Урапана хĕлле хатĕрлеççĕ

Республикăра тракторсемпе çул-йĕр тунă чухне, строительствăра тата ытти çĕрте усă куракан хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен шучĕ çулсерен ÿсет. Пĕлтĕр акă виçĕм çулхипе танлаштарсан 394 единица хушăннă, пĕтĕмпе 22 525-е çитнĕ. Чăваш Енри Патшалăх техника надзорĕн ертÿçи Владимир Димитриев çакна ведомствăн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май палăртнă.

Техникăна ытларах ял çынни туянать. Ялта çирĕп тымар ярса çĕр çинче ĕçлесе пурăнма трактор кирлех. Ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче техника шучĕ чакнă пулсан, уйрăм çынсен 687 единица чухлĕ ÿснĕ. Промышленноç предприятийĕсенче те хушăм пур. Ял хуçалăхĕнче пĕтĕмĕшле шут чакнине ăнлантарма пулать. Паянхи хресченсем кивĕ техникăран хăпма тăрăшаççĕ, пысăк тухăçлине туянаççĕ. Çĕнни темиçе кивĕ трактора улăштарать.

Патшалăх техника надзорĕн тĕп тивĕçĕ – тракторсен юсавлăхне тĕрĕслесе механизаторсене инкекрен хÿтĕлесси. Çавăнпа инспекторсен уйрăмах ака уйăхĕнче, çур аки умĕн, ĕç нумай. Саккун ыйтнă тăрăх – тĕрĕслеве ĕç çи пуçланиччен 10 кун маларах вĕçлемелле. Темĕн пек хĕтĕртсен те хуçалăхсем техникăна тĕрĕслеве вăхăтра (çирĕплетнĕ графика пăхăнса) тăратаймаççĕ. Халех, хĕллех, хатĕрленме тытăнсан тĕрĕслев чăрмавлă иртмĕ. Техника юсавсăррипе çыхăннă инкек-синкек те пулмĕ. Пĕлтĕр инкекпе вĕçленнĕ 11 тĕслĕх шута илнĕ.

Иртнĕ çул вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ 1 502 çын машинист-тракторист удостоверенийĕ илнĕ. Çакна кура инспекторсен те, техника хуçисен хăйсен те тимлĕ, асăрхануллă пулмалла. Пĕтĕмпе вара патшалăх техника надзорĕн органĕ 3 594 удостоверени панă (е улăштарнă).

Инспекторсен ĕçне тĕрлĕ тапхăрта иртекен профилактика операцийĕсем ("Трактор" йышшисем) аван хаклаççĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсен ытларах пайĕ шăпах çак вăхăта лекет. Шута илнĕ техникăн 63 процентне пĕлтĕр мероприятисем иртнĕ вăхăтра тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă 729 тĕслĕх тупнă. Ертÿçĕсен те, предприяти-организацисен те явап тытма тивнĕ.

Патшалăх техника надзорĕн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ çĕре республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та хутшăннă. Патшалăх инспекторĕсене хуçалăхсемпе яланхиллех тачă çыхăнса ĕçлеме чĕннĕ, ведомствăн чи пултаруллă ĕçченĕсене наградăсем панă.

Ирина НИКИТИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.