Комментари хушас

12 Нарăс, 2014

Çăтмахĕ пур, киленекенĕ шутлă

Хăйсен ĕçĕнче çав тери пултаруллă, ăслă пуçлăхсем пушă вăхăт тупăнсанах çут çанталăкра пулма тăрăшаççĕ, ытларах чухне – пĕччен, вĕсене никамăн та чăрмантармалла мар. Пуçлăхсене çеç-и, пурне те илĕртет тĕнче илемĕ. Малалла ĕçлеме çын çут çанталăкран вăй илсе шухăш-кăмăлне тасатать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхать. Тамăкĕ те, çăтмахĕ те таçти леш тĕнчере мар, хамăр пурăнакан çĕр çинчех иккен. Элĕк районĕнчи Антоновка выççăлкки – çăтмах вырăнсенчен пĕри. Вăрман варринче вун икĕ çурт ларать, анчах унта Ивановсен çемйи кăна тавралăх илемĕпе киленсе пурăнать. Эпир кил хуçи хĕрарăмĕпе тĕл пултăмăр.

– Галина Владимировна, сирĕн пÿртĕн пĕр енчи чÿречесем вăрманалла пăхаççĕ, тепĕр енчисем кедрсене тĕллеççĕ. Çĕпĕр йывăçĕсем сирĕн пахчăртах ÿсеççĕ-и? Тĕлĕнмелле вырăн...

– Çулла килĕр. Чăн-чăн илеме ун чухне курăр. Ав, вăрманпа юнашарах, сад пахчи. Хăй вăхăтĕнче вăрман хуçалăхĕ ларттарнă ăна. Улмуççийĕсем халĕ те тĕрлĕ йышши пан улмипе йăтăнаççĕ. Кедрсем чăнахах та пахчара ÿсеççĕ, çимĕçне те параççĕ. Пĕрин пулмасан та теприн мăйăрлă.

– Пилĕк çĕр çулах çитеймен пулĕ-ха. Пилĕк ĕмĕр ларакан Çĕпĕр кедрĕ янăрама тытăнать. Сасă кăларсах. Хăйĕнче пуçтарăннă уйăхпа хĕвел вăйне унăн çынсене памалла. Çавăнпа йывăç турачĕсене касса валеçмелле. Çумра туратăн пĕчĕк татăкĕ кăна пултăр – унăн хăвачĕ çурма вилĕ çынна та чĕртсе тăратма пултарать-мĕн. Çавăнпа кăсăкланатăп.

– Миçе çултине калаймастăп. Пилĕк çĕрех мар. Кедрсем вăрманта та ÿсеççĕ. Чылай çул каялла лартнă вĕсене. Ирĕккĕн ÿсме чăрмантаракан йывăçсене нумаях пулмасть касса сайралатрĕç. Малашне лайăхрах аталанмалла ĕнтĕ.

– Мĕнлерех вăл, вăрман, кулленхи пурнăçра, шиклентермест-и?

– Мăшăрпа пĕрлешнĕренпе 25 çул çитрĕ. Çавăнтанпа пурăнатăп кунта (кÿршĕ ялтан качча килнĕ). Пысăк тискер чĕр чунсенех курман. Тилĕсемпе мулкачсем çурт умне тухаççĕ. Хир сыснисене асăрхатăп, анчах ашкăнланни пулман. Хуняма каланă тăрăх – пĕр çулхине хир сысни килтипе туслашнă та, вăхăт иртсен çут тĕнчене хура тĕслĕ сысна çурисем килнĕ. Малтан Вырăс Сурăм ялне ĕçе вăрман витĕр сунарçă йĕлтĕрне сырса çÿреттĕм. Кашкăрсем алхасни çинчен калаçатчĕç те – шикленеттĕм. Кайран хăнăхрăм, çул çинче пăшисене тĕл пулаттăм. Выльăх та чиперех усратпăр. Мăйракаллă шултра выльăх сакăр пуç таранах. Çулла каçченех вăрманта тытнă, ютрисем куç хывман, тискер чĕр чун тапăнман. Лăпкă, шăп пирĕн патра.

– Выльăх усрама тулăх ĕнтĕ.

