Комментари хушас

26 Авăн, 2014

Тĕк сăлтавсăр тăкăнмасть

Темшĕн чăхăн кĕркунне çитнĕ май мăйĕ çарала пуçларĕ. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă.

И.ИВАНОВА.

Шупашкар районĕ.

Тĕкĕсем таткаланнă, вырăн-вырăн ÿчĕ çаралнă чăхсене кашниех курнă пулĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула çакнашкалли пулать. Çуркунне, тĕслĕхрен, витаминсем, уçă сывлăш сахалрах пулнипе тейĕпĕр. Анчах халĕ, "витаминлă" çуллахи тапхăр хыççăн ку сăлтавсем çине йăвантарма май çукрах. Урăх сăлтав шырама тивет - пыйтă, сăвăс...

Çуркунне тухнă чĕпĕсен тĕкĕсем хуçăлаççĕ, тĕксĕмленеççĕ пулсан çакăн сăлтавĕ сирингофилез сăвăсĕ пулма пултарать. Ку сăвăс чăх, кăвакал, кăркка, цесарка çинче тĕл пулать. Чире ертекенĕ нумай чухне ирĕкри кайăк-кĕшĕк. Сăвăс тĕкĕн тутлăхлă япаласемпе карăннă хăвăлĕнче пурăнать, сиенлет. Çавăнпа тĕксем тĕссĕрленсе хуçăлакан пулаççĕ. Çакнашкал чăхха ветеринара кăтартăр. Тĕрĕссипе, тĕкĕн хăвăлне çурсассăн пысăк сăвăссене ахаль куçпах курма пулать. Сăвăс тăршшĕ пĕр миллиметра çитиех, тĕксĕм сăрă тĕслĕ, тăрăхла. Чăх çак чирпе аптранине пĕлтĕр тĕк ăна пусма тивет, унсăрăн вăл ыттисене ертме пултарать. Витери, картишĕнчи тăкăннă тĕксене пуçтарса çунтармалла, витене лайăх тасатмалла, ай сарăмне эрнере пĕр хут улăштармалла. Сăвăспа кĕрешмелли хими препарачĕсемпе усă курас тесессĕн инструкцие çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Çак тапхăрти çăмартана апата яма юрамасть.

Тепĕр инкек - эпидермоптоз. Ку чире кайăк-кĕшĕкĕн тепĕр тĕслĕ сăвăсĕ ертет. Чирлĕ кайăкăн хÿре е мăй таврашĕнчи тĕкĕ çаралать. Вăл начарланать, çăмарта сахалрах тăвать, чирлĕ вырăнти тĕк илемсĕрленет, тăкăнать, ÿчĕ хĕрелет, тимреленет, каярах кĕсенленме пуçлать. Эпидермоптоз сăвăсĕсем тĕк ăшĕнче мар, мамăк хушшинче пурăнаççĕ. Çавăнпа чирпе кĕрешме çăмăлрах. Акарицидлă маç, порошок, шĕвексемпе усă курма май пур. Чирлĕ тĕле эмелсемпе сĕрсе сиплени ку чиртен сывалма пулăшать.

Нафталан, 3:-лă гексахлоран маçĕпе усă курсан çак чăх çăмартине 2-4 кун апата яма сĕнмеççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.