечĕ аптратакан, ишеми инсульчĕ е миокард инфаркчĕ тÿссе ирттернĕ çынсене юрамасть.
Маçа тÿрленмен сурана, пиçсе кайнă ÿте сĕрмелле, çыхăпа çирĕплетмелле.