Хоккей ăмăртăвĕ кăна мар

12 Нарăс, 2014

Нарăсăн 8-мĕшĕнче Советскинчи каток хоккей вăййине кăмăллакансен шавĕпе тулнă. Ăмăртăва районти 4 ял тăрăхĕнчен командăсем хутшăннă. Хоккеистсене Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин, унăн пĕрремĕш çумĕ В.Семенов, район депутачĕ Л.Спасова саламланă, ăнăçу суннă, çакнашкал ăмăртăва кашни çулах ирттерме палăртнине пĕлтернĕ.

Лариса Спасова хоккей вăййине пирĕн пурнăçа илем кÿрекен чи илемлĕ вăйăсенчен пĕри тесе шухăшлать. Ахальтен мар вăл Советски командине хоккей формин комплектне парнеленĕ. Лариса Семеновна, ку тăрăхран суйланнă депутат пулнă май, Советскисене тĕрлĕ ăмăрту-мероприяти ирттерме пулăшсах тăрать.

Хоккей ăмăртăвĕнче Мăн Явăш команди пĕрремĕш, Советскисем – иккĕмĕш, Пĕрçырлансем 3-мĕш вырăн йышăннă. Çитес вăхăтра Советскисем хăйсен катокĕ çинче Элĕк районĕнчи Тавăт командипе тĕл пулаççĕ.

Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Н.Маловпа В.Павловăн парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăртусене каллех Советскине пухăнаççĕ. Ăмăрту нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Советскинче шкул уçăлнăранпа 180 çул çитнĕ. Çакна тата паллă ентеше В.К.Магницкий этнограф çуралнăранпа 175 çул çитнине халалласа Советски шкулĕнче пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пысăк уяв ирттерме палăртнă.


Лилия Петрова.

Етĕрне районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.