Archive - Авăн 2014 - Хыпар

сентября 25th

25 Авăн, 2014

Пуçласа - пысăк штраф

Панкрутлăх сферинчи арбитраж управляющийĕсем административлă правăна пăснăшăн тÿлеттерекен штрафсен виçисене иртнĕ çултан 10 хут пысăклатнă. Саккуна кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ хыççăн çулталăка яхăн иртсен тин пысăк штрафпа çыхăннă çакнашкал санкципе усă курма май килнĕ.

Росреестрăн республикăри управленийĕ хăйĕн полномочийĕсене пурнăçланă май Шупашкарти "Управляющи компани - Комфорт" ОООн конкурс управляющийĕ тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан протокол çырса суда ярса панă.

25 Авăн, 2014

Ашшĕ утнă сукмакпа

Кĕçĕнни, 1972 çулта çуралнă Надежда, вĕрентекен çулне суйласа илес тенине пĕлтерсен ашшĕпе амăшĕ, Пантелеймон Дмитриевичпа Анна Владимировна Лукияновсем чунтан хĕпĕртенĕ-мĕн: «Ăслă çынна хисеплеççĕ, вĕренсен хăвна çăмăлрах пулать».

25 Авăн, 2014

Пултарулăхĕ вĕренекенĕсенче упранать

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артистки Алевтина Зинкина вокал искусствине юратакан чĕрисенче тахçанах тивĕçлĕ вырăн тупнă.

сентября 24th

24 Авăн, 2014

"Хыпар", 186 №, среда, 2014, сентябрь, 24

Завтра Народный артист СССР Валерий Яковлев отмечает юбилей - 75 лет! О жизни и о творчестве этого великого человека рассказывает статья "Юнран юна куçса пырса". Подробнее - на стр.1,4

24 Авăн, 2014

"Хыпар", 186 №, юн кун, 2014, авăн, 24

Ыран СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарать. Пултаруллă çак çын кун-çулĕ, пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ "Юнран юна куçса пырса" статьяра яри уçăлать. Тĕплĕнрех - 1,4 стр.

24 Авăн, 2014

Сывă пулас килсен - сасăла!

Республикăра пурăнакансен сывлăхне сыхлас тата çирĕплетес ыйтусемпе граждансене анкетăна хутшăнма йыхравлаççĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн указĕпе Правительствăна "Чăваш Республикин сывлăх профильне" хатĕрлесе çирĕплетме хушнă. Çакнашкал темăпа ятарлă программа кашни муниципалитетăн пуçармаллине палăртнă.

Çавнашкал профиль çине таянса кашни муниципалитет "Сывлăха аталантармалли план" çирĕплетме тивĕç. Унта медицина айккинчи, çын сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿрекен факторсене чакармалли мероприятисене çирĕплетмелле.

24 Авăн, 2014

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, авăн уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне

Цифрăсен пĕрремĕшпе иккĕмĕш колонкисем - çĕр улми кăларнă /гектарпа тата процентпа/, виççĕмĕшĕ - гектар тухăçĕ /центнерпа/, тăваттăмĕшĕпе пиллĕкмĕшĕ - кĕрхи культурăсем акнă /гектарпа тата процентпа/

Pages