Ашшĕ утнă сукмакпа
Кĕçĕнни, 1972 çулта çуралнă Надежда, вĕрентекен çулне суйласа илес тенине пĕлтерсен ашшĕпе амăшĕ, Пантелеймон Дмитриевичпа Анна Владимировна Лукияновсем чунтан хĕпĕртенĕ-мĕн: «Ăслă çынна хисеплеççĕ, вĕренсен хăвна çăмăлрах пулать». Пехил пек янăранă çав сăмахсене Надежда Пантелеймоновна паян та асра тытать.
Ашшĕн çулне суйланă темелле ĕнтĕ. Пантелеймон Дмитриевич хăй вăхăтĕнче Патăрьел педтехникумне пĕтернĕ, Шупашкарти педагогика институчĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Нумай çул Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи шкулта ĕçленĕ. Ачасене вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, физкультура урокĕсене ертсе пынă, юлашки çулсенче ăна пуçламăш çар хатĕрленĕвĕн предметне шанса панă. Педагогикăри стажĕ - 50 çула яхăн. Амăшĕ Анна Владимировна 43 çула яхăн Патăрьелĕнчи интернат шкулта вăй хунă.
Лукияновсем 6 ача çитĕнтернĕ - 5 хĕрпе 1 ывăл. Пурне те аслă пĕлÿ панă. Надежда кĕçĕнни терĕмĕр. 8-мĕш класран вăл «5» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă, Канашри педучилищĕне çул тытнă. Каярахпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологи уйрăмне пĕтернĕ.
17 çул тăван районти Хирти Явăш, Хирти Выçли ялĕсенче пуçламăш классене пĕлÿ панă. Пĕрремĕш вĕрентекене еплерех юратнине палăртнă май ăна таса та ырă куçĕнчен тинкерсе мĕнлерех тимлĕ итленисем «Надежда Пантелеймоновнăн урокĕсенче паян та ларма хатĕр» тесе аса илеççĕ.
Çулсем иртнĕ май шăпа Надеждăна Шупашкар хулине илсе килнĕ. Халь вăл тăваттăмĕш çул ĕнтĕ тĕп хулари 96-мĕш «Аленушка» ача садĕнче тăрăшать. Пĕрремĕш категориллĕ аслă пĕлÿллĕ специалист пĕчĕккисене пурнăçра пысăк утăмсем тума вĕрентет, чăвашлăх туйăмĕпе авăрланнăскер шăпăрлансене тăван тăрăха, тăван халăха юратма ăс парать.
- Малтанах ялта пуçламăш классене вĕрентнĕ май хула ачисемпе ĕçлеме йывăртарах пекчĕ, - кăмăллăн калаçать ача сачĕн воспитателĕ. - Кунти шăпăрлансем шухăрах пек туйăнатчĕç. Халĕ çав йывăрлăх хыçа юлнă - хăнăхса çитрĕм. Ачасем мĕнле çемьере çитĕннинчен те нумай килет, ытти саманта та шута илмелле - воспитани ĕçĕ интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ.
Паянхи ачасем шкул ÿсĕмне çитичченех компьютер умне лараççĕ - тем те пĕлеççĕ. Çийĕнчен халĕ ушкăнсенчи ачасен йышĕ хушăннă. Çавна май шалу та пысăкланнă, ку аван, анчах хут ĕçĕ нумайланни палăрать. Çук, ĕçрен хăрамасть Надежда Пантелеймоновна. Юратнă ĕç вĕт - «киле таврăнсан та шухăшпа ачасемпе пĕрлех, вĕсем пурнăç тĕрекĕ вĕт». Çавăнпах-тăр ĕçĕ те ăнса пырать. Ачасене те çавнах вĕрентет: «Ĕçе юратсан вăл ăнăçлă пулать». Паллах, ĕçтешĕсем пулăшса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Надежда Пантелеймоновна тĕрев панăшăн ача сачĕн заведующине Лариса Чернолиховăна, Елена Васильева методиста чĕререн тав тăвать. Унпа шăпах уяв умĕн курнăçрăмăр та - вĕсене, ытти ĕçтешне çак кунсенче паллă тăвакан Воспитательсен кунĕ ячĕпе хаçат урлă саламлама, сывлăхпа телей, ĕçре ăнăçу сунма ыйтрĕ.
Хăй кĕнеке вулама, тĕрлеме кăмăллать. Чăваш тĕррин эрешĕсем уйрăмах чуна çывăххи çинчен калать.
Мăшăрĕпе Андрей Петровичпа /вăл та Комсомольски районĕнченех - Хирти Выçли ялĕнчен/ ывăл çитĕнтереççĕ. 7-мĕш класа çÿрекен Вадим шкулта лайăх вĕреннисĕр пуçне спортпа та туслă - футболист пулма ĕмĕтленет. Кукашшĕне пăхнă пулинех - Пантелеймон Дмитриевич спорта питĕ килĕштернĕ, тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ йышлă Хисеп хучĕ паян та упранать. Вăл пединститутăн физкультура факультетне пĕтерни пĕртте ăнсăртран мар. Хăйĕн хастарлăхне вĕренекенĕсене панă: вĕсен хушшинче пысăк çар пуçлăхĕсем те, спорт мастерĕсем те пайтах. Халĕ кукашшĕн пултарулăхĕ авă мăнукĕнче палăрать.
«Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн ачисемшĕн тăрăшать - пĕтĕмпех пама хатĕр. Çавăнпа хăвăра пурнăç парнеленĕ çынсен ятне ямалла мар, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма ăнтăлмалла», - ку сăмахсене Надежда Пантелеймоновна ывăлне те, садикре хăйĕн ушкăнне çÿрекен ытти шăпăрлана та аса илтерсех тăрать.
Тăрăшулăхне кура - чыспа хисеп. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Çавна май çÿлерех уяв пирки аса илтертĕмĕр те - праçник кунĕнче Надежда Пантелеймоновнăн ячĕпе те ырă та ăшă салам сăмахĕсем янăрĕç-ха. Вăл пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă çынсенчен те саламлă çыру-открытка килĕ. Пирĕн те вĕсен çумне хушăнмалли çеç юлать: малашне те хальхи пекех хастар пулăр!
К.НИКОЛАЕВ