Archive - 21 Feb, 2014 - Хресчен сасси

Витамин А çитмесен чăхăн куçĕ хĕсĕнсе ларать, хупанки хĕрелет, куççулĕ юхать. Ун пек чухне апата теркăланă кишĕр, çавăн пекех ешĕл клевер е вĕлтĕрен хушса памалла. Хĕлле – утă е курăк çăнăхĕ.

D витамин çитмесен кайăк-кĕшĕк шăмми тĕрĕс мар ÿсет. Калăпăр, кăвакалăн сăмси кукăрăлать, çавна май вĕсем йĕркеллĕ апатланаймаççĕ, чăх-чĕпĕн пыршăлăх ĕçĕ пăсăлать. Çапла ан пултăр тесен хĕлле шăмă çăнăхĕ, шапа хуранĕ (ракушка), вĕтетнĕ пурă памалла. Çулла вара тăтăшах уçă вырăнта, хĕвел çинче çÿретмелле.

Хурлăхан çырли вăхăт çитмесĕрех хуралса çуркаланма пуçлать. Çулçинче вара хăпарса тухнă хĕрлĕрех-сарă вырăнсем пулаççĕ. Мĕн япали-ши ку?

Ахăртнех, ку хура хурлăхан çырлине тапăнакан хуртпа (пилильщик) çыхăннă. Унăн хурчĕ симĕс çырла ăшне кĕрсе вăррине çиет. Сиенленнĕ çырла пысăкланса каять, вăхăтсăрах хуралать. Унашкал çырлана çиме юрамасть.

Шыçăнса тухнă евĕр хĕрлĕ тĕспе витĕннĕ çулçă пыйтăпа сиенленнине пĕлтерет. Çу варри çитиччен вĕсем хурлăхана ĕмсе пурăнаççĕ, кайран курăк çине куçаççĕ.