– Упăшка вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕрен уттине çителĕклех хатĕрлетпĕр. Халĕ пушă ларакан çуртсем çулла çынсемпе тулаççĕ. Вĕсем пахчари курăка çулаççĕ те пире параççĕ. Эпир ăна типĕтсе хамăр пата турттаратпăр. Çавăнпа ялти пахчасем таса.

– Хĕлле кунта хăвăр кăна пурăнатăр-çке. Уявсенче, тен, йышпа та хутшăнас килет...

– Эпир тунсăхламастпăр, чиперех пурăнатпăр. Елчĕксем, вĕсен йышлă тусĕсем апла тума памаççĕ. Тахçан Елчĕк район çынни пирĕн ялтан хĕр илнĕ. Авланакан каччăн шăллĕ çавăн чухне кунти илеме ытарайман. Май килсен çĕр илсе çурт лартас шухăш тĕвĕленнĕ пуçĕнче. Ĕмĕтне пурнăçларĕ. Канмалли кунсене, уявсене çемйипе, тус-юлташĕпе кунта ирттерет. Тепĕр чухне Шупашкарти паллă юрăçсене те илсе килеççĕ савăнма. Эпир те тухатпăр вĕсене итлеме. Валерий Туркай пирĕн ял çыннисене хисеплесе темиçе сăвă хайланă, хам çинчен те çырнă. Кăçалхи Кăшарни уявĕнче хăйĕн кĕнекине парнелерĕ, унта шăпах çав сăвăсем кĕнĕ.

– Итлетĕп те сире каллех тĕлĕнетĕп: ял нуши-терчĕ пирки сăмах та тапратмастăр.

– Пирĕн çурт умне автомашинăпа çитсе тăтăр. Хăвăрах куртăр – çулĕ чипер. 5-6 çул каялла çырмари дамбăна хăпартнă чухне унта ĕçлекенсене хамăр ял патне çитиччен çул тутарттарса юлтăмăр. Тавах вĕсене. Апатне хамах çитертĕм. Килте те автомашина пур, çавăнпа çăмăллăнах çула тухатпăр. Кунсерен яла сĕт пуçтаракан машина кĕрет. Хальхи вăхăтра эпир 30-шар литр сĕт паратпăр. Ĕçе каймалли кун (Г. Иванова Элĕкри Ваттисен çуртĕнче сменăпа ĕçлет – авт.) ялтан сĕт машинипе ларса тухатăп.

Шыв ăсма ялта икĕ çăл пур. Вĕсене тимĕр-бетон ункăсем хурса çирĕплетрĕмĕр. Пĕринчен ĕçме ăсатпăр, тепринчен – выльăх валли. Ялта икĕ пĕве.

Çут çанталăк газĕ те çунать килте. Ăна кĕртнĕренпе ултă çул çитсе пырать. Ун чухне юнашар ялтан газ пăрăхне хамăр укçапа турттартăмăр. Ялта çамрăкраххисем эпир кăна. Пирĕн ачасене ÿстермелле пулнă. Çитĕнчĕç ĕнтĕ. Пĕри институт пĕтерчĕ те ĕçлет. Хĕр аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ пухать, мăнук парнелерĕ. Кĕçĕн ывăл, повар-кондитера вĕреннĕскер, çар службине Таджикистана лекрĕ. Уншăн нумай пăшăрханнă. Юрать ырă-сывă таврăнчĕ.

– Юнашарти икĕ хутлă çурта ăна валлиех хăпартнă пулĕ-ха.

– Ялта юлтăр тетпĕр-çке. Ĕç çук кунта, çав кулянтарать. Манăн мăшăр хăй вăхăтĕнче Печорăри тинĕс училищине пĕтернĕ. Çав енĕпе ĕçленĕ пулсан ку таранччен, тен, пысăк вырăн йышăнатчĕ. Амăшĕ яла чĕнсе илнĕ те кунтах юлнă. Халĕ ÿкĕнмест ĕнтĕ çапла килсе тухнăшăн.

Чăн та, илĕртÿллĕ пирĕн тавралăх, сывлăшĕ сиплĕ. Канмалли, сывлăха çирĕплетмелли вырăн йĕркелесен ĕçĕ те пулĕччĕ. Укçаллă çынсене кам илĕртĕ-ши?..

Ирина Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.