Юнран юна куçса пырса
СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ыран 75 çул тултарать
Валерий Николаевич Яковлев. СССР халăх артисчĕ, РФ Патшалăх тата ЧР Премийĕсен лауреачĕ. Вăл К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне, Раççейри наци театрĕсенчен вăйлисенчен пĕрне, 30 çул ытла ертсе пырать.
Валерий Яковлев 1939 çулхи авăнăн 25-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче кун çути курнă. Мĕнлерех вырăн йышăнать çуралнă кĕтес унăн кун-çулĕнче? Ун пирки пĕр-ик сăмахпа каласа кăтартма çук. Кунта - унăн тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, ял-йыш. Сăнасах, пĕлсех тăрать вăл хăйĕн ывăлне. Унăн çитĕнĕвĕсем, çитменлĕхĕсем - ял-йыш умĕнчех эппин.
Валерий Николаевичшăн вара тăван ялне тухса çÿренин тепĕр енĕ те пур. Кашнинчех вăл унтан вăй илсе, чунпа пуянланса таврăнать. Унсăр хăйне шартлама сивĕре шăнса кÿтнĕ ача, хĕвел çутипе ăшшисĕр, тумлам шыв лекменрен шаннă чечек пек туять. Юн тăванлăхĕ çеç мар, урăххи те туртать пулĕ ăна Виçпÿрт Шăмăрша. Çапла çирĕплетсе калама мĕн хистет-ха? Унăн пултарулăхне тишкернĕ май пуçа килекен шухăшсем. Чăнласах халăха çывăх вăл. Ахальтен каланă сăмахсем мар кусем. Çĕр, хресчен ачи вăл. Хăйне ас тума пуçланăранпах ун терт-нушипе, хуйхи-суйхипе, савăнăçĕпе пурăннă. Çак ыратупа юрату ача каччă çулне çитсе 1956 çулта ялпа яланлăхах сыв пуллашсан та иртмен. Мускавра, тĕнчери чаплă вĕренÿ заведенийĕнчен пĕринче, ГИТИСра, пĕлÿ илнĕ чухне унăн пултарулăхĕ никĕсленсе тăракан тепĕр тымар - ăслăлăхпа вĕренÿ - «çĕр шăтарса» тухаççĕ. Тахçан малтан Виçпÿрт урамĕнчи çÿллĕ çĕмĕрт тăрринчен курăнакан 13 ял, çавăн пекех каçхи тÿпери ялтăр çăлтăрсен чаршавĕ хăйне майлă тĕнче пулнă, Мускав вара çав «ялти» тĕнчене аслăлатать.
Урам, картиш еннелле виçшер чÿрече тухакан çурт, йăрăс та тăпăл-тăпăл çĕмĕрт йывăççи, кĕтÿ кĕтсе çÿренĕ улăх-çаран Мускав виçипе ытла пысăках та мар-мĕн. Кунта - урăх тĕнче. Ĕнерхи ача тÿрех лайăх алла лекнĕ. Д.Д.Данилов çыравçă-вĕрентекен тăван ашшĕ вырăнĕнче пулнă. Пултарулăх енĕпе ертсе пыракан Василий Александрович Орловпа Мария Осиповна Кнебель, МХАТ артисчĕсем, мĕн панă - пăсăлма ĕлкĕреймен çамрăк çавна пĕтĕмпех ăша хывнă. Пултарулăх енĕпе Турă панă пулсан, вăл пур. Ăна пытарма çук. Талантлă пулма никам та вĕрентеймест. Ăсталăха туптама, искусство алăкне мĕнле уçмаллине, ун патне мĕнле çывхармаллине пĕлме вара педагогсем пулăшнă, çул кăтартса пынă. Яковлев хăй аса илнĕ тăрăх, тĕлĕнмелле çынсем ĕçленĕ вĕсемпе. Пĕринчен тепри хитре, çÿллĕ. Хăшĕн çăварĕнче - тÿрĕ чĕлĕм, иккĕмĕшĕн - хитре туя. Иртсе кайсан та çаврăнса пăхмасăр чăтаймастăн. Çав аура калама çук вăйлă хăват панă. Çак çынсем пек пуласчĕ тени тăрăшса вĕренме хистенĕ. Унсăр пуçне тĕрлĕ музее, куравсене, стадионсене çÿрени те ăсталăха, тавра курăма ÿстерме пулăшнах ĕнтĕ.
