Комментари хушас

12 Нарăс, 2014

Лайăххине ырларĕç, начаррине хурларĕç

Агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, апат-çимĕç рынокĕн лару-тăрăвне тишкерес, унти улшăнусене çийĕнчех хак парас тĕлĕшпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ирттерчĕ.

Министр çумĕ Ирина Кошкина АПК ĕç-хĕлĕпе кăçалхи тĕллевĕсем çинчен доклад турĕ. «2013 çулта Раççей Ял хуçалăх министерстви тата республикăн Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетнĕ 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе патшалăх программин мероприятийĕсене пурнăçласси, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесси çинчен калакан килĕшĕве кĕртнĕ 38 кăтартуран 28-шĕ /73,7%/ пурнăçланнине çирĕплетмелли çеç юлнă, - терĕ вăл. - Республикăн Ял хуçалăх министерстви муниципалитет районĕсемпе çуллен çавнашкал килĕшÿ çирĕплетет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе мĕн-мĕн тунине ку уйăхра тишкерме палăртнă. Ларура район администрацийĕсен представителĕсене итлĕпĕр».

Пĕлтĕрхи кăтартусене виçĕм çулхипе танлаштарар-ха. Çанталăкран килнĕ сăлтавсене пула ял хуçалăх продукцийĕ 10,7% сахалрах туса илнĕ. 396 пин тонна, 3,8% сахалрах, тыр-пул пухса кĕртнĕ. Нумай хуçалăхăн тухăçĕ начар. Çав вăхăтрах агротехникăпа, пусă çаврăнăшĕпе, хутăш удобренипе, ÿсен-тăрана чир-чĕртен, сăтăрçăран хÿтĕлемелли хими им-çамĕпе ăнăçлă усă курнисен - савăнтарать.

Тăхăр районти мĕн пур йышши хуçалăхсем тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем ытларах туса илнĕ. Ку йышра - Сĕнтĕрвăрри /160,6%/, Шупашкар /123%/, Çĕрпÿ /121,1%/, Улатăр /119,8%/, Етĕрне 118,9%/, Çĕмĕрле /112%/, Вăрмар /105,4%/, Муркаш /101,4%/, Вăрнар /101%/.

Çумăрлă çанталăк çĕр улмине çухатусăр пухса илме памарĕ. 2012 çулта пуçтарнă мĕн пур «иккĕмĕш çăкăрăн» 70,3% чухлĕ çеç пÿлмене кĕнĕ. Пахча çимĕç те начартарах пулнă. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем аш - 6%, сĕт - 7,7%, çăмарта 3,6% сахалрах туса илнĕ. Ял хуçалăх организацийĕсенче выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашĕн производстви 0,7% çеç чакнă, сĕтĕн - 0,1%, çăмартан 0,8% ÿснĕ.

Суту-илĕве кайăк-кĕшĕк ашĕ сахалрах ăсатнă пулин те кашни чăхран çăмарта вăтамран 0,6% нумайрах илнĕ. Вырăнтан пĕлтернĕ тăрăх - мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче аш-какай туса илесси Вăрмарсен - 4,4%, Шупашкар районĕсен - 7,7%, Канашсен 11,7% чакнă. Мĕн пур йышши хуçалăхсен сĕт производстви Вăрмар тăрăхĕнче - 1,5%, Çĕмĕрле районĕнче - 8%, Улатăрсен 15,6% пĕчĕкленнĕ.

Çĕрпе еплерех усă курнă-ха? Ял хуçалăхĕн кашни 100 га пуçне пилĕк районта 100 ц ытла аш туса илнĕ: Шупашкар - 546, Çĕрпÿ - 207, Патăрьел - 134, Шăмăршă - 120, Вăрнар - 108. Çак районсен тÿпи республикăн аш-какай производствинче 50% ытла йышăнать.

Ял хуçалăхĕн кашни 100 га пуçне сĕт Комсомольски /731 ц/, Шăмăршă /712/, Шупашкар /707/, Етĕрне /683/, Муркаш /630/, Елчĕк /628/, Патăрьел /608/ районĕсенче чи нумай туса илнĕ. «АПК аталанăвĕ» наци программине пурнăçа кĕртме пуçланăранпа ĕнесем çуллен сĕт ÿстерсе пынă. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4515 кг сунă. Хĕрлĕ Чутайсен /3500 кг/, Куславккасен /3374/, Пăрачкавсен /3300/, Çĕрпÿсен /3067/, Çĕмĕрлесен /2885/, Вăрмарсен /2799/, Улатăрсемпе Йĕпреçсен /2685/ кăтартăвĕ чылай пĕчĕкрех.

Докладçă кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ - 5,9%, вăл шутра ĕне - 6,9%, сысна 17,9% хухнине палăртрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 12 районта, чи нумай Çĕмĕрлепе /10,7%/ Канашсен /16,3%/ чакнă.

Сысна кĕтĕвĕ 15 районта, пуринчен ытла Комсомольски /44,9%/, Çĕмĕрле /69,3%/, Тăвай /80,1%/, Канаш /86,3%/ районĕсенче катăлнă.

Министерство кăçал ял хуçалăх продукцийĕ пĕлтĕрхинчен ытларах туса илме тĕллев лартать. Ăна мĕнле майпа пурнăçласшăн-ха? Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен тĕпрен çĕнетнĕ фермăсем продукци ытларах ăсатма шухăшлаççĕ. Апат-çимĕç, çав шутра шыв, туса кăларассине татах вăйлатасшăн. Мĕншĕн тесен апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисенче иртнĕ виçĕ çулта 16 инвестици проекчĕ ĕçе кĕртнĕ, кăçал унта тата тирпейлекен предприятисенче çавнашкал 8 проект пурнăçа кĕртме палăртнă.

Докладçă федераципе республика хыснинчен АПКна кÿнĕ пулăшу, мĕнле программăсемпе хресченсене укçа уйăрни, ăна кăçал валеçмелли йĕрке çинчен каласа пачĕ. Министр çумĕ Эдуард Александров районсенче çур акине еплерех хатĕрленнине пĕлтерчĕ. Ыйтăва сÿтсе явма ЧР Апат-çимĕç фончĕн ертÿçи Алексей Самаркин, ЧР технадзор ертÿçи Владимир Димитриев, Раççей хăмлаçисен пĕрлĕхĕн председателĕ Геннадий Горланов хутшăнчĕç.


Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.