Амăшĕн пехилĕ

12 Нарăс, 2014

«Пурнăç çулне каялла çаврăнса пăхатăп та пур пĕрех лайăххи кăна аса килет. Йывăрлăхсем пачах та пулман тейĕн», – тет Вăрнар районĕнчи Хурапыр-Юнтапа ялĕнче пурăнакан Валентина Яковлева.

Çын ырă кăмăллă пулнине пĕрре курсах тавçăратăн. Валентина Васильевна таса, çирĕп чунлăскер.

«Эпир çитĕннĕ чух самани питĕ тертлĕ пулчĕ, – кăмăллăн калаçать 79 çулти кинемей. – Эпĕ 7 çулта чухне атте вăрçа тухса кайрĕ. Анне тăватă пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ. Мĕн кăна курман-ши вăл? Пире пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарчĕ. Фронта пулăшас тĕллевпе тăрăшса ĕçлеттĕмĕр. Шел, атте 1943 çулта Ленинград облаçĕнчи Дубовка ялĕ патĕнчи çапăçура пуçне хучĕ». Пулни-иртнине аса илмессерен кинемейĕн куççулĕ пăчăртанать.

Сакăр çул тултарсан Кушар-Юнтапари пуçламăш шкула вĕренме кайнă вăл. «Шкул пахчинче ятарласа урпа акса ÿстеретчĕç. Кашни пучаха алăпа пуçтарса, арманта авăртса çăнăх тăватчĕç. Шкул ачисене 200-шер грамм çăкăр паратчĕç. Йывăр пурнăç пире çирĕплетнĕ, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентнĕ», – малаллах сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Валентина Васильевнăн ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕ-çикĕре юрă пуçарса яраканĕсем пулнă. Хĕр ача вĕсенчен вĕренме тăрăшнă, чылайăшне астуса юлнă. «Суйлав, уяв вăхăчĕсенче концерт, спектакль час-часах кăтартаттăмăр. Куракан пирĕн пултарулăха хаклани савăнтаратчĕ», – тет вăл.

Çемье кил хуçисĕр юлнăран унăн малалла вĕренес ĕмĕчĕ татăлнă. Амăшне хĕрхенсе хĕрĕ ялтах юлнă. Кушар-Юнтапара клуб ертÿçинче ĕçлеме тытăннă, юрăпа ташă ушкăнне ертсе пынă. Юрлама-ташлама ятарласа вĕренмен вăл, чун хушнипе, чĕре ыйтнипе туптаннă пултарулăхĕ. Республикăри смотр-конкурса хутшăнса çамрăксен ушкăнĕ баян çĕнсе илнĕ. Ăна Валентинăн пиччĕшĕ Михаил каланă. Кирек мĕнле çанталăкра та лаша кÿлсе таврари ялсене çÿренĕ вĕсем, халăха юрă-ташăпа савăнтарнă.

1957 çулта Валентина хăйсен ялĕнчи каччăпа Матвейпе пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ те тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын пулнă. Вăл чылай çул ял хуçалăхĕнче хуралтă, çурт-йĕр ăсталанă çĕрте ĕçленĕ. Колхоз аталанса пынă май Матвей Яковлевич Нурăсра механизаторсене хатĕрлекен курсран вĕренсе тухнă, трактористра вăй хунă. Çĕр ĕçченне парнесемпе, Тав хучĕсемпе пĕрре мар хавхалантарнă. 1968 çулта туслă мăшăр Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне кайма тивĕçнĕ. Çав çулах кил хуçине ВДНХан кĕмĕл медалĕпе чысланă. Каярах вара вăл «ЧАССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята илнĕ.

Яковлевсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Ун чухне кĕпе-тумтир илме те хĕсĕк пулнă. Çак лару-тăруран тухас тесе çемье çĕвĕ машини туяннă. «Ачаранах кĕпе ĕлкисене хамах касса çĕлеттĕм. Каярахпа шукăль тумсем ăсталама тытăнтăм. Çапла вара ял халăхĕнчен саккассем йышăнма пуçларăм. Вăрнарти йывăç комбиначĕ валли çирĕм çула яхăн ачасемпе пĕрле сеткăсем çыхрăмăр», – сăмах ваклать кинемей.

Ачисене пĕчĕкренех тирпейлĕхе, сăпайлăха вĕрентнĕ Яковлевсем. Вĕсене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн пусма хăнăхтарнă.

«Атте-анне – пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх. Аттерен – арçын ĕçне, аннерен çĕвĕ вăрттăнлăхне вĕрентĕм, – тет Пушкăртстанри Пелепей хулинче пурăнакан ывăлĕ Владимир. – Шкулта чухнех хам валли виçĕ-тăватă шăлавар çĕленĕччĕ. Тулăра пурăнакан Ирина аппа модельер-çĕвĕçре чылай çул ĕçлерĕ».

Самана лайăхланса пынишĕн савăнать Валентина Васильевна. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕчĕ, ачисен телейне кураймарĕ. Амăшне май пур таран пулăшаççĕ тĕпренчĕкĕсем. Çу кунĕсенче кил-çурт ача-пăча сассипе кĕрлесе тăрать. Кинемейĕн паян сакăр мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕ пур. Пушă вăхăт тупăнсанах алса-чăлха çыхать вăл.

Ватă çын кашни уяврах Нурăс чиркĕвне çÿрет. Çывăх çыннисемшĕн турăран сывлăх, телей ыйтать. Амăшĕн пилĕ ачисене çитетех.

Надежда НАЛИМОВА-ЧУДАКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.