Сĕт те «калаçтарать»

12 Нарăс, 2014

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ кашни эрне вĕçĕнчех халăхран сĕт туянакан юридици сăпачĕллĕ предприятисемпе уйрăм предпринимательсем çак продукцие мĕн хакпа илнин кăтартăвĕсене пуçтарма тытăнчĕ. Çапла туни питĕ тĕрĕс. Çынсен ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулса пынине вăхăтра пĕлсе тăмаллах.

Халĕ Йĕпреç тăрăхĕнче сĕт пухакансен йышĕ хăвăрт ÿсме тытăнчĕ. Пĕр енчен çакна лайăх пулăм тейĕпĕр. Мĕншĕн тесен сутлăх сĕте ыйтакан нумайланни продукцие тирпейлекен предприятисене васкавлăрах ăсатма май туса парать, вĕсен пĕр-пĕрин хушшинчи тупăшаслăх витĕмĕпе çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшать. Пайтаçăсен хăйсен те ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вăхăтра пĕлсе тăни кирлех.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Алина Иванова, сĕт пуçтаракансен ĕçне-хĕлне шута илсе пыраканскер, çапла каласа парать: «Килти хушма хуçалăхра ĕне тытакансем сĕт мĕн тери тупăшлă пулнине уçăмлăнах туйса илчĕç. Кăтартусене пухма тытăнсан эпĕ кашни хутĕнчех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çыхăнатăп. Вĕсем ку ыйтăва кун йĕркинче тытма тăрăшни савăнтарать. Каланине çирĕплетсе темиçе цифра илсе кăтартам. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районти уйрăм хуçалăхсенче пĕтĕмпе 3785 ĕне тытнă. Ара, ял хуçалăх предприятийĕсенче кунтан икĕ хут сахалтарах усраççĕ-çке! Ĕнеллĕ картишсем Хурамал, Ирçе Çармăс, Чăваш Тимеш ял тăрăхĕсенчи ялсенче уйрăмах йышлă. Асăннă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, чăнах та, килти хушма хуçалăхсене малалла аталантарас ĕçре тăрăшуллă та, пуçаруллă та. Вĕсен тĕслĕхне ыттисем патне çитерес тĕллевпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсене хутшăнтарса канашлу та ирттерчĕ ку ыйтупа...»

Çапла каларĕ те тĕп эксперт специалист сĕтел сунтăхĕнчен кăларнă хутсемпе паллашма сĕнчĕ. «Хăй вăхăтĕнче Йĕпреç поселокĕнче - район центрĕнче - пурăнакансем кил-хуçалăхра 1000 ĕнене яхăнах тытнă, - терĕ вăл. - Кунта статистикăн районти уйрăмĕ 20 çул каялла пĕтĕмлетнĕ кăтартусем. Йĕпреçре кăна çуллахи кунсенче 10 кĕтÿ кĕтсе çÿренĕ вăрман уçланкисенче. Паян ку аса илÿре кăна юлнă. 9 пин ытла çынлă райцентрта миçен ĕне усраççĕ тетĕр? 68-ăн кăна! Буинскпа Березовка поселокĕсенче те çавнашкал лару-тăрăвах. Хальхи çынсем выльăх-чĕрлĕхпе аппаланасшăн мар...»

Ĕне усракан çынсен вара хăйсен хуйхи-суйхи. Татса памалли çивĕч ыйтусем те пур вĕсен. Алина Ивановна çавна та çĕклерĕ калаçу вăхăтĕнче. Халăхран сĕт пуçтаракан уйрăм çынсемпе пĕрлех ку ĕçе Йĕпреç тăрăхĕнче «Сĕт империйĕ», «Молочник», «Молочный двор - Канаш», «Нур» ООО туса пыраççĕ. Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ те Йĕпреçсен продукцине йышăнать. Районти сутлăх сĕтĕн вăтам хакĕ хальлĕхе 19 тенкĕрен пуçласа 19 тенкĕ те 50 пуспа танлашать. Çав хушăрах Вăрнарти сĕт завочĕ Пысăк Упакасси, Киров ял тăрăхĕсенчи граждансенчен 20 тенкĕрен кая мар хакпа сутăн илет. Мĕншĕн хак пĕрешкел мар? Çак ыйту ĕне усракансене канăç памасть паян. Уйрăм сутуçăсем мар, юридици сăпатĕнче шутланакан предприятисем туянакан сĕтшĕн чи пĕчĕк виçепе тÿлени куç кĕрет. Паллах, кун сăлтавне пĕр енлĕн татса пама çук. Алина Иванова каланă тăрăх - паянхи куна уйрăм хушма хуçалăхсенчен илекен сĕт пахалăхĕшĕн ытлашши чĕрре кĕмеççĕ-ха. Ÿлĕмрен çав ыйту тĕпре пулмаллах. Санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмасăр, ĕç производствин культурине тĕпе хумасăр пахалăхлă продукци туса илесси пирки ĕмĕтленни кăлăхах. Пĕтĕмлетÿллĕ шухăш пуриншĕн те паллă: «Сĕт пахалăхлă - хакĕ те пысăк!»

Пĕлтĕрхи кĕр кунĕсенче Пучинкере сĕте тирпейлекен тата унран тĕрлĕ продукци кăларакан завод ĕçе кĕчĕ. Вăл асăннă сала çывăхĕнчи ялсенче пурăнакансенчен сĕт туянать. Пучинкери «Красный партизан» колхоз хăй те кашни кунах унта паха продукци ăсатать. Асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров каланă тăрăх - уйрăм кил-хуçалăхра ĕне тытакансем те вырăнтах çакăн пек предприяти уçăлнăшăн кăмăллă. «Ял администрацийĕн ларăвĕсенче те, депутатсен Пухăвĕнче те граждансем сутакан сĕт хакĕ мĕн чухлĕ пулнипе кăсăклансах тăратпăр, ăна ытти çĕрти хаксемпе танлаштарса пăхатпăр», - терĕ Николай Георгиевич.

Ытти ял тăрăхĕнче те çак шухăша тивĕçлĕ вырăна хуни кирлĕ. Шел, хальлĕхе уйрăм хушма хуçалăхра ĕне усракансене канăçсăрлантаркан ыйту сывлăшра çакăнса тăнăн туйăнать.


Геннадий КУЗНЕЦОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.