Archive - 12 Нарăс, 2014 - Хресчен сасси
Ир вăранакан тутă пулнă
Укçа пурнăç патши пулса тăчĕ, унсăрăн хресчен малалла утăм тăваймасть, машина-трактор çĕр сухалаймасть, уй-хир карапĕ тырă выраймасть. Ял хуçалăх специалисчĕсем палăртнă тăрăх – кăçал çур аки ирттерме республикăна 1466,2 млн тенкĕ кирлĕ, çав шутра 902,2 млн тенкĕ кредит. Кун пирки Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çурхи акана тĕплĕ хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерсе ямалли çинчен калаçнă.
Çăтмахĕ пур, киленекенĕ шутлă
Хăйсен ĕçĕнче çав тери пултаруллă, ăслă пуçлăхсем пушă вăхăт тупăнсанах çут çанталăкра пулма тăрăшаççĕ, ытларах чухне – пĕччен, вĕсене никамăн та чăрмантармалла мар. Пуçлăхсене çеç-и, пурне те илĕртет тĕнче илемĕ. Малалла ĕçлеме çын çут çанталăкран вăй илсе шухăш-кăмăлне тасатать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхать. Тамăкĕ те, çăтмахĕ те таçти леш тĕнчере мар, хамăр пурăнакан çĕр çинчех иккен. Элĕк районĕнчи Антоновка выççăлкки – çăтмах вырăнсенчен пĕри. Вăрман варринче вун икĕ çурт ларать, анчах унта Ивановсен çемйи кăна тавралăх илемĕпе киленсе пурăнать.
Урапана хĕлле хатĕрлеççĕ
Республикăра тракторсемпе çул-йĕр тунă чухне, строительствăра тата ытти çĕрте усă куракан хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен шучĕ çулсерен ÿсет. Пĕлтĕр акă виçĕм çулхипе танлаштарсан 394 единица хушăннă, пĕтĕмпе 22 525-е çитнĕ. Чăваш Енри Патшалăх техника надзорĕн ертÿçи Владимир Димитриев çакна ведомствăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май палăртнă.
Хваттер кама лекĕ?
Эпир упăшкапа тахçанах администрацирен хваттер илнĕ. Ăна ман çине çыртарнă. Упăшка пропискăра çеç тăрать. Эпĕ халĕ унран уйрăлатăп. Вăл каланă тăрăх – хваттерĕн пĕр пайĕ ăна лекет. Свидетельствăра ман ят çеç-çке?
Надежда ПЕТРОВА.
Ыйтăва Чăваш Республикинчи Росреестр управленийĕн право тĕлĕшĕпе тивĕçтерекен уйрăм пуçлăхĕ Татьяна Захарова хуравлать.
Амăшĕн пехилĕ
«Пурнăç çулне каялла çаврăнса пăхатăп та пур пĕрех лайăххи кăна аса килет. Йывăрлăхсем пачах та пулман тейĕн», – тет Вăрнар районĕнчи Хурапыр-Юнтапа ялĕнче пурăнакан Валентина Яковлева.
Çын ырă кăмăллă пулнине пĕрре курсах тавçăратăн. Валентина Васильевна таса, çирĕп чунлăскер.
«Манра асатте юнĕ чупать»
Пултаруллă çынсем ялта пурах. Вĕсен вăй-хăвачĕ çăл куç пек тапса тăрать. Çав хастарсем тăван тăрăха пĕтме парас мар тесе чылай ĕçлеççĕ. Акă Элĕк районĕнчи Тури Хурасанти Надежда Афанасьевăнах илер. Çичĕ теçеткерен иртнĕ хĕрарăма çынран ытлашши мĕн кирлĕ-ши? Юрăхсăра тухнă клуба вăл хăй шучĕпе юсанă!