Комментари хушас

12 Нарăс, 2014

Чикĕ палăртасси

Дачăри кÿршĕсем картана хăйсем тĕллĕн пирĕн лаптăк еннелле куçарнă. Пĕлĕшсем каланă тăрăх - чикке саккунпа палăртмасан çав çĕре çухатма пултаратпăр тата вăл пирĕн иккенне çирĕплетейместпĕр. Çак йĕркене мĕнле майпа тата ăçта уçăмлатмалла, ăна кам ирттерет? Кун пирки кÿршĕсене те пĕлтермелле-и?

В.ЛОГИНОВ.

Чикĕ палăртасси /межевание/ - çĕр лаптăкĕн виçине палăртмалли ĕçсен комплексĕ. Сирĕн тĕслĕхĕрте ăна ирттермеллех. Чикĕне çирĕплетнине тĕпе хурса лаптăка кадастр учетне илеççĕ. Çапла майпа кăна ăна сутма-туянма е унпа çыхăннă ытти килĕшÿ тума пулать. Çак тивĕçе ку енĕпе специализациленнĕ тата лицензи илнĕ организаци пурнăçлать. Хакĕ хăш регионта пурăннинчен, васкавлăхран тата ĕç калăпăшĕнчен килет.

Юнашар лаптăксен чиккине уçăмлатас умĕн кÿршĕсене çакăн пирки 7 кун маларах пĕлтермелле. Пурнăçланă ĕçсен актне пурин те алă пусмалла. Кÿршĕсем килĕшмесен е кун пирки тавлашу сиксе тухсан суда тавăç тăратма тивет, ыйтăва унта татса парĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.