Комментари хушас

Укçа пурнăç патши пулса тăчĕ, унсăрăн хресчен малалла утăм тăваймасть, машина-трактор çĕр сухалаймасть, уй-хир карапĕ тырă выраймасть. Ял хуçалăх специалисчĕсем палăртнă тăрăх – кăçал çур аки ирттерме республикăна 1466,2 млн тенкĕ кирлĕ, çав шутра 902,2 млн тенкĕ кредит. Кун пирки Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче пĕлтернĕ. Унта иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çурхи акана тĕплĕ хатĕрленсе йĕркеллĕ ирттерсе ямалли çинчен калаçнă.

Пĕлтĕрхи кăткăс çанталăка пула хресчен пысăк тухăç илеймен. Çапах хăш-пĕр хуçалăх çĕр ĕçне кирлĕ пек йĕркелесе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене виçĕм çулхинчен ытларах пухса илнĕ. Паха вăрлăхпа аксан, удобренипе апатлантарсан, çум курăкĕнчен вăхăтра тасатсан, вырсан тыр-пуллă пулатăнах çав. Иртнĕ çул Сĕнтĕрвăрри (160,6 процент), Шупашкар (123), Çĕрпÿ (121,1), Улатăр (119,8), Етĕрне (118,9), Вăрмар (105,4), Муркаш (101,4) тата Вăрнар (101 процент) районĕсенче тĕш тырă нумайрах илнĕ.

Республикăра сăвăм ÿсни савăнтарать. Пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 4515 килограмм сĕт суса илнĕ. Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Вăрмар, Улатăр, Йĕпреç районĕсен ку енпе хастартарах. Кăтартусене чакарнă муниципалитетсене тухăçлăрах ĕçлеме çывăх вăхăтрах майсем шырама сĕннĕ.

Ларура çавăн пекех хресченсене патшалăх çĕнĕлле пулăшни, çĕр çинче çитĕнтерекен культурăсене тата выльăх-чĕрлĕхе страхламалли çинчен каласа ăнлантарнă. Аса илтерер: ял хуçалăх культурисене страхлассипе пирĕн республика малтисен шутĕнче.

Кунсерен çывхаракан çур аки вăрлăх, удобрени, топливо çителĕклĕ хатĕрлесси çинчен хытах шухăшлаттарать. Раççей ял хуçалăх центрĕн республикăри филиалĕ пĕлтернĕ тăрăх – паянхи куна кĕрхи культурăсен 25,7 проценчĕ аван хĕл каçать, 72,2 проценчĕ çырлахтарать. Иртнĕ юн кун тĕлне республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен акмалли вăрлăхĕ 46,1 пин тонна шутланнă (планпа пăхнин 96 проценчĕ). Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк, Тăвай районĕсенче вăрлăх çителĕклĕ. Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 51 проценчĕ акма юрăхлă. Улатăрсен, Пăрачкавсен, Сĕнтĕрвăррисен тата Куславккасен кондицие ларман вăрлăх хальлĕхе нумай.

Минераллă удобренипе хресченсене яланхиллех республикăн апат-çимĕç фончĕ пулăшма пултарать. Сутлăхра 8300 тонна удобрени пур. Фонд пулăшăвĕпе ытларах кăнтăр районĕсем усă кураççĕ, килĕшÿсем тăваççĕ. Топливăпа та тивĕçтерме пултарать ку предприяти. Çур аки тата вырма ĕçĕсем ирттерме 500 тонна топливо илсе тухма вăл "Дорисс-Нефтепродукт" пĕрлешÿпе килĕшÿ тунă.

Ĕç çире хресченсене банксем те кредитсемпе пулăшма хатĕр. Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ иртнĕ çул хуçалăхсене пĕтĕмпе 1,5 млрд тенкĕлĕх кредит панă.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.