Archive - 12 Нарăс, 2014 - Хыпар

12 Нарăс, 2014

"Хыпар", /26 /26432/, 2014, февраль, 12

  • Кто там? Судебный пристав!

Приставы в прошлом году "вложили" в бюджет республики более 4 млрд рублей.

  • Не золото дороже, а честь

Речь о золотой медали, которую получали раньше выпускники средних школ, а с 2014 года их лишают этой "чести".

  • Дети войны создали свой союз

Выросшие в нужде объединились, чтобы решать свои вопросы.

  • В номере - спецвыпуск "Местное самоуправление"

12 Нарăс, 2014

"Хыпар", 26 /26432//, 2014, нарăс, 12

  • Кам унта? Суд приставĕ?

Пĕлтĕр приставсем суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем тăрăх 4 млрд тенкĕ шыраса илнĕ.

  • Ылтăн - кĕмĕл мар, сумĕ хаклă

Сăмах шкул ачисене вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн панă медаль тавра çаврăнать.

  • Вăрçă ачисен пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ

Терт-нуша тÿссе ирттернĕ ăру хăйсен йывăр ыйтăвĕсене тата пĕрлешнĕ.

  • Номерте - "Вырăнти хăй тытăмлăх" кăларăм.

  • "Пире ăçта чĕнеççĕ?" статья кашниншĕнех кăсăклă.

12 Нарăс, 2014

Кам унта? Суд приставĕ!

Пĕлтĕр приставсем суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем тăрăх пĕтĕмпе 4 млрд тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Çав шутра 1,7 млрд тенке яхăн - налуксем, бюджета хывмалли ытти тÿлев.

12 Нарăс, 2014

Кун хыççăн кун. Нарăс, 12.

Çыхăну çирĕпленет

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче В.И.Качалов ячĕллĕ Хусан академи вырăс драма театрĕн гастролĕ иртнĕ.

Нарăсăн 8-мĕшĕнче икĕ пайлă "Глумов" спектакль кăтартнă. Вырсарни кун сцена çине "Квадратура круга" водевиль тухнă, тунти кун - "Пиковая дама" фантази. Виççĕшне те Раççей тата Тутарстан халăх артисчĕ, Раççей правительствин Ф.Волков ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Александр Славутский режиссер лартнă.

12 Нарăс, 2014

Пухмач пуянланать

Олимп вăййисем пуçланнăранпа пилĕк кун иртрĕ. Чăваш Ен спортсменкин Елена Муратовăн старчĕсем ăнăçсăр вĕçленчĕç пулин те Сочири ăмăртусемпе кăсăкланма, сăнама пăрахмастпăр.

12 Нарăс, 2014

Лайăххине ырларĕç, начаррине хурларĕç

Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне тишкерес, унти улшăнусене çийĕнчех хак парас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ирттерчĕ.

12 Нарăс, 2014

Чикĕ палăртасси

Дачăри кÿршĕсем картана хăйсем тĕллĕн пирĕн лаптăк еннелле куçарнă. Пĕлĕшсем каланă тăрăх - чикке саккунпа палăртмасан çав çĕре çухатма пултаратпăр тата вăл пирĕн иккенне çирĕплетейместпĕр. Çак йĕркене мĕнле майпа тата ăçта уçăмлатмалла, ăна кам ирттерет? Кун пирки кÿршĕсене те пĕлтермелле-и?

В.ЛОГИНОВ.

12 Нарăс, 2014

Сĕт те «калаçтарать»

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ кашни эрне вĕçĕнчех халăхран сĕт туянакан юридици сăпачĕллĕ предприятисемпе уйрăм предпринимательсем çак продукцие мĕн хакпа илнин кăтартăвĕсене пуçтарма тытăнчĕ. Çапла туни питĕ тĕрĕс. Çынсен ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулса пынине вăхăтра пĕлсе тăмаллах.

12 Нарăс, 2014

Аталантарма, ÿстерме, хутшăнма пулăшĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн /ХХПСА/ Шупашкарти филиалĕнче «Раççейĕн глобализаци тапхăрĕнчи тикĕс аталанăвĕн малашлăхĕпе çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ.

Pages