Валерий Яковлевпа пĕрле вĕреннĕ Нинăпа Николай Григорьевсен, Нина Яковлевăн, Анна Кутузовăн, Нинель Смородиновăн тата ыттисен шăпи ăнăçлă пулса тухни институтра мĕнле вĕрентнинчен тата артистăн хăйĕн тăрăшулăхĕнчен нумай килнĕ. Çапла 1961 çулта чăваш театрĕ çĕнĕ йышпа ÿснĕ. Тăватă ĕç - «Ялта» /Ф.Павлов/, «Ĕçлесе тупнă çăкăр» /А.Островский/, «Ромеопа Джульетта» /У.Шекспир/, «Малиновкăри туй» /Л.Юхвид/ - илсе килнĕ çамрăк артистсем.
Валерий Яковлевăн театр сцени çинчи пĕрремĕш роль - «Ялта» драмăри Ванюк сăнарĕ. Пĕрремĕш роль - пĕрремĕш ăнăçу. Унтан ыттисем: «Ромеопа Джульеттăри» Меркуцио, «Кай, кай Ивана» камитри Иван, «Юнлă туйри» Леонардо, «Тутимĕрти» Асамат, «Телейпе Илемри» Багдад Халифĕ, «Хумсем çырана çапаççĕ» драмăри III Александр, «Юратупа кавăнри» Микола, «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕнчи» Суздальпе Владимир Княжествин аслă кнеçĕ, «Сан ятупа» трагедири Аскольд сăнарĕсем. Шăпах вĕсем тăрăх Яковлев артистăн пултарулăхпа ăсталăх шайĕ епле ÿссе пынине, унăн артист карьери ăнăçлă пулса тухнине хаклама пулать. Анчах мĕн тивĕçтермен-ха ăна? Мĕншĕн артистра çеç курас темен вăл хăйне? ГИТИС пĕтернĕ хыççăн тепĕр çулах асăннă институтăн режиссер факультетĕнче вĕренме пуçланă.
Яковлева Шупашкарта ĕçлеме пуçламашкăн йывăр килмен. Кунта та ун пекех «халăхран тухнисемех» ĕçленĕ.
Аслă ăрурисенчен еплереххисем тата! Ольга Ырсем, Борис Алексеев, Алексей Ургалкин, Анфисса Долгова, Елена Шорникова... Халăх пĕлекеннисем çеç мар, юратаканнисем. Çапла Мускаври вĕренĕве малалла тăснă. Акă камсем унăн чун тыткăчи пулса тăнă. Вĕсем театра сăваплă чиркĕве çÿренĕ пекех çÿренĕ. Театр ĕçĕ - ахаль ĕç çеç мар, пĕтĕм пурнăçĕ - театр. Кунта куллен 12-14 сехет ĕçлесси - хăнăхнă йĕрке. Сехет çине пăхмасăр вăй хурсан çеç артиста, режиссера театр хăй юратма пуçлать. Мĕнре палăрать-ха çакă? Енчен те театр сансăр малалла пурăнаймасть, унта эсĕ çукки çав тери палăрать, куракансем саншăн питĕ тунсăхлаççĕ пулсан. Икĕ енлĕ юрату кирлĕ иккен театра.
Чăваш академи драма театрне ертсе пыма пуçласан В.Н.Яковлев малтанхи никĕске пăрахăçламан, тымарсене татман. Театр мĕнле пур - çапла йышăннă. Малашнехи ĕçре вара хăйĕн йĕрне хывса пынă. Халĕ акă, çулсем иртнĕ майăн, Яковлев театрĕ теме пултаратпăр. Асăннă ÿнерçĕн витĕмĕ çав тери пысăк кунта. Кураканшăн театр çав-çавах «унăн», мĕншĕн тесен малтанхи йăласене, традицисене çирĕп пăхăнса пырать вăл. Яковлев лартнă «Юнлă туй» /Г.Лорка/, «Вун иккĕмĕш каç» /У.Шекспир/, «Лăпкă Дон» /М.Шолохов/, «Хура çăкăр» /Илпек Микулайĕ/, «Айтар» /П.Осипов/, «Çĕрпе хĕр» /Н.Терентьев/, «Чуна кивçен илеймĕн» /В.Распутин/, «Хĕвелсĕр» /М.Горький/, «Сыв пуллашу» /В.Распутин/, «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» /Б.Чиндыков/, «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ» /Н.Сидоров/, «Моцартпа Сальери», «Дон Жуан /А.Пушкин/, «Арлезианка» /А.Доде/, «Дом Бернарды Альбы» /Г.Лорка/, «Инçет телей çути» /А.Тарасов/, «Ялта» /Ф.Павлов/, «Хурлăхлă хурама сасси» /Поле жизни/ /Д.Гордеев/...
«Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», «Сыв пуллашу» спектакльсене уйрăм палăртмасăр иртме çук. Вĕсене пăхнисем икĕ ĕçре те пĕр евĕр паллăсем - чăваш наци фольклорĕн символĕсем пуррине асăрханах. «Тĕнчере мĕн пур, вĕсем пурте чунлă», - тет режиссер. Несĕлĕмĕрсен авалхи тĕнĕ çапла вĕрентнĕ. Эпир çак тĕнчене паян çеç килмен, анчах кашнийĕ паянхи кунпа пурăнать. Ăçтан эпир? Камсем эпир? Мĕнле пурăнатпăр тата мĕншĕн пурăнатпăр? Акă мĕнлерех ыйтусем пирки пирĕн пуçсене ĕçлеттересшĕн Яковлев режиссер. Авалхи тĕнпе пирĕн пурнăç вĕçĕ-хĕррисĕр. Çĕр çинче эпир хăнара çеç, чăн-чăн пурнăç вара - таçта «лере». Акă мĕншĕн тĕне кĕмен чăвашсем вилнĕ çынна пытарнă чухне те ташланă, савăннă, сăра ĕçсе сăйланнă. Эппин, тепĕр тĕнчене каяканăн «лери» пурнăçĕ те çаплах йĕркеллĕ, кăмăллă пултăр тенĕ. Авалхи тĕн тăрăх кашни япалан чунĕ пур терĕмĕр. Апла этем тĕнчене тытса тăракан пĕртен-пĕр чĕрĕ чун мар, вăл хăй те çут çанталăкăн пĕр пайĕ çеç-мĕн. Ас тăвăр, йĕркеллĕ пурăнăр - çапла асăрхаттарса тăнăн туйăнаççĕ пире Яковлевăн спектаклĕсем.
Мĕншĕн шăпах Яковлев таврăнать-ха мăн асаттесемпе асаннесен тĕнĕ патне? Тупсăмĕ ансат: вăл хăй те çав йăхран. Аслашшĕ Иçти, унăн ашшĕ Ишмук тата унăн ашшĕ Исмук çирĕп тытса пынă авалхи йĕркесене. Амăшĕ Маюк аппа та, Христос тĕнне йышăннă чăваш хĕрарăмĕ те, вĕсене пăхăннă. Кукашшĕ Яхвис, кукамăшĕ Хаккиме. Йăх тымар йывăçне 300-350 çул каялла чакса тĕпчесе тухнă Валерий Николаевич. Вăл пĕтĕмпех тĕне кĕмен чăвашсене çыхăнтарса тăрать. Юнран юна куçса пырса авалхи йăла-йĕрке Иçти Валерийĕ /ялта çапла чĕннĕ/ тĕлĕнче шанчăклă хÿтлĕх тупнă. Куçĕ умĕнче иртнĕ уявсене, вăйăсене вăл ĕмĕрлĕхе асра хăварнă.
Сартр çапла калани пур: ÿнерçĕ ачалăхри туйăмсемпе, çавăнпа çеç, чунне пуянлатать. Вăл каярах пĕлÿ илсе ăс-тăнне ÿстерет, опытне пуянлатать, ачалăхри туйăмсем вара яланлăхах юлаççĕ.
Валерий Яковлев пирки те çакнах каламалла. Çакскер хăйĕн анлă тавра курăмĕпе, пысăк пĕлĕвĕпе, пултаруллă ăсталăхĕпе хăйĕн ачалăхри туйăмĕсене, авалхи йăла-йĕркесене пирĕн пата, куракан патне, илсе çитерет. Тивĕçлипех савăнать Валерий Николаевич хăй шăпах Виçпÿрт Шăмăршăра çут тĕнчене килнĕшĕн. «Ашмарин словарьне илетĕп те унăн кашни страницинче тенĕ пекех Виçпÿрт Шăмăршă пирки асăннă, - тет режиссер. - Шел, çамрăк чухне асаттепе асаннерен чылай япалана çырса юлаймарăм». Иçтипе Маюк аппана ăмсанмалли пулнах. Ратнесен хушшинчи кĕреке пуçĕнче тăнă хăй вăхăтĕнче вĕсем. Амăшĕн сăнарĕ уйрăмах асра. Çут çанталăк пани пулнах унăн. Чĕлхи çепĕç, сăнарлă. Ахаль каламалли япаланах илемлĕ каланă, çав вăхăтрах çакă литература мар - пурнăç. Вăл хĕр чухне вăйă пуçлаканĕ пулнă. Çакна ăна никам та пухура е ларура çирĕплетмен, хăйĕн асамлăхĕпе, ăнтăлăвĕпе тивĕçнĕ. Авалхи тĕне тĕпчекенсем те, фольклористсем те тĕлĕннĕ унран.
Валерий Яковлев режиссер куçĕпе тĕнчене тишкерер-ха. Мĕн пур савăнăç, çитĕнÿ, куляну - этемре хăйĕнче кăна. Енчен те пĕр-пĕр тапхăрта /Ренессанс е классицизм, е урăххи/ ыррине вĕрентекенни çиеле тухнă пулсан, çав вăхăтра этем лайăх, йĕркеллĕ пулнă. Пурнăçра мĕне ытларах хакламаллине пĕлнĕ.
Паянхи пăтрашуллă самана пирки мĕн каламалла эппин? Çак арпашăну каллех никамран та мар, хамăртанах килет.
Çак çула çитсе пысăк ĕçсем лартнă, сумлă чыса тивĕçнĕ халăх артисчĕ. Çапах та хăйĕн пирки тиркевлĕн калаçма хăнăхнă Яковлев. Туса çитернĕ ĕçĕсем сахал пек курăнаççĕ имĕш. Искусствăра, илемлĕх ĕçĕнче чарăнса ларни, мĕн пуррипе çырлахни пулмалла мар тет вăл. Хăçан кунран-кун малалла шыратăн, çавăн чухне çеç искусство чĕрĕ. Вăл хăйне яланах вĕренекен шутĕнче туять, мĕншĕн тесен кашни спектакле çĕнĕрен пуçламалла. Халĕччен пĕлни, пултарни тепĕр ĕçре юрăхсăр.
Классика хайлавĕсен шухăшне тарăн уçса панипе пĕрлех Яковлев хальхи вăхăтри наци темипе ĕçлекен режиссер терĕмĕр. Тăван Чăваш Ен тĕнчи унăн спектаклĕсенче ырă, ăшă енĕпе палăрса тăрать. Истори чăнлăхне нихăçан та сутмасть вăл. Халăх кăмăл-сипечĕн паллисене паянхи пурнăç хутлăхĕнче тупать. «Ялта» спектакльте пĕтĕмпех пурнăçри пек. Унта пулса иртекен вăхăта палăртнă - Пĕрремĕш тĕнче вăрçин пуçламăшĕ. Ял вара яланхиллех: утă шăршиллĕ, укăлча хыçĕнче анакан хĕвелпе... Яковлевшăн жанр сценисем те пĕлтерĕшлĕ. Акă салтак ачисем килрен киле çÿреççĕ, вăрçа ăсатаççĕ-çке вĕсене. Салтак ачи ташланă май шурă тутăра вĕлкĕштерет. Ял-йышпа, тус-юлташпа яланлăхах уйрăласса сисет-ши?
«Хурлăхлă хурама сасси» /Поле жизни/ спектакльти ĕç-пуç вăрçă хыççăнхи тапхăра сăнлать. Тĕрĕс марлăхпа çынна пусмăрланă вăхăта чуна пырса тивмелле кăтартнă унта.
Мĕн шухăшлаттарать, кулянтарать Яковлев режиссера паян?
Лартман спектакльсем те пур иккен. М.Лермонтов «Маскарачĕ», А.Островский пьесисем илĕртеççĕ. Чăваш классикине илес пулсан «Нарсписĕр» пуçне пурне те кун çути кăтартнă темелле. Яковлев шухăшĕпе - сăнĕ-пичĕпе, хăтланкаларăшĕпе Нарспие çывăх артистка Нина Григорьева çеç пулнă. Пьесăри пĕлтерĕшлĕ тепĕр сăнар - Сетнер. Яковлев идеалĕ - Нарспи - Нина Григорьева тата Сетнер - Алексей Ургалкин. Вĕсене тĕл пултарасшăн режиссер.
Чăн сăлтавĕ акă мĕнре: «Нарспи» вăйлă, илемлĕ поэма. Ун тăрăх хатĕрленĕ пьесăсем халăх пурнăçĕпе, аваллăхĕпе, пуянлăхĕпе çыхăннă. «Айтар» манерлĕ. Эпĕ вара «Нарспие» урăхла куратăп. Шекспир, Гарсиа Лорка шайĕнчи шăпа /рок/ кирлине туятăп, - тет Валерий Николаевич. - Хальлĕхе «Нарспин» поэзи драматургийĕ, çак темăна тĕпе хунă пьеси çук».
Тĕлĕнмелле: Яковлев вăй-халĕн çăл куçĕ ăçтан-ши? Вăл республика шайĕпе ирттерекен вун-вун концертпа программăн авторĕ те. Çак тапхăрта 300-400 çынпа ĕçлемелли 120 ытла мероприяти хатĕрленĕ. Тăхăр Акатуй режиссерĕ пулнă.
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче студи вĕрентсе кăларчĕ. Общество ĕçĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Çак тивĕçсене вăл ăнăçупа ят-сум килессе кĕтсе мар, куракана савăнăç кÿрес, пулас студентсене ăсталăхне парас тесе: «Эпĕ хам та хăй вăхăтĕнче Ольга Ырсем, Елена Шорникова, Алексей Ургалкин, Виктор Родионов артистсенчен хĕлхем илсе юлнă, хамра упранă. Вĕсен те çапла пултăрччĕ», - тет.
Валерий Яковлев Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ премине икĕ хут тивĕçнĕ: пĕрремĕшне 1977 çулта «Аркатакансем»/М.Горький/, «Юнлă туй» /Г.Лорка/, «Кай, кай Ивана» /Н.Айзман/ спектакльшĕн, 1999 çулта - «Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ» /Н.Сидоров/ ĕçшĕн, 2004 çулта - «Инçет телей çути» /А.Тарасов/ спектакльшĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх премине. СССР халăх артисчĕ /1991/ çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Правительствин Ф.Волков ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ те /2002/, Шупашкар хулин /2004/, Шăмăршă районĕн /2004/ хисеплĕ гражданинĕ, Халăхсен Туслăхĕн орденне /1999/ тата «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» ордена /2010/ тивĕçнĕ.
Надежда СМИРНОВА